Якутсем
Якутсем (хăйсене саха теççĕ), — тĕрĕк чĕлхеллĕ халăх. Якут чĕлхипе калаçаççĕ.
Хутăш çемьере çуралнă çынна сахаляр теççĕ.
Этимологи
"Якут" сăмаха чăваш чĕлхине вырăс чĕлхинчен кĕртнĕ. Историксем тĕпчев ĕçĕсемпе килĕшӳллĕн, якут тени, вырăссем Çĕпĕре пусмăрланă тапхăрта, XVII-мĕш ĕмĕрте, пĕрремĕш эвенк çул кăтартса пыракан сăмахĕнчен пулса кайнă имĕш. Эвенксен чĕлхипе, кӳршĕ халăха "ёкё" тенĕ пулат. Вырăссем вара, хăйсем манерлĕ, якут теме пуçланă пулат.
Халах кун-çулĕ
Ăсчахсем (ытларахăш пайĕ) якутсем XII ĕмĕрте Байкал кӳлли тăрăхĕнчен Лена, Алдан, тата Вилюй юханшывсен тăрăхне куçнă тесе шутлаççĕ. Ку тăрăхра вĕсенчен палеоази халахĕсем пурăннă. Якутсем килсен лешсен вара урăх çĕрсем çине куçма тивнĕ. Якутсем выльăх-чĕрлĕх ерчетнĕ, суту-илӳпе пурăннă. Çавăн пекех вĕсем хăйсен тĕнне тата çарне аталантарнă.
Халăх йышĕ
2002 çулхи перепись тăрăх Хабаровскпа Таймырта тата Эвенк автономи округĕнче пурăннă. Якутинче якутсем пĕтĕм халах йышĕнче 45% йышăнаççĕ.