Байкал Азин варринче, Раççейре, Иркут облаçĕпеБуряти чиккинче вырнаçнă. Кӳлĕ çурçĕртен кăнтăр-анăçалла 636 çухрăма мăн çур уйăх евĕр тăсăлса выртать. Байкалăн анлăшĕ 25-рен80 çм çити пулать.
Шыв çийĕн лаптăкĕ 31,5 пин çм², вăл Бельги, Нидерланд е Дани территории калăпăшлĕ. Шыв тĕкĕрĕн лаптăкĕпе Байкал тĕнчери чи пысăк кӳлĕсем хушшинче 6-мĕш вырăна йышăнать.
Кӳлĕн вăтам тарăнăшĕ пысăках мар — 730 метр. Вăл нумай тарăн кӳлĕн чи тарăнăшĕнчен те чылайрах. Çакă ĕнтĕ, пĕтĕмĕшлĕ каласан, Байкалăн çав тери нумай янтă шыв пурлăхне — 23 пин çм³ (тĕнчери тăварсăр шыв янтă пуррин 22 % — çутçанталăкри пур кӳлĕсенче 123 пин çм³ шыв). Янтă шыв пурлăхĕн калăпĕшпе Байкал тĕнчери кӳлĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăнта, умĕнче Каспи тинĕсĕ çех, анчах та Каçпире шыв тăварлă. Байкалра шыв Мăн кӳлĕсен калăпăшĕнчен нумайрах, Ладога кӳллинчен, сăмахран, 23 хут нумайрах.
Кӳлĕ йĕри-тавра ту хырçисемпе, сопкăсемпе хупăрланнă котловинăра вырнаçнă. Анăç çыран хĕрри — чăнкă чул сăртлă, тухăçĕнчин рельефĕ вăшмакрах (вырăн-вырăнĕпе ту-сăрт темиçе вун çурăма та çитет).
Байкал районĕ (Байкал рифчĕн ярăмĕ) çӳллĕ хастар сейсмăлăхлă территори шутланать, кунта кулленех çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртет, чылайăшĕ сисĕнмелле мар — Рихтер шкалипе икĕ балла çитиччен. Çапах та хăват кисренӳ те пулкалать, 1862 çултахи вунă баллă çĕр силеннĕ чух Селенга кӳлле юхса кĕнĕ тĕлĕнче çурçĕр пайĕнчи 200 км² 1 300 çын пурăннă 6 улус çĕрĕ шыв айне кайнă, халĕ унăн вырăнĕнче кӳлмек шывĕ.
Байкалăн шыв янтăхĕ çыран хĕрри климатне питĕ хытă улăштарать. Хĕл кунта çемçерех, çу — уçăрах. Çуркунне Байкал çине, юнашар çерсемпе танлаштарсан, 10−15 кун кая юлса ĕлкĕрет, кĕркунне пĕрмаях тăсăмлă килет.
Байкал районĕ хĕвел шевли çуттипе пуян. Тĕслĕхрен, Большое Голоустное посёлокĕнче çак кăтарту 2 524 сехете çитет — Раççейре чи нумаййи. Хĕвелсĕр кун çак пурăну вырăнĕнче — 37, Ольхон утравĕнче — 48.
Кӳлĕн çул ӳсĕмне ăслăхçăсем 25−30 млн çул теççĕ. Çак факт çапла ĕнтĕ Байкала хăйне вĕр пĕртен-пĕр çутçанталăк объекчĕ туса палăртать, мĕншĕн тесен чылай кӳлĕ, уйрăмах пăрлăхран пулса тăнисем, вăтамран 10—15 пин çул çеç пурăнаççĕ, кайран туйăн (юшкăн) тулнипе шурлăхланаççĕ.
Пĕрремĕш вырăссен çĕпĕр çулçӳревçĕсемэвенксен «Ламу» (тинĕс) палăртăвĕпе усă курнă. XVII ӗмӗрĕн иккĕмĕш çурринчен пуçласа вырăс чĕлхине бурятсен «Байгаал» («Бэйгхэл» илтĕнет)сăмахĕ куçнă. Лингвистика енĕпе чĕлхен çыхăнуллă йĕррине пăхăнса, бурят чĕлхинчи «г» сас паллине вырăсла «к» çине куçараççĕ.
^Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 16. Ангаро-Енисейский район. Вып. 2. Ангара / под ред. Т. С. Кирилловой, Н. Н. Корчажниковой. — Л.: Гидрометеоиздат, 1965. — 224 с.