Кӳлĕ, — шыв тулнă лупашка, шыв пухăнса тăнă вырăн, шыв лаптăкĕ, шыв пуххи.
Кӳлесем çĕр путса тăракан вырăнсенче, юхан шывсен çумĕнчи улăхсенче, вăрман варринчи айлăм вырăнсенче сарăлса выртаççĕ. Нумай кӳлĕрен юхан шывсем уçăлса юхса тухаççĕ.
Кулĕсем çумĕнче кĕлĕсене ирттернĕ. Чи таса, чи асамлă кулле çутă кӳлĕ, çут кӳль тенĕ. Тĕнри Çут кӳль тĕпсĕр пулнă, темле типĕ çул пулсан та çав кӳлĕре шыв типсе чакман. Çут кӳль тĕнче тинĕсĕпе çыхăнса тăрать тенĕ.