Нидерланд
Koninkrijk der Nederlanden Нидерланд | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | холланд (Фриландра — тата фриз чĕлхи) | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Амстердам | ||||
Чи пысăк хула | Амстердам, Гаага, Роттердам | ||||
Патша | Беатрикс | ||||
Премьер-министр | Ян-Петер Балкененде | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
131 вырăнта 41 526 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2005) - Йышлăхĕ |
58 вырăнта 16 407 491 395/км² | ||||
Валюта ячĕ | Евро | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +01 пуçласа +01 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Нидерланд патшалăх гимнĕ | ||||
Тетел доменĕ | .nl | ||||
Тел. префиксĕ | 31 |
Нидерланд (гол. Nederland), официаллă ячĕ Нидерланд Короллĕхĕ (гол. Koninkrijk der Nederlanden) — Анăç Европăри патшалăх.
«Нидерланд» палăртăва чăвашла «анат çĕр(шыв)» тени пулать, анчах та тӳррĕн каласан, тĕрĕсех тухмасть, мĕншĕн тесен, çак терминпа Нидерланд, Бельги тата Люксембург (пĕтĕмлетсе — Бенилюкс) çĕрĕсене те палăртмалла пулать.
Нидерланда тăтăшах Холланд теççĕ, анчах та çапла калани политика енчен тĕрĕс мар: Кăнтăр тата Çурçĕр Холланд çĕрĕсем — Нидерланд вуникĕ облаçĕсенчен иккĕшĕ шутланаççĕ.
Тĕп хули — Амстердам, правительство Гаага хулинче вырнаçнă.
Урăх чаплă хулисем: Утрехт — çĕршывăн чукун çулĕсен тĕпĕ тата Эйндховен.
Тавралăхĕ
Çыранĕсем Çурçĕр тинĕсне тухаççĕ. Çыран хĕррин вăрăммăшĕ — 451 çухрăм. Германипе тата Бельгипе юнашар вырнаçнă. Чикĕ таршшĕ 1027 çухрăм.
Нидерланд — Райн, Маас тата Çурçĕр Холландра, Кăнтăр Холландра тата Флеволандра выртаççĕ. Тинĕс çыранĕсем дюнсенчен пуçланса кайнă. Вĕсен хыççăн тинĕсрен туртса илнĕ çĕрсем — польдерсем. Вĕсене дюнсем тата дамбăсем тинĕс шывĕсенчен сыхланă. Çакăн пирки çапла калаççĕ: «Турă тинĕс тунă, холландсем — çыранĕсене».
Халăх йышĕ
Нидерландра икĕ кăк халăхĕ пурăнать — холландсем тата фризсем, çаплах иммигрантсен шучĕ те чылай.
- Холландсем — 80.8 %
- Нимĕçсем — 2.4 %
- Индонезисем — 2.4 %
- Турккăсем — 2.2 %
- Суринамсем — 2.0 %
- Мороккансем — 1.9 %,
- Индисем — 1.5 %
- Антиллиансем тата Арубансем — 0.8 %
- урăххисем — 6.0 %.
Тĕн енĕпе:
- католиксем — 30 %
- протестантсем — 21 %
- мăсăльмансем — 5,8 %
- индуистсем — 0,6 %
- урăххисем — 1,6 %
- нимле тĕне те тытманнисем — 41 %
Холландсем тĕнчери чи çӳллĕ çынсем: арçынсем (вăтамран) — 1,83 метр, хĕрарăмсем — 1,70 метр.
Климачĕ
Кунта ăшă çусем — вăтам температура антициклонсем вĕрсе килсен, температура 0 °C аялла анса каять, каналĕсем тата кӳлĕсем пăрпа хупланаççĕ. Çулти вăтам нӳрĕк шучĕ — 80 сантиметров, анчах та шалти çĕрсенче татах та сахалтарах.
Мелиораци
Истори
Транспорт
Кунта лапам çĕр пичĕ пулнипе автомобиль çулĕсем нумай, анчах та шыв каналсем çул хывнă чух йывăрлăх кӳреççĕ.
- Чукун çулсен вăрăммăшĕ — 2753 çухрăм (вĕсенчен 68 % электричество вăйĕпе — 1897 çм).
- Пĕтĕм вăрăммăшĕ (ч/ç тата авто) — 111 891 çм.
- Каналсен тата шывсен çулĕсен пĕтĕм вăрăммăшĕ — 5052 çм.
Çĕршыв хуçалăхĕнче паллă вырăн KLM Авиакомпани тĕнчери нумай маршрутсене вĕçет.
Вуламалли
- В. А. Бакир, Ю. Б. Ларионова. Нидерланды. Путеводитель. Вокруг света, 2005. 216 стр. ISBN 5-98652-011-4.
- Paul Arblaster. A History of the Low Countries. Palgrave Essential Histories Series New York: Palgrave Macmillan, 2006. 298 pp. ISBN 1-4039-4828-3.
- J. C. H. Blom and E. Lamberts, eds. History of the Low Countries (1999).
- Jonathan Israel. The Dutch Republic: Its Rise, Greatness, and Fall 1477—1806 (1995).
- J. A. Kossmann-Putto and E. H. Kossmann. The Low Countries: History of the Northern and Southern Netherlands (1987).
- Christophe de Voogd. Geschiedenis van Nederland. Arena Amsterdam, 2000. 368 pp. ISBN 90 6974 3671.
Каçăсем
- Голландири Раççей Килĕ 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- БеНиЛюксри Нидерланды Форумĕ 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Нидерланды географи картти
- Нидерланды 2014 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ. Çĕршыв çулкăтартăвĕ (вырăсла)
- FM радио из Нидерландов 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. Радиостанци тӳрĕллĕ эфирĕ.
- Нидерланды 2007 ҫулхи Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ. (АВИАРОСТ Компанийĕ)
- Бельги, Нидерланды, Люксембург афишисем 2008 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Бюро советника по с/х посольства Нидерландов в России 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Нидерланды гимнĕ, вырăсла, истори
Европăри патшалăхсем |
|
---|---|
Австри • Азербайджан1 • Албани • Андорра • Армени² • Беларуҫ • Бельги • Болгари • Босни тата Герцеговина • Ватикан • Аслӑ Британи • Венгри • Германи • Греци • Грузи1 • Дани • Ирланди • Исланди • Испани • Итали • Казахстан1 • Кипр² • Латви • Литва • Лихтенштейн • Люксембург • Мальта • Молдави • Монако • Нидерландсем • Норвеги • Польша • Португали • Раҫҫей Федерацийӗ1 • Румыни • Сан-Марино • Серби • Словаки • Словени • Çурçĕр Македони • Турци1 • Украина • Финлянди • Франци • Хорвати • Черногори • Чехи • Швейцари • Швеци • Эстони Пăхăнуллă территорисем: Акротири тата Декели • Аланд утравĕсем • Гернси • Джерси • Фарер утравĕсем • Ян-Майен Йышăнман патшалăхсем: Туçи-Карабах Республики • Днестрçум Молдави Республики • Çурçĕр Кипр Турккă Республики5 • Кăнтăр Осети³ 1Çаплах Азире. ² Культурăри уйрăмлăхсене пула, Европăна кĕрет, географийĕпе Азире вырнаçнă пулсан та. ³ ПНО шутĕнчи 4 патшалăх йышăннă. 4 ПНО шутĕнчи 70 патшалăх йышăннă. 5 Турци йышăннă. |