Лихтенштейн
| Лихтенштейн кнеçлĕхĕ | |||||
|---|---|---|---|---|---|
| Fürstentum Liechtenstein | |||||
| |||||
| Гимн: [[{{{Родительный падеж}}} гимнӗ|«Лихтенштейн патшалăхĕн гимнĕ»]] | |||||
|
|
|||||
| Официаллӑ чӗлхесем | нимĕç | ||||
| Тӗп хула | Вадуц | ||||
| Чи пысӑк хула | Шан | ||||
| Территори | |||||
| • Всего |
160 км² (тӗнчере 189-мӗш) км² |
||||
| Халӑх йышӗ | |||||
| • (2000) хаклани |
33 307 чел. (187-мӗш) чел. |
||||
| • ҫулхи халӑъх ҫыравӗ | чел. | ||||
| • Халăх йышлăхĕ | 203 чел./км² | ||||
| ВВП | |||||
| • Пурӗ | долл. | ||||
| • Пӗр ҫынна тивекен | долл. | ||||
| ВВП (ППС) | |||||
| • Пурӗ | долл. | ||||
| • Пӗр ҫынна тивекен | долл. | ||||
| ВВП (номинал) | |||||
| • Пурӗ | |||||
| • Пӗр ҫынна тивекен | |||||
| Валюта | Швейцари франкĕ | ||||
| Интернет-домен | .li | ||||
| ISO кочӗ | LI | ||||
| Код МОК кочӗ | LIE | ||||
| Телефон кочӗ | +423 | ||||
| Сехет тӑрӑхӗ | UTC+1:00[d] | ||||
| Автомобиль юхӑмӗ | справа[d][1] | ||||
Лихтенштейн Кнеçлĕхĕ (ним. Fürstentum Liechtenstein, фр. principauté de Liechtenstein), — Европа варринчи пĕчĕк (160 тăваткал çухрăм) патшалăх. Тĕп хули — Вадуц. Лихтенштейн кăнтăр енче Австрипе, анăç енче Швейцарипе юнашар вырнаçнă. Патшалăх — конституциллĕ абсолютлă монархи. Кнеçĕ Конституци тăрăх чи çӳллĕ тытăмĕ шутланать, вăл хăй тĕллĕнех ăна улăштарма е пăрахăçлама пултарать.
Истори
Халапсенче каланă май, 300 çулта таса Лука çак çĕрти Рим çыннисене пăхăнса тăракан халăха Христос тĕнне кĕртнĕ. Франксем 536 çулта çĕре хăйсен аллине тытса илнĕ. Аслă Карл вăхăтĕнче епископа кĕперне пуçлăхĕнчен кăларнă. 911 çулчен — Германи империйĕ герцогствăсем çине арканиччен — Каролингсен аллинче пурăннă. Шваб герцогство тата паянхи Лихтенштейн çĕрĕсенчи Шелленберг тата Вадуц феодал çĕр пурлăхĕсем пулса тăнă, вĕсем Рим империйĕ шутĕнче пулнă. 1507 Максимилиан император Вадуца уйрăм правасем, привилегисем тата суверенитет панă, ясак пуçтарма ирĕк тунă. Çак ирĕклĕхе Австри Лихтенштейн çемьине панă. 1699 çулта Шелленберга, 1712 çулта Вадуца Лихтенштейн кнеçĕ укçалла туяннă. 1719 çулта икĕ çĕрне пĕр кнеçлĕхе пĕрлештернĕ. Ку Лихтенштейн патшалăхăн çуралнă кунĕ пулса тăнă. 1815-1866 çулсенче Лихтенштейн Германи ушкăнне кĕнĕ. 1866 çулхи Австрипе Прусси вăрçинче Лихтенштейн Австри енче хутшăннă, 1876-1918 çулсенче Австро-Венгрипе кĕске çыхăнусем тытнă.
Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи хыççăн Лихтенштейн Австрипе килĕшӳ хутне пăсса Швейцарипе çывăхланма пуçланнă: 1921 çулта сутă-илӳ тата почтă хĕсмет ĕçĕсем пирки килĕшӳ тунă, 1924 — таможня ушкăнне пуçарнă. Çак Лихтенштейнра швейцари укçисемпе усă курма пуçланă (1 швейцари франкĕ = 100 сантим). Хăйĕн укçа паллисене Лихтенштейн пичетлемест. 1919 çултанпа Швейцари Лихтенштейнăн ют çĕрсенчи дипломат тата консул ĕçĕсенене тытса пырать.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче кнеçлĕх нейтралитет тытнă. 1990 çулта Лихтенштейн ООН-а, 1991 – Европăри ирĕклĕ сутă-илӳ ассоциацине кĕнĕ.
Халăх йышĕ
Çĕршывра 30 654 çын (1995) пурăнать, халăх-çын вăтам тăвăрлăхĕ -190 çын тăваткал çухрăма. 1 000 çын шутне çулне - 12,95 ача çуралать (1995). 6,56 вилекенсем 1 000 çын шутне (5 ача вилĕмĕ - 1 000 çуралнă ача шутĕнчен). Пурнăçăн вăтам вăрăммăшĕ: арçынсен - 74 çул, хĕрарăмсен - 81 çул (1995). Халăхăн чылайăшĕ - лихтенштейнсем (аллемансем), ыттисем - итали, швейцари тата австри çыннисем. Официаллă чĕлхе - нимĕç чĕлхи. Тĕне тытакансем: католици -(87%), протестант - 7% яхăн.