Люксембург (патшалăх)
Люксембург е Аслă Херцăклăх Люксембург — Анăç Европăри пĕчĕк (карлик) патшалăхĕ. Герцоклăх Бельгипе, Германипе тата Франципе чикĕленет.
Тĕп хули — Люксембург.
Истори
Христос тĕнне кĕртнĕ. Люксембург вăтам ĕмĕрсенче франксен Австрази патшалăхне, кайран Рим империне, тепĕртакран — Лотарингине кĕрет. Лисилинбург (Пĕчĕк карман) никĕсленĕ пулнă, çавăнтанах патшалăх аталанса пынă. Çак чылаях мар çĕрсене пуçараканĕ Зигфрид пулнă. Унăн аслашшĕсем çĕрĕсене Конрада палăртнă. Унăн мăнукĕн мăнукĕ Эрмезиндăн паллă ертӳçĕ тата унăн мăнукĕн ывăлĕ Генрих VII, хăй енчен, 1308 çултанпа Рим Императорĕ пулнă. 1354 çулта Люксембург графлăх шутĕнчен херцăклăха куçнă. Анчах та 1443 çулта Елизавета Герлитц, Рим императорăн Сигизмундăн племянници, çĕрне Филипп III Бургундскине пама тивнĕ.
Карл V империне пайланă чух Филипп II хирĕç пăлхав çĕклесен, Люксембург никам майлă та пулман, аякка тăнă. Пăлхав вĕçленсен херцăклăха пăлхавçăсем хăйсем çумне хушăнтарнă. Вăтăрçуллă вăрçă (1618—1648) пуçламăшĕн тапхăрĕ Люксембургшăн лăпкă иртнĕ, анчах 1635 çулта вăрçăна Франци хутшăнсан, патшалăхра ахăр-самана пуçланнă. Кунсăр пуçне, Вестфаль мирĕ (1648) Люксембурга танăç пурнăç кӳрмен — 1659 çулта Пиреней килĕшӳ хутне çирĕплетнĕ хыççăн çеç вăл такăр çул çине тухнă. 1679—1684 çулсенче Людовик XIV, Хĕвел-патша, Люксембурга ярса илме пуçланă; кайран, 1697 çулта, Франци ăна Испанине парнеленĕ. Испани пурлăхĕшĕн пынă вăрçă хыççăн Люксембургпа Бельги Габсбургсем патне таврăннă. Франци Революцийĕн улттăмĕш çулĕнче Люксембурга каллех Франци сĕмне лекет. Херцăклăх çĕрне виçĕ департамента (departements) пайланă. Люксембург 1798 çулта пăлханма тăнă, анчах та çĕкленнĕскерсене çапса пусарнă.
пруссем кунта хăйсен гарнизонне вырнаçтарнă. Вильям тапхăрĕ хаяр пулнă — вăл халăха хăйĕн тарçи вырăнне хурса йывăр ясаксемпе асаплантарнă. Люксембург çыннисем 1830 çулта Вильяма хирĕçле, Бельгипе пĕрле, пăлхава тухнă та чӳк уйăхĕнче (Вильям килĕшмен пулсан та) Люксембург херцăклăхĕ Бельги шутне кĕрет.
Прусси тата Австри ертӳçисем пĕрле пухăнса çапла килĕшӳ тунă: Люксембурга Вильям I тавăрса панă, Германи конфедерацине кĕртнĕ, франци чĕлхипе калаçаканнисене Бельгие пурăнма куçарнă. 1867 çулчен Люксембург автономи йĕркиллĕ Нидерландсен шутĕнче пулнă.
1842 çулта Вильям II Пруссипе килĕшӳ хучĕ çырнă, Люксембург Таможня Ушкăнне хутшăннă. Çапла вара герцогство хуçалăхĕ аталана пуçланать, кунта чукун çулсем хураççĕ. 1841 çулта халăхран ыйтмасăрах Люксембурга конституци йышăнтарнă. 1848 çулхи Франци революци сĕмĕпе Вильям автономине либераллă конституци парнеленĕ. 1866 çулта конфедераци салансан Люксембург суверенлă патшалăх ретне тухать. Официаллă ку 1867 çулхи авăнăн 9-мĕшĕнче пулса иртет. Кăшт маларах, 1867 çулхи акан 29-мĕшĕнче, Лондонри тĕнчери конференцире Раççей, Аслӑ Британи,Франци, Прусси тата ретри ытти патшалăхсем Люксембург шайĕ пирки килĕшӳ хучĕ çырнă. Çапла Аслă герцогство Люксембург Нассау династин кил-çурчĕн пурлăхĕ шутне ĕмĕрлĕхех йышăннă, герцогствăна "ĕмĕрлĕхех никам майлăмар" патшалăх тесе çирĕплетнĕ.
1890 çулта, Вильям III вилсен, Нидерландсен патшалăх астулĕ арçынсăр тăрса юлать, çавăнпа вара Аслă херцăклăхăн херцăкне —Нассау Адольф патша пулса тарать, кайран унăн ывăлĕ Вильям та патша пулать. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Люксембург никам майлă та пулман, çапах та ăна 1914 çулта Германи оккупацилет. Вильям хĕрĕ — Мария Аделаида — нимĕçсемпе ытлах хирĕçмен.
Версаль мирĕпе Мария Аделаида астулне Шарлотта йăмăкне хăварать. Виççĕмĕш Райх çумне хушнă; 12 пин çынна нимĕç Вермахт ретне тăратнă, вĕсенчен 3 пинĕ хĕсметрен тарса юлнă, çавăн чухлех Кăнтăр фронтĕнче пуçне хунă. 1944 çулхи авăн уйăхĕнче Люксембурга ирĕклĕхе кăлараççĕ. Çак çултах вăл Бельгипе Нидерландсен Экономика Пĕрлĕхĕ (Бенилюкс) тытăçать. 1949 çулта ÇАПУ-на кĕнипе Аслă херцăклăх Люксембург чылай ĕмĕр тытнă вăрçăсăр шайĕнчен тухать (Лондонри Килĕшӳ Хучĕ - 29/04/1867).
1964 çулта Люксембург астулне Жан тиккĕ йышăнать.
Хуçалăхĕ
Каçăсем
- Люксембург ертӳлĕхĕн сайчĕ
- www.lu - Welcome to the Grand Duchy of Luxembourg 2011 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Люксембург картти
- БеНиЛюксри Люксембург форумĕ 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Бельги, Нидерландсен, Люксембургăн афиши 2008 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Люксембург - çĕршыв çинчен тĕплĕ хыпар.
- Раççейри Люксембург элчилĕхĕ 2010 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
Люксембургăн администрациллĕ пайланăвĕ |
||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула тата шĕкĕр хула |
Дикирх тăрăхĕ
| |||||||||||||||
Гревенмахер тăрăхĕ |
| |||||||||||||||
Люксембург тăрăхĕ |
|
Европăри патшалăхсем |
|
---|---|
Австри • Азербайджан1 • Албани • Андорра • Армени² • Беларуҫ • Бельги • Болгари • Босни тата Герцеговина • Ватикан • Аслӑ Британи • Венгри • Германи • Греци • Грузи1 • Дани • Ирланди • Исланди • Испани • Итали • Казахстан1 • Кипр² • Латви • Литва • Лихтенштейн • Люксембург • Мальта • Молдави • Монако • Нидерландсем • Норвеги • Польша • Португали • Раҫҫей Федерацийӗ1 • Румыни • Сан-Марино • Серби • Словаки • Словени • Çурçĕр Македони • Турци1 • Украина • Финлянди • Франци • Хорвати • Черногори • Чехи • Швейцари • Швеци • Эстони Пăхăнуллă территорисем: Акротири тата Декели • Аланд утравĕсем • Гернси • Джерси • Фарер утравĕсем • Ян-Майен Йышăнман патшалăхсем: Туçи-Карабах Республики • Днестрçум Молдави Республики • Çурçĕр Кипр Турккă Республики5 • Кăнтăр Осети³ 1Çаплах Азире. ² Культурăри уйрăмлăхсене пула, Европăна кĕрет, географийĕпе Азире вырнаçнă пулсан та. ³ ПНО шутĕнчи 4 патшалăх йышăннă. 4 ПНО шутĕнчи 70 патшалăх йышăннă. 5 Турци йышăннă. |
Европа Пĕрлешĕвĕ (ЕП) |
||
---|---|---|
ÇАПУ хĕçпăшаллă вăйĕсем |
---|
Албани | АПШ | Аслă Британи | Бельги | Болгари | Венгри | Греци | Дани | Исланди | Испани | Итали | Канада | Латви | Литва | Люксембург | Нидерланд | Норвеги | Польша | Португали | Румыни | Словаки | Словени | Турци | Франци | Хорвати | Чехи | Эстони |