Ватикан

Ватикан, — Европăри пĕчĕк патшалăх, анклав. Лаптăкăшĕпе чи пĕчĕк патшалăх шутланать. Рим хулара вырнаçнă, Италине пăханмасть.

Ватиканăн Италипе кăна чикĕ пур. Унăн тăрршĕ пĕтĕмпе 3,2 çыхрăмпа танлашать. Ватиканра аэропорт çук. Вертолет лармалли вырăн кăна пур. Тата 852 метрлă чугун çул пур. Вăл Италин çул-çӳрев системипе Çвятуй Петр саборĕ патĕнче вырнаçнă чугун çул станцине пĕрлештереть.

Ватиканăн коммерцисĕр планлă экономика. Ытларах пайĕпе тупăш католиксем укçа панипе пулать. Çавăн пекех туристсем нумай килеççĕ (вĕсем маркăсем, сувенирсем туянаççĕ, музейсене кĕрсе çӳренишĕн тӳлеççĕ).

Культура

Ватиканра Сикстин капелли пур. Ун ăшĕнче хитре илемлетнĕ Çвятуй Пётр Соборĕ, Ватикан библиотеки вырнаçнă.

Темӑпа ҫыхӑннисем