Норвеги
Норвеги, — Çурçĕр Европăри патшалăх. Ансăр та тăсмак Скандинави çурутравĕ çинче вырнаçнă, хĕвелтухăç енчи çӳрçĕр полушаринче, çурçĕр урлăшĕн 58°-па 71° хушшинче, хĕвелтухăç урлăшĕн 4°-па 31° хушшинче сарăлса выртать.
Хĕвелтухăç тата кăнтăр-хĕвелтухăç енче чикки Швеципе (1630 çухрăм), Финляндипе (760 çухрăм) тата Раççейпе (196 çухрăм) юнашар иртет. Çурçĕр-хĕвеланăç енче Норвеги тинĕсĕ, кăнтăр енче — Çурçĕр тинĕсĕ вырнаçнă.
Утравсем
Норвеги шутне кĕрекен Скандинави çурутравĕнчен самай аякра вырнаçнă хăш-пĕр утравсем:
- Свальбард архипелагĕ (Шпицберген тата ун çывăхри утравсем) — Çурçĕр Пăрлă океанпа Норвеги тинĕсĕн чикки хĕрринче;
- Ян-Майен утравĕ — Гренландипе Норвеги тинĕсĕсем хушшинче;
- Буве утравĕ — Антарктида патĕнче;
- I-мĕш Пётр утравĕ — Антарктида патĕнче;
- Mэри Патша Майри çĕрĕ — Антарктида патĕнче;
(Антарктида патĕнчи çĕрĕсем тавлашуллисем шутне кĕреççĕ)
Паллă çыннисем
- Тур Хейердал — çулçӳревçĕ, тĕпчевçĕ.
- Кнут Гамсун — çыравçă.
References
- ^ Arealstatistics for Norway 2019, Kartverket, mapping directory for Norway
- ^ Population, 2023-01-01 (англ.). Statistics Norway (21 нарӑсӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ.
- ^ http://chartsbin.com/view/edr