Казахстан
Касакстан (каз. Qazaqstan) — Азире вырнаçнă патшалăх. Раççейпе, Китайпа, Кăркăсстанпе, Туркменистанпа, Ӳспекстанпа çуммăн вырнаçнă.
Тавралăх
Çĕр пичĕ
Касакстанăн чылай пайĕ тӳремлĕ вырăн, мальенпе кăнтăр-мальенче çеç сăртсемпе тусем курăнаççĕ. Кăркăсстанпе чикеленнĕ вырăнти сăртсен çӳллĕшĕ тинĕс шайĕнчен 5 000 метра çитет. Касакстанăн çурçĕр пайĕ Анăçри Çĕпĕр тӳремне йышăнать.
Çанталăк
Çанталăкĕ кунта çирĕп континентлă тăрать. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура — −19 °C пуçласа −4 °C таран, утă уйăхĕнче — +19 °C пуçласа +26 °C таран. Çулла сывлăш +49 °C таран хĕрме, хĕлле −50 °C таран чакма пултарать.
Шыв-шур
- Тĕп статья: Казахстан шыв-шурĕсем
Тĕп юханшывсем — Уралпа Эмба (Каспи тинĕсне юхса кĕреççĕ), Сырдарья (Арал тинĕсне юхса кĕрет), Или (Балхаша юхса кĕрет), Тобол, Иртыш, Ишим (вĕсем çурçĕрелле юхса Çурçĕр Пăрлă океана юхса кĕреççĕ).