Египет
Еги́пет (грек. Αίγυπτος) — çурçĕр-тухăç Африкăра тата Азин пайĕнче (Синай çурутравĕ) вырнаçнă патшалăх; малтан — аял Нил шывĕн çумĕнчи йăрăм çĕр, кайран — çумри анлăрах территори; çавăн пекех çак территоринчи тем чухлĕ патшалăх тытăмлăхĕсемпе административла çĕрĕсем:
Истори
- Династичченхи Икĕпат — фараонсен пĕрремĕш династийĕ Египета йĕркеличчен (пирĕн эрăччен 3100), икĕ патшалăхран тăнă:
- Тури Икĕпат — кăнтăр патшалăхĕ;
- Анатри Икĕпат — çурçĕр патшалăхĕ.
- Авалхи Египет (Пирĕн эрăччен IV ĕмĕртен пуçласа I пинçуллăх варриччен) — фараон династийесем тытăмĕнчи патшалăх; пĕрремĕш перси (Пирĕн эрăччен 525), е иккĕмĕш перси (пирĕн эрăччен 343) вăрçи хыççăн пĕтет.
- Ахеменидсен Египечĕ — Ахеменидсен перси империн улттăмĕш сатрапийĕ, пирĕн эрăччен 525—332 çç.тĕрекленсе ларнă.
- Эллиниллĕ Египет (е Птоломейсен Египечĕ, пирĕн эрăччен 332—30 çç.) — вассаллă (пăхăнăвлă) эллиниллĕ патшалăхĕ (тĕп хули — Александри), Египета Александр Македонский çĕнтернĕ хыççăн йĕркеленĕ, Птоломей «династийĕ» ертсе пынă.
- Рим Икĕпачĕ — Рим Империн провинцийĕ, образованная в 30 г. до н. э. после победы Октавиана Августа над Марком Антонием и Клеопатрой. Существовала до раздела Римской Империи.
- Висанти Икĕпачĕ — Висанти Империн провинцийĕ, IV—VII ĕмĕрсем.
- Араб Халифачĕн Икĕпат провинцийĕ; пирĕн эрăри 640—642 çç.; Багдад халифачĕ аркансан уйрăм патшалах пулса тăрать — Каир халифачĕ (973—1517);
- Çум-патшалăх Египет, Осман импери шутĕнчи, 1517 — 1914;
- Икĕпат султаначĕ (1914—1922) — британи протекторачĕнче.
- Икĕпат патшалăхĕ (1922—1953) — ирĕклĕхлĕ патшалăх, анчах та акăлчансен оккупациллĕ çарĕсем тăнă.
- Икĕпат республики (1953—1958).
- Пĕрлешнĕ Араб Республики (ПАР, 1958—1971) — Египетпа Сири пĕрлешӳллĕ патшалăх; Сири 1961 тухнă, вара çак официаллă ятпа Египет çинчен çеç каланă.
- Арабсен Икĕпат Республики (АРЕ, 1971) — хальхи ячĕ;
- Египет 1972—1977 çç. Ливипе Сирипе пĕрле Араб Республикисен Федерацине кĕнĕ.
Ку страницăра эсир пĕр ятлă, анчах та тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ статьясен списокне куратăр. Енчен те эсир кунта урăх статьяран лекрĕр пулсан, çав статьяри каçăна тĕрĕс статья çине куçараканни çине улăштарăр. |
Вулавăш
- Г. П. Кеннаман, "Египет. Его роль в становлении государств в Европе, Азии и Африке", Шупашкар, 2005.
- Мăн Кенна, "Скифы", Çĕрпӳ, 2001.
- История древнего мира. М.: Наука, 1989:
- Том I. Ранняя древность. ISBN 5020167827.
- Том II. Расцвет древних обществ. ISBN 5020167819.
- Том III. Упадок древних обществ. ISBN 5020169773.
- Энциклопедический словарь. Том I. М.: Большая советская энциклопедия, 1953.