Бутан (патшалăх)
Тавралăхĕ
Хуçалăхĕ
Истори
Археологи тĕпчев хыпарĕсем Бутан çĕрĕ вырăнĕнче çын пирĕн эрăччен 2000 çултах пурăннине пĕлтереççĕ, çыруллă çирĕплетӳсем çук пекех. Çĕршыв кун-çулĕ татăклă çеç уçă, мĕншĕн тесен 1827 çулта Бутанăн çав тапхăрти тĕп хулинчи —Пунакха — пысăк библиотека кăвайта кĕрет. Истори пулăмĕсем халь чăнлавсенче пурăнаççĕ. Будда тĕнĕ Бутанра II ĕмĕрте вăйа кĕнĕ пулас. Чăнлавсене вуласан çакă палла пулать: Тибетăн патши — Сонгцен Гампо (627—649) çĕршыв территоринче икĕ мăнастăрь (Кийчу Лакханг Парора тата Джамбей Лакханг Бумтангра) туса лартать, вĕсем халиччен те упраллă, тĕне кĕнĕ çын йĕрри вĕсем патнелле татăлмасть.
Административлă пайĕсем
Ӳкерчĕк:Bhutan-divisions-numbered.png
Бутан дзонг-кэгĕсем.
Бутан тăватă тăрăхран (дзонгдай) тытăнса тăрать, дзонгай районсене пайланать.
| Бутан районĕсем (дзонг-кэг). |
|---|
| Бумтанг | Чукха | Дагана | Гаса | Хаа | Лхунтсе | Монгар | Паро | Пемагатшел | Пунакха | [[Сандруп Джонкар | Самтсе | Сарпанг | Тхимпху | Ташиганг | Ташиянгтсе | Тонгса | Тсиранг | Вангди Пходранг | Чжемганг | |
Халăхĕ
Чĕлхе
Бутанăн патшалăх чĕлхи — дзонг-кэ, Тибет чĕлхине çывăх, тибет шрифчĕпе усă кураççĕ.
Тĕн
Тибетри будда тĕнĕн Друкпа Кагью шкулĕ çĕршывăн 70% халăхне официаллă тĕн пекех, тытса тăрать. Бутанра çаплах Ньингма будда шкулĕ тата Бон тĕнĕ саралнă, ытларах çĕршывăн тухăç пайĕнче. Çĕршывăн кăнтăрĕнче индуизма (25% халăх), 5% бутансем ислама ĕненеççĕ.
Масс медиа
2006 çулчен çĕршывра пĕртен-пĕр ертӳçлĕх хаçачĕ — Kuensel — тухса тăнă. Куенсел эрнере икĕ хутчен 3 официаллă чĕлхепе: дзонг-кэ, акăлчан тата непали тухса тăрать. Хаçатăн тетел версине вулама пулать ([1]). 2006 çулхи акара патшалăх çĕршывра пĕрремĕш харпăр хаçата (Bhutan Times) пичетлеме ирĕк парать. 2008 çулхи юпа, 30 çĕршыври пĕрремĕш кашни кунхи хаçат — Bhutan Today — çутта тухать.
1973 çулта кĕске хум çинче радиокалаçăвне Бутан калаçăв хĕсметне (Bhutan Broadcasting Service) ĕçе кĕртеççĕ. Тĕп хулара FM-частотасенче итлеме пулать. Бутанра планетăра чи юлашки çĕршывра инçекурава хута яраççĕ (çак 1999 çулта тапранчĕ). Часах кабель инçекуравĕ те ĕç-пуçланчĕ, унчен бутансем харпăр видеозалсене çеç çӳренĕ пулнă.
Бутанра 15000 яхăн тетелпе усă куракан, 33729 телефон абоненчĕ (2003 çулхи официаллă хыпарсем) тата мобил çыхăну 23000 абоненчĕ.
Вуламалли
- Мишель Пессель. Путешествие в Мустанг и Бутан. Вильнюс Вага 1982.
- Правовые системы стран мира. Энциклопеди хыпар кĕнеки. А.Я. Сухарев ред.. М., НОРМА, 2003. Статья «Бутан». С. 126-128.
- Gisela Bonn. Bhutan. Kunst und Kultur in Reich der Drachen. DuMont Kunst Reiseführer. DuMont, Köln, 1988
- Aris M. Bhutan. The early History of a Himalaya Kingdom, Washington 1979
- Aris M. View of Medieval Bhutan. The diary and drawing of Samuel Davis 1783. London/Washington 1982
- Stan Armington, Bhutan. Lonely Planet travel guide.
Каçăсем
- Бутан ертӳлĕхĕн порталĕ 2005 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- Бутан-1995: очерксем
- Бутан-2002: фотоӳкерчĕксем 2008 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Паттерсон 2006 çулта Бутанра пулни
- Бутанри çулçӳревлĕх