Ирак
Ирак, — Азири патшалăх. Месопотами айлăмĕнче вырнаçнă. Тĕп юханшывĕсем — Тигр тата Ефрат.
Патшалăх халăхĕ тĕн енĕпе питĕ хытă уйăрăлса тăрать. Пĕтĕм халăх йышĕнче 75-80% арабсем, 15% патнелле — курдсем, ыттисем — туркменсем, ассириецсем, тата ыттисем. Шиитсем (арабсем ытларах енĕпе) 60% шутланаççĕ, 37% — суннитсем (арабсен 20%, курдсен ытларахăшĕ). Саддам Хусейн вăхăтĕнче Иракри влаç суннитсем аллинче пулнă.
Ирак Сирипе, Сауд Аравиĕпе, Турципе, Иранпа, Кувейтпа тата Иорданипе юнашар вырнаçнă.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
