Монако
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | |||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | |||||
Чи пысăк хула | |||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
вырăнта км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе([[]]) - Йышлăхĕ |
вырăнта /км² | ||||
Валюта ячĕ | |||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ пуçласа таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | |||||
Тетел доменĕ | [[]] | ||||
Тел. префиксĕ |
Монако, — Европăра вырнаçнă питĕ пĕчĕк патшалăх.
Пайланăвĕ
Пĕчĕк пулнă май Монако кнеçлĕх хăйне хăй пĕр хула пулать, пĕрлĕ муниципалитет тытса тăрать. Хулара тăватă район:
- Монако (Monaco-Ville) — кивĕ хула районĕ,
- Монте-Карло (Monte-Carlo) — казино районĕ,
- Ла-Кондамин (La Condamine) — порт районĕ,
- Фонвьей (Fontvieille) — шывран типĕтнĕ çĕрте тунă çĕнĕ район.
Географи
Монако Лазурь çыранĕнче, Тинĕсçум Альпă (Alpes-Maritimes) департамент патĕнче чикĕленет,
Çĕр лаптăкĕ 1,91 тăваткал çухрăм. Тинĕс çыран вăрăммăшĕ — 4,1 çухрăм, типçĕр чиккисен вăрăммăшĕ — 4,4 çухрăм. Юлашки 20 çулсенче кнеçлĕх çĕрĕсене тинĕсрен туртса илсе 40 га яхăн ӳстернĕ.
Патшалăх тытăмĕ
Монако - абсолютлă монархи патшалăхĕ. Патшалăх пуçлăхĕ кнеç пулать. Кнеçлĕх гражданĕсем 1962 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче йышăннă конституципе пурăнаççĕ. Конституци тăрăх тĕрлĕ влаçсене уйăрса хунă пулсан та, кнеç пĕтĕм влаçне хăй аллинче тытса тăрать. Ӗç тăвакан влаçĕн (Патшалăх Ертĕвĕ) пуçлăхĕ - Патшалăх министрĕ, тата унăн шутне Патшалăх Канашĕ кĕреть. Канашĕнче 4 çын. Патшалăх министрĕ Франци гражданĕ, ăна кнеç 3 çуллăха Франци Патшалăх Ертĕвĕ сĕннипе çирĕплетсе йышăнать. Саккуна йышăнакан влаçне шутне кнеç тата 5 çуллăх пĕтĕмлĕ суйлав правипе суйланă пĕрпалатăллă 24 депутатлă Наци Канашĕ (парламент) пулать. Монако Парламенчĕ саккун йышăнма сĕнӳ пама пултараймасть, çак ирĕк кнеçе çеç тивĕçлĕ. Суд влаçне кнеç ертсе пырать; тĕрлĕ суд инстанцисем суд правине унăн ячĕпе тăваççĕ.
Халăхĕ
Монако халăхĕ 32270 человек (2004). Кнеçлĕх халăх-йыш тăвăрлăхĕпе тĕнчере пĕрремĕш вырăнта. Ӗçлеме пултаракан çыннисен шучĕ - 62%. Çĕршыв ача-пăча çуралнă енчен кая ӳксе пырать пулсан та (-3,38 ача 1000 çын çине), миграци шучĕпе халăх шучĕ ӳсес коэффициенчĕ 0,44% (2004). Хĕрарăмсем арçынсенчен кăштах нумайрах, коэффициенчĕ - 0,91 (2004). Официаллă чĕлхе — монегас чĕлхисем анлă сарăлнă. 90% халăхĕ — католицизм тĕнĕпе пурăнаççĕ. Конституципе католицизм официаллă тĕн шутланать. Кнеçлĕхре 125 наци çыннисем пурăнаççĕ.
- французсем (47%);
- монегасксем (16%)
- итальянецсем (16%).
- ыттисем - 21%.
Çутçанталăкĕ
Кунта вăтамçĕр тинĕс климачĕ, кăштах ăшă хĕл тата типĕ, ăшă та хĕвеллĕ çу. Вăтам температура 16,31 0С. Çулти хĕвеллĕ кунĕсем — 300.
Истори
Генуя республики çыннисем пурăнма килнĕ кунта кармансем туса лартнă. карлач, 8 Генуя граждан вăрçи вăхăтĕнче Монако çĕрне Франсуа Гримальди майлă çыннсем ярса илнĕ. Çак вăхăтран Монако ирĕклĕ патшалăх Гримальди династи ячĕпе çыхăнать. Халичченех, 700 çул ытла кнеçлĕхе Гримальдисем ертсе пыраççĕ. 1789 çулта çĕршыва Франци аннексиленĕ. Анчах, 1814 çулта Париж килĕшӳ хучĕпе кнеçлĕхĕн ирĕлĕхне каялла тавăрнă. 1865 çулта Монте-Карлора казино уçнă, Франципе таможня ушкăнне кĕнĕ, çĕршыв аталана пуçланă. Пĕрремĕш конституцине 1911 çулта йышăннă. 1993 Монако ООН-а кĕнĕ. Кнеç Ренье III (престола Грейс Келлине качча илнĕ, çак туя Монакăра питĕ чаплă иртернĕ. Паянкун Ренье III ывăлĕ — кнеç Альберт II, 2005 çулта, ашшĕ вилнĕ хыççăн престол йышăнса юлнăскер — кнеçлĕхе тытса пырать.
Экономика
Кнеçлĕхĕн ШПП 870 млн. доллар (1999). Ӗçсĕр çынсен шучĕ питĕ сахал. Пĕтĕм ĕç вырăн шучĕ — 39000 — çĕршывра пурăнакан çынсенчен нумаях. Ӗçлекенсен ытларахĕшĕсем — ют çĕр çыннисем. Кнеçлĕх Франципе экономика енĕпе çыхăннă. Икĕ çĕршывăн пĕрлĕх таможня тата финанс системисем. Монако Франци электроэнергипе усă курать. 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Монако усă курма çĕнĕ укçа — евро —кĕртнĕ, хăех çак куçана кăларма ирĕк илнĕ. Кнеçлĕхе тĕнчере туристсен тĕпĕ, казино тата сиплĕ климачĕ пулнипе паллă пулать. Çапах та паянкунхи Монако лайăх аталаннă тата тĕрлĕтĕслĕ экономикăпа палăрса тăрать. Туризм, строительство, фармацевтика, хими тата электроника промышленноçĕ, банк тата финанс ĕçĕсен секторĕсем бюджета укçа пухаççĕ. Патшалăхри компанисен пĕр çул хушшинчи укçаçаврăнăшĕ 9 млрд. евро ытла. Кунта налуксем енĕпе питĕ либераллă саккунсем. Кнеçлĕхĕн гражданĕсене (çавăн пекех пĕрмаях Монакăра пурăнакан ют çĕршыв гражданĕсене те, Франци гражданĕсемшĕр пуçне) тухăçĕсем çинчен налуксем тӳлетермеççĕ.
Транспорт
Монако тĕнчепе чукун çулпа, автомобиль, тинĕс çулĕсемпе тата аэропорт урлă çыхăнса тăрать.
Чукун çулсен вăрăммăшĕ 1,7 çухрăм. Чукун çула Франци наци чукун çул компани тытса тăрать. Кнеçлĕх Франципе автомобиль маршручĕсемпе те, хăвăрт пуйăссемпе те çыхăнать.
Автомагистральсен пĕтĕм вăрăммăшĕ 50 çухрăм. Çĕршывра 4 автобус маршручĕ, çаплах та Ницца аэропортне автобус илсе çитерет.
Хулара икĕ тинĕс портчĕ: Ла-Кондамин тата Фонвьей районĕсенче.
Ницца аэропортне Кнеçлĕхрен вертолётпа çитме пулать.
Культура
Монако — паллă культура тĕпĕ. Гарнье залĕнче Монте-Карло Филармони оркестрĕ тата Монте-Карло Опера концертсемпе хăйĕн итлекенĕсене кĕтеççĕ. Кунта тĕрлĕ çулсенче Нелли Мельба, Энрико Карузо, Пласидо Доминго, Лучано Паворотти юрăсемпе савăнтарнă. Вырăс Балечĕ гастрольте çӳренĕ, Нижинский ташланă. Ренье III хăйĕн ашшĕ ятпе Пьер кнеçĕн фондчĕ йĕркеленĕ, вара кашни çул Пысăк литература премине, Ренье III кнеçĕн Кĕвĕ премине тата Тĕнчери паянкунхи ӳнер премине тивĕçтереççĕ. Кашни çул кунта Монакăри Тĕнчери цирк фестивалĕ иртет. Хулара Монако Океанографи Музейĕ ĕçлет. «Гран-При Монако» парнешĕн паллă ăстасем автомобильсемпе мала тухассипе ăмăртаççĕ.
Европăри тĕп хуласем | |
---|---|
ПНО пайташ-патшалăхĕсен тĕп хулисем: Амстердам • Андорра-ла-Велья • Анкара • Астана • Афин • Белград • Берлин • Берн • Братислава • Брӳссел • Будапешт • Бухарест • Вадуц • Валлетта • Варшава • Вена • Вильнюс • Дублин • Загреб • Киев • Кишинёв • Копенгаген • Лиссабон • Лондон • Любляна • Люксембург • Мадрид • Минск • Монако • Мускав • Никосия • Осло • Парис • Подгорица • Прага • Рейкьявик • Рига • Рим • Сан-Марино • Сараево • Скопье • Софи • Стокгольм • Таллин • Тирана • Хельсинки |
Европăри патшалăхсем |
|
---|---|
Австри • Азербайджан1 • Албани • Андорра • Армени² • Беларуҫ • Бельги • Болгари • Босни тата Герцеговина • Ватикан • Аслӑ Британи • Венгри • Германи • Греци • Грузи1 • Дани • Ирланди • Исланди • Испани • Итали • Казахстан1 • Кипр² • Латви • Литва • Лихтенштейн • Люксембург • Мальта • Молдави • Монако • Нидерландсем • Норвеги • Польша • Португали • Раҫҫей Федерацийӗ1 • Румыни • Сан-Марино • Серби • Словаки • Словени • Çурçĕр Македони • Турци1 • Украина • Финлянди • Франци • Хорвати • Черногори • Чехи • Швейцари • Швеци • Эстони Пăхăнуллă территорисем: Акротири тата Декели • Аланд утравĕсем • Гернси • Джерси • Фарер утравĕсем • Ян-Майен Йышăнман патшалăхсем: Туçи-Карабах Республики • Днестрçум Молдави Республики • Çурçĕр Кипр Турккă Республики5 • Кăнтăр Осети³ 1Çаплах Азире. ² Культурăри уйрăмлăхсене пула, Европăна кĕрет, географийĕпе Азире вырнаçнă пулсан та. ³ ПНО шутĕнчи 4 патшалăх йышăннă. 4 ПНО шутĕнчи 70 патшалăх йышăннă. 5 Турци йышăннă. |
Франс чĕлхиллĕ территорисем |
|
---|---|
Пĕртен-пĕр официаллă чĕлхе |
Гвинея • Демократическая Республика Конго • Кот-д’Ивуар • Нигер • Республика Конго • Франция, в том числе: Гваделупа • Гвиана • Майотта • Новая Каледония • Реюньон • Сен-Бартелеми • Сен-Мартен • Сен-Пьер и Микелон • Уоллис и Футуна • Французская Полинезия |
Официаллă чĕлхесенчен пĕри |
Вануату • Гаити • о-в Гернси • о-в Джерси • Коморы • Сейшельские Острова • ЦАР • Экваториальная Гвинея |
Территори пайĕнчи официаллă чĕлхе | |
Официаллă мар чĕлхе |