Археологи тĕпчев ĕçĕсем кăтартнипе Киев облаçĕнчи пурăну вырăнĕсем 15 000—20 000 çул каяллах пулнă.
шурă грудов культури ? пулнине кăтартнă. Энеолитпа (триполи культури палăкĕсем кăтартаççĕ, çак саманана тĕпчевçĕсем виççе пайлаççĕ: малти пирĕн эрăччен (4 500 — 3 500), вăтам (3 500—2750) тата кайри (2 750 — 2 000) çулсем.
Пирĕн эрăччен I пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнче — I пинçуллахан пĕрремĕш пайĕнче Зарубинĕç культури аталанса пынă.
Хальхи Киев (хулипе облаçĕ) вырăнĕнче Тимĕр ĕмĕрĕнче чернях археологи культури (ăна çаплах «кейӳ культури» тесе палăртаççĕ) пулни паллă, унăн ӳсĕмĕ II—V ĕмĕрсенче анăç енчен Анат Потанавçи çеçенхирлĕ-вăрманлă çĕрĕсенчен пуçланса тухăçра Днепрăн сулахай çыранĕсемпе Чернигов çĕрĕсене çитиччен сарăлнă.
Хулана никĕслени çинчен пĕр халап çӳрет. Вăл халап тăрăх хулана Щек, Хорив тата вĕсен аппăшĕ Лыбидь V ĕмĕрте никĕсленĕ. Вăл полянсен тĕп вырăнĕ пулса тăмалла пулнă. Хула ятне аслă пиччĕшĕн ячĕпе панă.
Хулана никĕсленĕ çул шутне 482 çула усă кураççĕ. Пĕрремеш хут вара хулана хут çинче 862 çулта асăннă. Вăл хут тăрăх хулана 854 çулта никĕсленĕ тенĕ.
Аслă Литва Кнеçлĕхне тата Посполит Речне кĕрет.
Украин ССРĕн тĕп хули. нимĕçсемнимĕçсен аллинче пулнă.
1917 çулхи чӳк — 1920 Киев алран ала куçнă, тăрăмĕ пĕрмаях улшăнса тăнă:
Колчак ертсе пынă Раççей Патшалăхĕ шутĕнче, Деникин çарĕсем çĕнтерсе илнĕ.
УССР
Междуморье, польша çарĕсем ярса илнĕ.
УССР
Тĕп Рада, Хетьмăнлăхĕ, Петлюрăн Директорийĕ) тĕп хули. Çав хушăрах, 1918 ç., совет Украина ССРĕн тĕп хули Совнарком йышанăвĕпе Украинăн тĕп хули ятне Харьковран Киевне куçараççĕ
Нимĕç оккупации тапхăрĕ. Киев хулинчи наци демонстарцийĕ
Киев çапăçăвĕ (1941))пĕри пулса иртнĕ.
Хӳтĕлев тапхăрĕнчи паттăрлăх кăтартнăшăн, 1961 çулхи çĕртме, 21 паттăр хула чыслăх ретне кĕртнĕ; 1965 çулхи çу, 8 СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ çирĕплетнĕ. 1991 раштав уйăхĕнчен Киев — ирĕклĕ Украина тĕп хули.
Киев Украинăн пысăк промăçлă тĕпĕ шутланать.
Хулара халăх хуçалăхĕн пур отраçлĕсем ĕçлеççĕ, апат-çимĕç те, самолёт тăваканĕ те.
Транспорчĕ
Киев метрополитенĕ.
Кăнтăр кĕперĕ (Киев метрополитенĕ).
Пысăк транспорт çыххи (чукун çулпа шоссе çулĕсем; юханшыв порчĕ; Борисполе тĕнче аэропорчĕ тата Жуляны аэропорчĕ). Машинă тăвакан пысăк тĕпĕ; металлурги, çăмăл, полиграфиллĕ промăçлăхсем. Киев метрополитенĕ вулăр).
Киевăн çĕр çинчи пĕрлĕхлĕ транспорчĕ
Киев метрополитенĕ
Киев автобусĕ
Борисполь аэропорчĕпе Жуляны аэропорчĕ
Киев фуникульорĕ
Киев транспорчĕн тытăмлăхĕ
Этеплĕх, кану вырăнĕсем
Киев трамвайĕ.
Киевра 27 музей, 25 театăр тата театров-студи (сăмахран, Украинăн Т. Г. Шевченко ячĕллĕ наци опера театăрĕ).
Киев хули этеплĕхпе ӳнерлĕх палăкĕсемпе пуян. Вĕсенчен чи чаплисем: Ылтăн хапха, Софи соборĕ (XI ĕмĕр), Выдуб мăнаçтырĕ (XI в.), комплекс сооружений Киев-Печерă лаври (XI—XVIII ĕмĕрĕсем), Михайлов Ылтан тăрăллă мăнаçтăр, Берестари Спас чиркĕвĕ (XII ĕмĕр), Чĕрĕлӳ барокко, Энтри, Покров, Троица чиркĕвĕсем, Кловпа Мариин керменĕсем.
Вăрман, парк тата сад лаптăкĕ хулан лаптăкĕн çурри ытла пулать. Хула картинче икĕ ботаника сачĕ.
Киевне тĕрĕсех тĕнчери чи симĕс хулисенчен пĕри теççĕ (тахçан вăл чи симĕсси шутланнă). Çу уйăхĕнче, хăш çул кĕр кунĕсенче те, капăр чечекленекен Киев каштанĕсем хула симвăлĕсем пулаççĕ.