Европăпа Азин чиккинчи, Ылтăн МăйракапаМрамор тинĕсĕ хушшинчи стратегиллĕ кĕпер патĕнчи Висанти Кустантинĕ христиансен империн тĕп хули — Авалхи Римпа Авалхи Грецин тĕпкĕчĕ. Вăтам ĕмĕрсенче Кустантин Европăн чи пысăк та чи пуян хули, «Хуласен Патши» (Vasileuousa Polis) шутланнă. Кустантин Кустантин патриархачĕн астулĕ пулнă, халĕ те пулать, православии чиркĕвĕсем хушшинче «чи хисепли» шутланать.
Хула ячĕсем — Византи (грекΒυζάντιον), Çĕнĕ Рим (грекΝέα Ῥώμη, лат.Nova Roma) (патриархăн титулĕ шутне кĕрет), Константинополь, Царьград (славянсен) тата Истампул. «Константинополь» ячĕ хальхи грек чĕлхинче сыхланса юлнă, «Цариград» — кăнтăр славянсен чĕлхисенче.
Официаллă Истампул ята 1930 çулта Ататюрк реформисене ирттернĕ тапхăрта куçарнă.
324 çулта, хăйсем хушшинчи вăрçăсенче çĕнтерсен, Роман империн императорĕАслă Кустантин пирĕн эрăччен VII ĕмĕртенпе грек колонийĕ пулнă Византи хулинче питĕ калăпăшлă çурт-йĕр тума тытăнать — ипподрома тепĕр хутчен хăпартать, çĕнĕ керменсем çĕкленеççĕ, мăнă Апостолсен чиркĕвне, карман хӳмисене тăваççĕ, империн мĕнпур кĕтесĕнчен ӳнер ĕçесене тиесе килеççĕ. Хулари халăх йышĕ европа тата ази провинцисенчен куçса килнĕ çынсен шучĕпе темиçе хутчен ӳсет.
Малашне хула питĕ хăвăрт ӳсет, аталанать те тепĕр çур ĕмĕртен, Феодосий император чухне, çĕнĕрен хула хӳмисене хăпартаççĕ. Паянкуна та упранса юлнă çĕнĕ хӳмесем çичĕ сăрта — Римри чухлех — картланă.
Юстиниан император тапхăрĕнче (527—565 çулсем) Кустантин хули «ылтăн ĕмĕре» кĕрет. Тепĕр пиллĕк çултан, 532 çулта хулара пысăк «Ника» пăлхавĕ хыпса тухать — хулана самаях арканать, Таса Софи соборĕ çулăмра пĕтет.
Пăлхава хаяррăн путарсан Юстиниан, чи паллă архитекторсене чĕнсе çĕнĕрен тĕп хулана туса лартать. Çĕнĕ çуртсене, храмсене тата керменсен, тĕп урамсене колоннадăсемпе капăрлатаççĕ. Уйрăмах Таса Софи соборне тăрăшса хăпартаççĕ, вăл христиансен тĕнчинче чи пысăк храм пулса тăрать, пин çул ытла — РимраТаса Петĕр соборне тăвичченех селĕмми шутланать.
Хула хăвăрт ӳссе ун чухнехи тĕнчере малтан ĕçлĕх центрĕ, каярах чи пысăк хулине çитет. Ăна ахаль «Хула» теме тытăнаççĕ. Пĕрремĕш хут «İstanbul» (isˈtanbul — иста́нбул, вырăнти пуплевпе ɯsˈtambul — ыста́мбул) турккă топонимĕ арап, кайран X ĕмĕрти тĕрĕк çăлкуçĕсенчи грекεἰς τὴν Πόλιν, «ис тин пόлин» — «хулана» е «хула патне» пĕлтерет — вăл Константинополь грек ятне кăштах палăртать темелле.
Комнинсен ăрăвĕн (1081—1185) тапхăрĕнче Кустантин каллех юлашки хут — Юстиниан тата Македон ăрăвĕн тапхăрĕнчи пекех мар — паллах, чĕрĕлет. Хула центрĕ анăçалла, хула хӳмисем патнелле, хальхи Фатих тата Зейрек районĕсене, куçать. Çĕнĕ чиркӳсене тата çĕнĕ император керменне (Влахернский дворец) хăпартаççĕ.
XI тата XII çĕрçуллăхсенче генуйсемпе венецисем суту-илӳ гегемонине илеççĕ те Галатăра вырнаçаççĕ.
1204 çулхи акан 13-мĕшĕнче Кустантина Тăваттăмĕш хĕрес харçине хутшăннă рыцăрьсем ярса илеççĕ, вĕсем ăна çунтарса яраççĕ те пĕтĕмпех тустараççĕ. Хула хĕрес хӳтĕлевçисен Латин империн тĕп хули пулса тăрать, кунта вара экономикăра венецисем ертсе пыма тытăнаççĕ. 1261 çулхи ута уйăхĕнче висантисем, генуйсен пулăшăвĕпе, хулана каялла тавăраççĕ те влаçа Палеологсен висанти ăрăвне параççĕ.
XIV ӗмӗрĕн варрине çитиччен Кустантин суту-илӳн пысăк центрĕ шутланнă, анчах та вăхăт иртнĕçем пушăланса пырать, хулари паллă вырăнсене венецисемпе генуйсем çĕнтерсе илеççĕ. XIV ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пусласа Кустантина темиçе хутчен те осман турккисем туртса илесшĕн тапăçнă. Вăрçакан Мехмед султан 1452 çулта Румель карманне туса лартсан хулан шăпи тухать: 1453 çулхи çăвăн 29-мĕшĕнче чылай хушă хупăрланă хыççăн хула хапхине уçать[3].
Кустантин тепĕр вăйлă патшалăхăн — Осман империн — тĕп хули пулса тăрать.
^[1]. Мехмеда Вăрçаканăн ун чухне çав самантри тĕнчере чи хăватлă хĕçпăшал — 1452 çулта венгр хĕçпăшалçи Урбан туса панă «Базилики»бомбардисем пулнă. Урбанăн «Базилика» бомбардин кĕпçин тăршшĕ 8 — 12 метр, калибрĕ 73 — 90 сантиметр пулнă, 500 килограм йывăрăш йĕтресене пенĕ.