Ҫу, 29
Уявсем
— ПНО ҫураҫтаракансен пӗтӗм тӗнчери кунӗ.
— Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сиен кӳмен апатлану кунӗ.
Раҫҫей Федерацийӗ — Ҫар автомобилисчӗн кунӗ
Аргентина — Ҫуран ҫар кунӗ (1810)
Доминикана Республики — Анне кунӗ.
АПШ — Висконсин кунӗ (1848).
Турци — Стамбула илнӗ кун (1453).
Пулса иртнĕ
- 1108 — кастильсемпе альморавидсем хушшинче Уклес патӗнчи ҫапӑҫу пулса иртнӗ.
- 1328 — Францири влаҫ VI Филипп патшана куҫнӑ.
- 1453 — Константинополь пӗтни: II Мехмад осман султанӗн ҫарӗ уйӑх ҫурӑ хулана хупӑрласа тӑнӑ хыҫҫӑн Византин тӗп хулине ярса илнӗ.
- 1780 — АПШ пӑхӑнманлӑх вӑрҫи вӑхӑтӗнче Уаксхавс патӗнчи ҫапӑҫу пулса иртнӗ.
- 1807 — IV Мустафа Осман империйӗн султанӗ пулса тӑнӑ.
- 1848 — Висконсин АПШ штачӗ пулса тӑнӑ.
- 1903 — Питӗрте Троицки кӗпере савӑнӑҫлӑ уяв туса уҫнӑ.
- 1953 — Тенцинг Норгей шерппа Ҫӗнӗ Зеландири Эдмунд Хиллари пӗрремӗш хут Джомолунгма тӑррине хӑпарса ҫитнӗ.
- 1969 — Олёкминск патӗнче Ми-2 персе аннӑ.
- 1973 — Том Брэдли Лос-Анджелесӑн пӗрремӗш хура ӳтлӗ мэрӗ пулса тӑнӑ.
- 1990 — Борис Ельцина РСФСР Аслӑ Канашӗн Председательне суйланӑ.
- 2010 — Виктор Орбан Венгрин премьер-министрӗ пулса тӑнӑ.
Çуралнă
- 1900 — Боголюбов Александр Николаевич, генерал-полковник, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
- 1914 — Ситов Федот Александрович, чӑваш ҫыравҫи.
- 1927 — Сироткин Анатолий Петрович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ.
Вилнĕ
- 1982 — Роми Шнайдер, Австри киноактриси.
- 1988 — Турхан Кузьма Сергеевич, чăваш çыравçи.
- 2006 — Прицак Омельян Иосифович, американ историкӗ, тухӑҫ тӗпчевҫи.
- 2010 — Гордеев Николай Васильевич, чӑваш юрӑҫи.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |