Боголюбов Александр Николаевич
Боголюбов, Александр Николаевич | |
---|---|
![]() | |
Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1900 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕ |
Ҫуралнӑ вырӑн | Шупашкар |
Вилнӗ вӑхӑт | 1956 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕ |
Вилнӗ вырӑн | Мускав |
Пӑхӑнни |
![]() |
Хӗсметри ҫулсем | 1918—1955 |
Звани | |
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Граждан вăрçи, Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи |
Наградӑсемпе хисепсем | |
Отставкӑна тухнӑ | 1955 |
Боголюбов Александр Николаевич (1900, Шупашкар, Хусан кĕперни - 1956, Мускав) — генерал-полковник, Совет Союзӗн Паттӑрӗ. Вăл Чăваш Республикин Шупашкар хулинче çуралнă.
Кун-çулĕ
Паттӑрăн ашшĕ, Николай Матвеевич Боголюбов, хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи Патăрьел чăваш ялĕнчен тухнă çын пулнă, Атӑл пăрахучĕ çинче механик пулса ĕçленĕ; ир вилнĕ[1][2]. Амашĕ, Надежда Ивановна, вырăнти спирт савутĕнче ĕçленĕ.
Александр Боголюбов 1918-мĕш çулта Хĕрлĕ Çар ретне кĕнĕ, граждан вăрçине хутшăннă.
1920-мĕшпе 1938-мĕш çулсем хушшине нумар çар шкулĕ пĕтернĕ: дислокаци аслă шкулĕ (1920), Аслă çар çыхăну шкулĕ (1924), М.В. Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕ (1931), Генераллă штабăн çар академийĕ (1938).
1924-мĕш çултан взвод, рота, батальон командирĕ. 1931-мĕш çултан - штаб пуçлăхĕ, çыхăну полкĕн командирĕ, каярах перевçĕ корпусĕн çыхăну пуçлăхĕ тата штабăн операцилле уйрăмĕн пуçлăхĕ. 1938-мĕш çулта Тĕп штабĕн çар академин вĕрентӳçи.
Вăрçă пуçлансан Резерв фрончĕ штабĕн операцилле пайĕн пуçлăхĕ, 1941-мĕш çулхи юпа уйăхĕнчен.
1942-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче Боголюбов генерал-лейтенанта Тĕп штабĕн операциллĕ управлени пуçлăхĕн çумне лартаççĕ, 1942-мĕш çулхи авăн уйăхĕнче ăна каллех 43-мĕш çар штабĕн пуçлăхне лартаççĕ.
1942-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче Боголюбов Тĕп штабĕн операцилле управленин пуçлăхĕн 1-мĕш çумĕ. Каярах тĕрлĕ фронтсенче штаб пуçлăхĕ: Çурçĕр_Тухăç, 1-мĕш Украина, 2-мĕш Беларуç.
Çапăçусне харсăр ертсе пынăшăн ăна 1945 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивĕçтернĕ (№ 5544).
1945-мĕш çулхи çĕртмере Çурçĕр çар ушкăнĕн штаб пуçлăхĕ, 1945-мĕш çулхи юпа уйăхĕнчен вăл Генераллă штабăн çар академийĕнче оперативлă тактика циклĕ, кафедра пуçлăхĕ, пуçлăхĕн çумĕ. 1951-мĕш çулхи пуш уйăхĕнчен 1953-мĕш çулхи çурла уйăхĕччен Аякри Тухăçри çарсен командующин çумĕ, 1953-мĕш çулхи авăн уйăхĕнчен 1955-мĕш çулхи юпа уйăхĕччен çар тата физика хатĕрленĕвĕн Тĕп управленин пуçлăхĕн çумĕ.
1955-мĕш çулта запаса кайнă.
1956 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче Мускав хулинче вилнĕ.
Хисепӗсем
- 2 Ленин орденĕ
- 4 Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- 2 I степеньлĕ Суворов орденĕ
- I степеньлĕ Кутузов орденĕ
- I степеньлĕ Богдан Хмельницки орденĕ (СССР)
Ӑнлантарусем
- ^ Трофимов, Прохор. Пирĕн мухтавлă ентеш. — Ялав, 1990, №5 (май). — С. 9. (Ашшĕн тулли ятне ку çăлкуçра асăнман).
- ^ Официальный портал Администрации Ленинского района г.Чебоксары. — 09:40 09 декабря 2013 г.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
• Марфин Ю.П. Доброволец из Чебоксар. Ч., 2000.
Каçăсем
Боголюбов Александр Николаевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
![]() |
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
![]() |
||
---|---|---|
- Шупашкарта ҫуралнисем
- Мускавра вилнисем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Генерал-полковники (СССР)
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- 1 степеньлĕ Суворов орденĕн кавалерĕсем
- 1 степеньлĕ Кутузов орденĕн кавалерĕсем
- I степеньлĕ Богдан Хмельницкий орденĕн кавалерĕсем
- «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Кенигсберга илнĕшĕн» медальпе чысланисем
- Рувики:Ҫӑр ҫынни пирки ҫырнӑ ӳкерчӗксӗр статьясем
- Пайăр çынсем пирки:Чăваш Ен вĕçлемен статьясем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- 1900 ҫулта ҫуралнисем
- 1956 ҫулта вилнисем
- Чăваш Енри Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чăвашран тухнă генералсем