Ҫӗрпӳ районӗ
муниципаллӑ район | |||||
Çĕрпӳ районĕ | |||||
---|---|---|---|---|---|
Çĕрпӳ районĕ | |||||
![]() | |||||
|
|||||
55°50′00″ с. ш. 47°30′00″ в. д.GЯO | |||||
Патшалӑх |
![]() |
||||
Кӗрет |
![]() |
||||
Адм. центрӗ | Çĕрпӳ хула | ||||
Историйӗпе географийӗ | |||||
Йӗркеленӗ вӑхӑт | 1927 | ||||
Лаптӑк |
790,80[1]
|
||||
Сехет тӑрӑхӗ | |||||
Халӑх йышӗ | |||||
Халӑх йышӗ |
|
||||
Халӑх йышлӑхӗ | 45,55 ҫын/км² | ||||
Халӑхсем | чăвашсем - 90% | ||||
Конфессисем | православсем | ||||
Официаллӑ чӗлхе | чăваш, вырăс | ||||
Цифрӑллӑ идентификаторсем | |||||
Телефон кочӗ | +7 83535 | ||||
Почта индексӗ | 429240 | ||||
|
|||||
Официаллӑ сайт | |||||
![]() |
|||||
![]() |
Çĕрпӳ районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллӑ район).
Чăваш Енĕн варринчен çурçĕр еннерех вырнаçнă. Район администрацин центрĕ — Çĕрпӳ хули.
Тавралăхĕ
Район Чăваш Республикин çурçĕр-тухăç пайĕнче вырнаçнă. Çурçĕр тата çурçĕр-анăç енче Шупашкар, çурçĕр-тухăç енче — Сĕнтĕрвăрри, тухăç енче — Куславкка, кăнтăр-тухăç енче — Вăрмар, кăнтăр енче — Канаш, анăç енче — Красноармейски районĕсем вырнаçнă. Район территорин лаптăкĕ — 790,8 км².
Истори
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта 37,1 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 11,2% (ку вăл 30%) — хула çыннисем, 25,9% (е 70%) — ял çыннисем. Пер тăваткал çухрăм çине вăтамран 47,5 çын килет. Ялсен шучĕ 138, вĕсенче вăтамран 202 çын пурăнать. 90% — чăвашсем.
Çутçанталăк
Çĕрпӳ районĕ Чăваш платойĕ çинче вырнаçнă. Тавралăхĕ сăртлă, çырмасемпе юханшывсем нумай. Çырмасен тарăнăшĕ 5-35 метр, тăршшĕ 10-12 çухрăм таран. Çĕр айĕнчи пурлăх енчен район чухăн. Торф вырăнĕсем пур (Çавалпа Ункă шывсен хĕррипе), ăна ял хуçăлăхĕнче çĕре пуянлатма усă кураççĕ. Антрак ялĕ патĕнче акшар кăлараççĕ. Асăннă вырăнсем пуçне районта тата 3 çĕртре кирпĕч тума юрăхлă тăм кăлараççĕ. Çĕрпӳ çывăхĕнчи тăма çĕç кирпĕч кăларма усă кураççĕ.
Район климачĕ вăтам контитентлă. Хĕлĕсем вăтăм та сивĕ, çĕвĕсем вăта, шăрăх. Кăрлач уйăхри вăтам температура -12,8°С, чи пĕчĕкки -46°С танлашать. Утă уйăхĕнчи вăтам температура — 18,8°С, чи шăрăх кун температура 38°С таран хăпарнă. Çулталăк хушшинче вăтамран 446 мм юр-çумăр çăвать.
Юханшывсене илес пулсан район тăрăх çаксем юхаççĕ: Мăн Çавал, Кĕçĕн Çавал, Ункă, Енĕш. Мăн Çавал район тăрăх 50 çухрăм тăршшĕпе юхать. Кĕçĕн Çавалăн районти тăршшĕ — 20 çухрăм. Юханшывсем ютларах юр шывĕпе тулаççĕ.
Районти тăпрасем ытларах енĕпе çерем-сахал кĕллĕ. Районăн анăç енче çавăн пекех çутă чакăр вăрман тăпри, тухăç енче вара ахаль тата тĕксĕм чакăр вăрман тăприсем тĕл пулаççĕ. Икĕ Çавал хушшинчи çĕрсем вара кĕллĕ хура тăпрасем шутланаççĕ.
Район çĕрĕсем ытларах енĕпе уйлă, сайра вырăнта çеç юманлăхсемпе хурăнлăхсем тĕл пулаççĕ. Çĕрпӳ районĕнче вăрмансем сахал, вĕсем пурĕ те 9,3% кăна йышăнаççĕ.
Администрациллĕ тытăмĕ
Çул-йĕр
Çĕрпӳ районĕ тăрăх автомобильпе чукун çулĕсем иртеççĕ. Чукун çул тăршшĕ 31 çухрăм, автомобиль çулĕсен — 310 çх. Автомобильпе чукун çулĕсен йышĕ Чăваш Енĕн вăтам кăтартăвĕпе танлаштарсан икĕ хут пысăкрах.
Çурçĕр-хĕвелтухăç енче Канаш-Шупашкар чукун çулĕ иртет. Район урлă федераллă шайри автомобиль çулĕсем те иртеççĕ: Чулхула-Хусан; Çĕрпӳ-Чĕмпĕр-Сызрань. Çавăн пекех район урлă республика шайĕнчи Йошкар-Ола-Çĕрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри-Çĕрпӳ, Çĕрпӳ-Красноармейски çулсем те иртеççĕ.
Паллă çынсем
- Иванова Олимпиада Владимировна — Олимп вăййисен кӗмӗл призёрӗ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерӗ.
- Ефимова Серафима Мироновна — СССР тава тивĕçлĕ чăваш радисчĕ.
- Котлеев Виталий Иванович — чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Лебедева Елена Алексеевна — чĕлхе тĕпчевçи.
- Львов Петр Константинович — çыравçă.
- Петров Василий Петрович — çыравçă.
- Ĕçхĕл Аркадий Александрович - çыравçă.
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Çĕрпӳ администрацийĕн сайчĕ
- Çĕрпӳ районĕн сăнĕсем 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
![]() |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Ҫӗрпӳ районӗнчи муниципаллă йĕркеленӳсем |
|||
---|---|---|---|
Апакасси • Вăрманкас Кĕçтемĕр • Йĕкĕрвар • Конар • Метикасси • Михайловка • Опытный • Паваркасси • Патăрьел • Рынкă • Çырмапуç • Тавăшкасси • Туçи • Чиричкасси • Чурачăк • Ямаш |
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |