Ҫӗрпӳ районӗнчи вӗренӳ
Ҫӗрпӳ районӗнчи вӗренӳ (выр. Образование в Цивильском районе) ыйтӑвӗсемпе Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округ администрацийӗн Вӗренӳпе социаллӑ аталану пайӗ ӗҫлет.
Историйӗ
Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗрремӗш шкула XIX ӗмӗрте уҫнӑ.
1931 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарти тӗп чӑваш педагогика техникумӗн никӗсӗ ҫинче Ҫӗрпӳре педагогика училищи уҫӑлнӑ. Вӑл 1955 ҫулччен, Канаш хулине куҫариччен, ӗҫленӗ[1].
2012–2015 ҫулсенче Ҫӗрпӳ районӗнче пурӗ 2 ҫӗнӗ ача пахчи туса лартнӑ, вӗсем 600 ача йышӑнма пултараҫҫӗ[2].
2015 ҫулта районта 2006 ача шкулчченхи вӗренӳ учрежденине ҫӳренӗ. Тӗрӗслевпе тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн 169 ача район тулашӗнчи ача пахчине ҫӳренине тупса палӑртнӑ[2].
2015 ҫул тӗлне Ҫӗрпӳ районӗнче 145 сусӑр ача шутланнӑ, вӗсенчен вунпӗрӗшӗ ача пахчисене ҫӳренӗ, 31 ача шкулта вӗреннӗ. 11 ача ни шкула, ни ача пахчине ҫӳременнине тупса палӑртнӑ[2].
2019 ҫул тӗлне Ҫӗрпӳ районӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 17 шкул, 13 шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫленӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ, Ҫӗрпӳри 5-мӗш професси училищи тата 2 хушма пӗлӳ паракан центр ӗҫленӗ. Реформа ирттерсе никӗс шкулӗсене йӗркеленӗ, вӗсен йышне Ҫӗрпӳри 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсем, Чурачӑк тата Первомайски вӑтам шкулӗсем, ҫавӑн пекех Опытнӑй шкулӗ кӗнӗ. Унсӑр пуҫне икӗ ресурслӑ шкулсем йӗркеленӗ: Опытнӑй шкулӗ тата Чурачӑк вӑтам шкулӗ[3].
Шкулсем
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫак шкулсем вырнаҫнӑ[4]:
- Апакасси тӗп шкулӗ (Апакасси ялӗ);
- Конар вӑтам шкулӗ (Конар посёлокӗ);
- Михайловка тӗп шкулӗ (Михайловка ялӗ);
- Опытнӑй вӑтам шкулӗ (Опытнӑй посёлокӗ);
- Патӑрьел вӑтам шкулӗ (Патӑрьел сали);
- Первомайски вӑтам шкулӗ (Вӑрманкас Чурачӑк ялӗ);
- Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкул (Ҫӗрпӳ хули);
- Ҫӗрпӳри 2-мӗш вӑтам шкул (Ҫӗрпӳ хули);
- Ҫырмапуҫ Кошкӑ тӗп шкулӗ (Ҫырмапуҫ Кошкӑ ялӗ);
- Тавӑшкасси вӑтам шкулӗ (Тавӑшкасси ялӗ);
- Туҫи вӑтам шкулӗ (Туҫи ялӗ);
- Чиричкасси тӗп шкулӗ (Чиричкасси ялӗ; 2011 ҫулччен — вӑтам шкул);
- Чурачӑк вӑтам шкулӗ (Чурачӑк сали);
Ятарлӑ шкулсем
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫакӑн пек ятарлӑ шкулсем ӗҫлеҫҫӗ:
- Ӳнер шкулӗ;
- Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн центрӗ;
- Ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ;
- Ятарлӑ (юсакан) шкул интернат.
Хупӑннӑ шкулсем
Тӗрлӗ вӑхӑтра Ҫӗрпӳ районӗнче ҫак шкулсем хупӑннӑ:
- Анатри Кипекҫе тӗп шкулӗ (2009 ҫулта хупнӑ);
- Виҫикасси тӗп шкулӗ (Апакасси тӗп шкулӗпе пӗрлештернӗ);
- Елаш пуҫламӑш шкулӗ (Апакасси тӗп шкулӗпе пӗрлештернӗ);
- Кӑшаркасси пуҫламӑш шкулӗ (2007 ҫулта хупнӑ);
- Кукшакасси тӗп шкулӗ (Мӑнҫут ялӗ; 2023 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗнче Чиричкасси тӗп шкулӗпе пӗрлештернӗ);
- Пӑваркасси тӗп шкулӗ (2016 ҫулта Чурачӑк вӑтам шкулӗпе пӗрлештернӗ);
- Старак тӗп шкулӗ (2007 ҫулта хупнӑ);
- Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен гимназийӗ (1915 ҫулта уҫнӑ; 1918 ҫулта 2-мӗш сыпӑкри совет шкулӗ ҫине улӑштарнӑ)[5];
- Ҫӗрпӳри 2-мӗш ятарлӑ (юсакан) интернат шкул (2016 ҫулта Ҫӗрпӳри 1-мӗш ятарлӑ (юсакан) интернат шкулпа пӗрлештернӗ);
- Ҫирӗккасси Туҫа вӑтам шкулӗ (1989 ҫулта Чиричкасси вӑтам шкулӗпе пӗрлешнӗ);
- Ямаш тӗп шкулӗ (2015 ҫулта Чурачӑк вӑтам шкулӗпе пӗрлештернӗ)[2].
Ача пахчисем
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнче пурӗ 12 ача пахчи вырнаҫнӑ[6]:
- «Солнышко» 1-мӗш ача пахчи (Ҫӗрпӳ хули);
- «Палан» 2-мӗш ача пахчи (Ҫӗрпӳ хули);
- «Родничок» 3-мӗш ача пахчи (Ҫӗрпӳ хули);
- «Росинка» 4-мӗш ача пахчи (Ҫӗрпӳ хули);
- «Радуга» 5-мӗш ача пахчи (Ҫӗрпӳ хули);
- «Сказка» 6-мӗш ача пахчи (Ҫӗрпӳ хули);
- «Солнечный город» 7-мӗш ача пахчи (Ҫӗрпӳ хули);
- «Елочка» ача пахчи (Опытнӑй посёлок);
- «Солнышко» ача пахчи (Чурачӑк сали);
- «Хунав» ача пахчи (Конар посёлокӗ);
- «Пилеш» ача пахчи (Вӑрманкас Чурачӑк ялӗ);
- «Звездочка» ача пахчи (Рынкӑ сали).
Ӑнлантарусем
- ^ Т.С. Сергеев. Цивильское педагогическое училище (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Анализ работы отдела образования и социального развития администрации Цивильского района за 2015 год (в области образования) (выр.). Цивильский район. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
- ^ В.В. Андреев, А.О. Бойков, А.М. Ильин, Ю.К. Казанков, Ю.Е. Фёдоров, Ф.И. Прокопьева. Энциклопедия Цивильского района. — ЧКИ РУК, 2019. — С. 320. — 352 с. — ISBN 978-5-4339-0078-3.
- ^ Список общеобразовательных организаций Цивильского муниципального округа (выр.). Чăваш Республикин Çĕрпÿ районĕ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
- ^ В.В. Андреев, А.О. Бойков, А.М. Ильин, Ю.К. Казанков, Ю.Е. Фёдоров, Ф.И. Прокопьева. Энциклопедия Цивильского района. — ЧКИ РУК, 2019. — С. 312. — 352 с. — ISBN 978-5-4339-0078-3.
- ^ Список дошкольных образовательных учреждений Цивильского муниципального округа (выр.). Чăваш Республикин Çĕрпÿ районĕ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Ҫӗрпӳ район администрацийӗн вӗренӳпе социаллӑ аталану пайӗн официаллӑ сайчӗ (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.