Туçи (Çĕрпӳ районĕ)

Туçи (выр. Тувси) — Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш Республикине кӗрекен Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи ял. Туҫи ял тӑрӑхӗ администрациллӗ-территориллӗ виҫен центрӗ.

Этимологи

Ял хӑйӗн ятне ӑҫта вырнаҫнинчен илнӗ. Туҫи тени, ту ҫинче, сӑртлӑ вырӑнта вырнаҫнине пӗлтерет.

Географи

Ял Ҫавал юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче, Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗн центрӗнчен 3 километртарах (тӳрӗ ҫулпа) вырнаҫнӑ, ҫулпа ҫӳрес пулсан — 10 километрта. Ял ҫумӗнчи Ҫавалӑн сулахай ҫыранӗ сылтӑмринчен ҫӳллӗрех[2].

Шупашкара ҫитме — 37 км, ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗ 17 км вырнаҫнӑ[2].

Историйӗ

Ял ҫыннисем — чӑвашсем, 1724 ҫулччен ясак тӳлекенсем шутланнӑ, 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем. Ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнӑ, килти выльӑх-чӗрлӗхе, кайӑк-кӗшӗке ӳстернӗ. Ҫавӑн пекех ял ҫыннисем кирпӗч, чӑпта ҫапнӑ, тимӗрҫӗ ӗҫӗпе аппаланнӑ[2].

Пӗрремӗш хут 1719 ҫулта асӑннӑ[3].

1922 ҫулччен Пӗрремӗш Туҫипе Иккӗмӗш Туҫи ятсемпе уйрӑммӑн палӑртнӑ. Пӗрремӗш Туҫире килсемпе пурӑнакансен шучӗ: 1719 ҫулта — 60 кил, 246 арҫын; 1781–1782 ҫулсенче — 176 арҫын; 1897 ҫулта — 600 ҫын, 1926 ҫулта — 149 кил, 728 ҫын пурӑннӑ. Иккӗмӗш Туҫире килсемпе пурӑнакансен шучӗ: 1719 ҫулта — 14 кил, 63 арҫын; 1781–1782 ҫулсенче — 52 арҫын; 1897 ҫулта — 239 ҫын, 1926 ҫулта — 65 кил, 319 ҫын пурӑннӑ. 1939 ҫулхи ҫыравра Туҫи ялӗсене пӗрле палӑртнӑ, 1148 ҫын пурӑннине палӑртнӑ. 1979 ҫулта 596 ҫын пурӑннӑ. 2002 ҫулхи ҫыравпа 256 кил шутланнӑ, 2010 ҫулхи ҫыравпа ялта 225 хуҫалӑх пулнӑ[2].

XVIII ӗмӗртенпе 1927 ҫулчен Пӗрремӗш Туҫмпе Иккӗмӗш Туҫи ялӗсем Ҫӗрпӳ уесӗн Ҫӗрпӳел, Ҫӗрпӳ вулӑсӗсенче шутланнӑ. 1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче районсемпе ял канашӗсене туса хунӑ хыҫҫӑн ялсем Ҫӗрпӳ районне кӗнӗ. Туҫи ялӗ хальхи вӑхӑтччен те территори тӗлӗшӗнчен Ҫӗрпӳ районне кӗрет. Администраци тӗлӗшӗнчен Туҫи ял канашӗ шутне кӗнӗ. 1992 ҫултанпа Туҫи ял администрацине, 2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17 хыҫҫӑн — Туҫи ял тӑрӑхне пӑхӑнма пуҫланӑ[2].

Чӑваш Республикин 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 27 №-лӗ «Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗнчи муниципаллӑ йӗркеленӳсене ҫӗнетсе улӑштарасси ҫинчен тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин муниципаллӑ йӗркеленӳсен чиккисене палӑртса вӗсене хула, ял тӑрӑхӗн, муниципаллӑ районӑн, муниципаллӑ округӑн тата хула округӗн статусне парасси ҫинчен» Саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» саккунне йышӑннӑ хыҫҫӑн Туҫи ялӗ Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округне пӑхӑнма пуҫланӑ[4].

Ялти хутла вӗренмелли шкула 1890 ҫулхи юпан 2-мӗшӗнче уҫнӑ[2].

Коллективизаци тапхӑрӗнче 1930 ҫулта «Цивильстрой» колхоз йӗркеленӗ, 2010 ҫулта «Память И. Н. Ульянова» СХПК ӗҫленӗ[3].

Халӑх йышӗ

2002 ҫулта ялта хӗлӗн-ҫӑвӗн 593 ҫын (99 % чӑвашсем)[5] пурӑннӑ, 2010 ҫулта — 598 ҫын[6].

Халӑх йышӗ
2010[7]2012[8]2021[9]
598599817
100
200
300
400
500
600
700
800
900
2010
2012
2021

Паллӑ ҫынсем

Инфраструктура

Яла газификациленӗ, асфальтлӑ ҫул пур[2]. Ҫул ял витӗр тухать, муниципаллӑ округӑн центрӗпе Туҫи ялне кӑна мар, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫавал сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ ытти ялсене те ҫыхӑнтарать: Куснарпуҫ, Оттекасси, Ҫӗньял, Чӑрӑш, Липсер.

Культура, вӗренӳ, спорт

Ялта шкул, ача сачӗ, фельдшер пункчӗ, вулавӑш, клуб, почта ҫыхӑнӑвӗн тата Перекет банкӗн уйрӑмӗсем, спортплощадка, виҫӗ лавкка пур[2].

Ҫӗньял ялӗ ҫывӑхӗнче, Ҫӗньял пӗви хӗрринче, «Азамат» туризм бази вырнаҫнӑ. Турбазӑна ҫитме Туҫи ялӗ урлӑ иртмелле[10].

Сӑнсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 В.В. Андреев, А.О. Бойков, А.М. Ильин, Ю.К. Казанков, Ю.Е. Фёдоров, Ф.И. Прокопьева. Энциклопедия Цивильского района. — ЧКИ РУК, 2019. — С. 289. — 352 с. — ISBN 978-5-4339-0078-3.
  3. ^ 1, 2 В.Н. Сохорова, Н.С. Яковлева. Тувси. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
  4. ^ Закон Чувашской Республики от 29.03.2022 № 27 ∙ Официальное опубликование правовых актов (выр.). publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  5. ^ Коряков Ю.Б. База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России". lingvarium.org. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
  6. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. — Чувашстат, 2012. — 82 с.
  7. ^ https://web.archive.org/web/20210727110743/http://gov.cap.ru/HOME/75/2012/02/240212/%D1%87%D0%B8%D1%81%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%BD%D0%BE%D1%81%D1%82%D1%8C%20%D0%BD%D0%B0%D1%81%D0%B5%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%B8%D1%8F%20%D1%87%D1%83%D0%B2%D0%B0%D1%88%D0%B8%D0%B8%20%D0%BF%D0%BE%20%D0%B2%D0%BF%D0%BD%202010.doc.
  8. ^ https://web.archive.org/web/20150909142112/http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.
  9. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx.
  10. ^ База отдыха(паллӑ мар). База отдыха Азамат. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.

Вуламалли

Каçăсем

  • В.Н. Сохорова, Н.С. Яковлева. Тувси (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  • Туҫи. Сӑнсен пуххи. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем