Никитин Александр Никитич (политик)
Никитин Александр Никитич (1892 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ, Туçи, Хусан кӗпӗрни — 1942 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ, Хусан) — совет саманинчи патшалӑх ӗҫченӗ. Чӑваш АССРӗн Тӗп ӗҫ тӑвакан комитечӗн Президиумӗн председателӗ (1929—1937).
1937 ҫулта «чӑваш буржуаллӑ наци организацийӗн» ӗҫӗпе репрессиленӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1892 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи Туҫи ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округне кӗрет) ҫуралнӑ[1].
Ҫӗрпӳри хула училищинчен вӗренсе тухнӑ, 1912 ҫулта экстерн мелӗпе пуҫламӑш шкул учителӗ ятне илме экзаменсем тытнӑ. 1912—1917 ҫулсенче ялти шкулсенче ӗҫленӗ[1].
Февраль революцийӗ хыҫҫӑн земство органӗсене суйланнӑ; 1917 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Хресчен депутачӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри 1-мӗш съезчӗн (Ҫӗрпӳ уесӗнчи хресченсенчен) делегачӗ пулнӑ[1].
Совет влаҫӗн вырӑнти органӗсене туса хунӑ ҫӗре хутшӑннӑ; 1918 ҫулхи юпа уйӑхӗнче РКП (б)(выр.)чăв. йышне кӗнӗ. 1918—1922 ҫулсенче — Ҫӗрпӳ уесӗн канаш ӗҫтӑвкомӗн управлени пайӗн, халӑх вӗрентӗвӗн пайӗн ертỹҫи. ВЦИК Президиумӗ ҫумӗнчи Чӑваш представительствин выҫлӑхпа кӗрешекен уполномоченнӑйӗ пулнӑ.
1922—1925 ҫулсенче — Чӑваш автономи облаҫӗн ӗҫ тӑвакан канашӗнче управлени пайӗн заведующийӗ тата облаҫ ӗҫтӑвкомӗн председателӗн ҫумӗ, 1925—1927 ҫулсенче — ҫутӗҫ халӑх комиссарӗ, 1927—1929 ҫулсенче — Тӗп ӗҫ тӑвакан комитечӗн секретарӗ, 1929 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 1937 ҫулхи юпа уйӑхӗччен — Чӑваш АССР Тӗп ӗҫ тӑвакан комитечӗн Президиумӗн председателӗ[1]. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
1937 ҫулта буржуалла национализмпа контрреволюцилле ӗҫсем тунӑшӑн айӑпланӑ[1].
1939 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн буржуази-национализм организацине ертсе пынӑ, партипе Совет правительствине хирӗҫ контрреволюциллӗ кӗрешӗве хастар тытса пынӑ тесе айӑпласа арестленӗ. Хусан тӗрмин пульницинче 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче метастазӑллӑ хырӑмлӑх ракӗнчен вилнӗ. 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн НКВД Секретпа политика пайӗ РСФСР УК 58 статйипе(выр.)чăв. килӗшӳллӗн «айӑпланакан вилнине пула» ӗҫ-пуҫа чарса лартнӑ.
Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Патшалӑх Хӑрушсӑрлӑхӗн Комитечӗ 1955 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче реабилитациленӗ: Чӑваш АССР НКВД-н 1942 ҫулхи ӗҫне чарса лартасси ҫинчен калакан йышӑнӑвне пӑрахӑҫланӑ; А. Н. Никитина айӑплас тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе вӑл тунӑ ӗҫсенче преступлени йышӗ ҫуккишӗн чарса лартнӑ.
Астӑвӑм
Ҫӗрпӳ хулинчи пӗр урам Никитин А. Н. ячӗпе хисепленет[2].
Хисепӗсем
Адресӗ
Репрессиличчен пурӑннӑ адресӗ: Чӑваш АССР, Ҫӗрпӳ хули, Ворошилов ур., 3-мӗш ҫурт.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 А. М. Симулин. Никитин Александр Никитич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук.
- ^ Никитин Александр Никитич (выр.). Официальный сайт Цивильского муниципального округа. Цивильский муниципальный округ (24 ҫурлан 2024).
Вуламалли
- Никитин Александр Никитич // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. — Чебоксары, 2008. — С. 213;
- Симулин, А. М. Никитин Александр Никитич / А. М. Симулин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 226;
- Терентьев, Л. Судьбу свою связав с судьбой народа : [об Александре Никитиче Никитине] / Л. Терентьев // Цивильский вестник. — 2007. — 17 авг. (№ 99-100). — С. 6.