Самарин Павел Яковлевич
Самарин Павел Яковлевич (1895 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ, Комсомольски — 1964 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ[1][2], Перово[d]) — патшалӑх ӗҫченӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1895 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче Аслӑ Каҫалта ҫуралнӑ[3].
Пӗлӗвне Хурӑнвар Шӑхаль икӗ класлӑ учительсен шкулӗнче илнӗ, кайран виҫӗ ҫул тӑсӑлакан учительсен курсӗнче вӗреннӗ. Ҫар пӗлӗвне Ташкентри прапорщиксен шкулӗнче илнӗ[4].
1915–1917 ҫулсенче патша ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. Граждан вӑрҫи умӗн Тӑвай салинчи 1-мӗш ступеньлӗ шкулта ачасене вӗрентнӗ.
1918–1923 ҫулсенче Каҫал вулӑсӗн ҫар комиссарӗ пулнӑ, Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ[3].
1923–1927 ҫулсенче уес шайӗнчи парти тата совет ӗҫӗнче тӑрмашнӑ[5]:
- 1923 — Каҫалти вулӑс ячейкин секретарӗ, Йӗпреҫри РИК инструкторӗ, Патӑрьел уесӗн земство управленийӗн йӗркелӳ пайӗн заведующийӗ;
- 1924–1925 — УИК председателӗ;
- 1926 — Патӑрьел уес комитечӗн секретарӗ;
- 1926–1927 — ВКП(б) Ҫӗрпӳ уес комитечӗн секретарӗ.
1927–1930 ҫулсенче ВКП(б) Чӑваш обкомӗн йӗркелӳ пайӗн заведующийӗ пулнӑ. 1930 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен 1931 ҫулхи нарӑҫ уйӑхӗччен Чӑваш АССРӗн Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн председателӗн вырӑнне йышӑннӑ[3].
1933 ҫулта Пӗтӗм союзри план академийӗнчен вӗренсе тухнӑ[6].
1933–1937 ҫулсенче Мордва АССРӗн районсен Патшалӑх комиссийӗн председателӗ пулнӑ, каярахпа ҫакнашкал вырӑна Инза рабочисен посёлокӗнче (халӗ Чӗмпӗр облаҫӗнчи хула) йышӑннӑ[3].
1937 ҫулхи ҫӗртмен уйӑхӗнчен пуҫласа 1938 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Чӑваш АССРӗн вырӑнти промышленноҫӗн халӑх комиссарӗ пулнӑ[3].
1964 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Мускав облаҫӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ[5].
Репрессине лекни
1938 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче ӑна арестленӗ. 1940 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗнче ӑна 58 статьян 10-мӗш пункчӗпе айӑпласа 5 ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ (тытса чарнӑ кунран пуҫласа). 1955 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче ӑна реабилитациленӗ, айӑпсӑр тесе йышӑннӑ[4].
Ӗҫӗсем
Вӑл ҫак ӗҫе хатӗрленӗ:
- Самарин, П. Я. Чӑваш правительствин отчечӗ: Чӑваш Республикин Советсен 4-мӗш съездӗнче Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн председателӗ П. Я. Самарин юлташ тунӑ Чӑваш правительствин отчетлӑ доклачӗ: (янв. 4-11-мӗшӗсем) / П. Я. Самарин. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеки уйрӑмӗ, 1931. — 31 с.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 https://наследиечувашии.рф/russian/самарин-павел-яковлевич-государстве/
- ^ 1, 2 https://chuvenc.ru/show_MainTable/147320
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Самарин Павел Яковлевич / Ф.Ф. Фёдоров // Чувашская энциклопедия (выр.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Самарин Павел Яковлевич (1895). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Батыревская энциклопедия. Том 2 : Самарин Павел Яковлевич (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Самарин, Павел Яковлевич (государственный деятель; 13.12.1895-04.02.1964) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
Вуламалли
- Назовем их поименно : [краткие биогр. справки руководителей исполнит. власти респ.] / материал подгот. В. Трофимова и работники Комитета Чуваш. Респ. по делам архивов // Чӑваш ен. — 1996. — 22-29 июня (№ 25). — С. 12.
Каҫӑсем
- Самарин, Павел Яковлевич (государственный деятель; 13.12.1895-04.02.1964) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- Самарин Павел Яковлевич / Ф.Ф. Фёдоров // Чувашская энциклопедия (выр.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ.