Зайцев Николай Архипович

Зайцев Николай Архипович (ҫур. 1942 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ, Тĕмер, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет саманин тата Раҫҫейӗн патшалӑх ӗҫченӗ. Чӑваш Республикин халӑх депутачӗ. Раҫҫей Федерацийӗн халӑх депутачӗ (1990—1993). Чӑваш АССР министрсен канашӗн председателӗ (1989—1992).

Чӑваш Республикинчи Раҫҫей Федераци президенчӗн полномочиллӗ представителӗ (1992—1994). Чӑваш Республикин Президент администрацийӗн пӗрремӗш ертӳҫи.

Биографийӗ

1942 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Тӗмер ялӗнче ҫуралнӑ.

1964 ҫулта Атӑлҫи вӑрман техника институтӗнчен (халӗ Атӑлҫи патшалӑх технологи университечӗ(выр.)чăв.) вӗренсе тухнӑ. 1964–1966 ҫулсенче Совет ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1966–1973 ҫулсенче Канашри автозапчаҫсен савучӗн инженер-механикӗ, автотранспорт предприятийӗнче механик, инженер, тӗп инженер пулса ӗҫленӗ. 1973—1983,1986—1987 ҫулсенче Канашри сӑнавпа эксперимент автоюсав савучӗн директорӗ пулнӑ. 1983—1986 ҫулсенче Куба Республикинче тӗп специалист — Строительство министерстви управленийӗн канашҫи пулнӑ.

1987 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна КПСС Канаш хула комитечӗн иккӗмӗш секретарьне, кайран пӗрремӗш секретарьне лартнӑ. 1989 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 1992 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен — Чӑваш АССР министрсен канашӗн председателӗ. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх депутатне, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх депутатне (1990—1993) суйланӑ, РФ Аслӑ Канашӗн Национальноҫсен канашӗн РФ йышӗнчи республикӑсен, автономи облаҫӗн, автономи округӗсен тата сахал йышлӑ халӑхсен социаллӑ тата экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комиссин членӗ пулнӑ.

1992 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 1994 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен — Чӑваш Республикинчи Раҫҫей Федераци президенчӗн полномочиллӗ представителӗ. 1994 ҫулхи раштав уйӑхӗччен — Чӑваш Республикин президент администрацийӗн ертӳҫи.

Хисепӗсем

Николай Архиповича «Хисеп Палли» орденпа, медальсемпе чысланӑ.

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем