Чӑваш АССР министрсен канашӗ

Чӑваш АССР Министрсен канашӗ (выр. Совет министров Чувашской АССР) — 1946–1994 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн ӗҫ тӑвакан тата хушакан аслӑ органӗ, правительстви. 1992–1994 ҫулсенче вӑл Чӑваш Республикин Министрсен Канашӗ ятлӑ пулнӑ.

Историйӗ

Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1946 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗнчи «Чӑваш АССРӗн Халӑх Комиссарӗсен Канашӗ вырӑнне Чӑваш АССРӗн Министрсен Канашне туса хурасси ҫинчен» Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ[1].

1948 ҫулта ӑна ҫак йышра йӗркеленӗ[1]:

  • председатель;
  • председатель ҫумӗ;
  • Чӑваш АССРӗн Патшалӑх план комиссийӗн председателӗ.

Министрсен канашӗн йышӗнче ҫак министрсем кӗнӗ[1]:

  • шалти ӗҫсен министрӗ;
  • патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн министрӗ;
  • сывлӑх сыхлав министрӗ;
  • коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ;
  • вӑрман промышленноҫӗн министрӗ;
  • вырӑнти промышленность министрӗ;
  • апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн министрӗ;
  • ҫутӗҫ министрӗ;
  • ял хуҫалӑх министрӗ;
  • социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен министр;
  • суту-илӳ министрӗ;
  • юстици министрӗ.

Министрсен канашӗн йышӗнче ҫак направленисен начальникӗсем пулнӑ[1]:

  • автомобиль транспорт управленийӗн начальникӗ;
  • ҫул-йӗр управленийӗн начальникӗ;
  • кинофикаци управленийӗн начальникӗ;
  • вырӑнти топливо промышленность управленийӗн начальникӗ;
  • строительство материалӗсен промышленноҫӗн управлени начальникӗ;
  • ӳнер ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управлени начальникӗ;
  • культурӑпа ҫутӗҫ учрежденийӗсен управлени начальникӗ.

1978 сӳлхи Чӑваш АССР Конституцийӗпе килӗшӳллӗн министрсен канашӗ йышӗнче председатель, пӗрремӗш ҫумӗ, председатель ҫумӗ, министрсем, тата республикӑн Аслӑ Канашӗ йӗркеленӗ патшалӑх комитечӗсен председателӗсемпе патшалӑх тытӑмӗнчи ытти органсен ертӳҫисем пулнӑ[1].

1992 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн Постановленийӗпе Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Министрсен Канашӗ ҫинчен» саккунне йышӑннӑ[1].

1994 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ун вырӑнне Чӑваш Республикин Министрсен кабинетне йӗркеленӗ[1].

Чӑваш АССР Министрсен канашӗн председателӗсем

Чӑваш Республикин Министрсен Канашӗн Председателӗ

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Чувашская энциклопедия (англ.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Категорисем