Викторов Валерьян Николаевич

Викторов Валерьян Николаевич (ҫур. 1951 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ, Канаш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Раҫҫейри патшалӑх ӗҫченӗ, 1-мӗш класлӑ Раҫҫей Федерацин чӑн патшалӑх канашҫи (1996); экономист, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1998).

Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн аппарачӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ (1996-2014). 2014 ҫулта Федераци Канашӗн аппарачӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ.

Кун-ҫулӗ

Ҫуралнӑ вырӑн

1951 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Канаш хулинче Канашри вакун юсакан заводӑн финанс пайӗн пуҫлӑхӗн Николай Ипатьевич Викторовӑн чӑваш ҫемйинче ҫуралнӑ. Юрий шӑллӗпе пӗрле ӳснӗ. 1973 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн физикӑпа математика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

1973 ҫултан пуҫласа 1991 ҫулччен И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев секторӗн кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ тата Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Чӗлхе, литература, истори тата экономика наукӑпа тӗпчев институтӗнче экономика пайӗн заведующийӗ пулса ӗҫленӗ. 1974 ҫултан пуҫласа 1976 ҫулччен Мускаври энергетика институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ, ӑна пӗтернӗ хыҫҫӑн диссертаци хӳтӗлеме планланӑ, анчах та ВУЗра пушар тухнӑ вӑхӑтра пур материал та ҫунса кайнӑ. 1981 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне пӗтерсе иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Ӑслӑлӑх ӗҫ-хӗлӗн тӗп енӗсем – политэкономипе экономика политикин проблемисем, патшалӑх программисемпе пысӑк инвестици проекчӗсен управленийӗн теорийӗ, парламентаризм теорипе практикин ыйтӑвӗсем. Республика экономикине рынок хутшӑнӑвӗсене куҫарас енӗпе Чӑваш АССР правительствин программине хатӗрлекенсенчен пӗри пулнӑ, Чӑваш АССР экономикине ют ҫӗршыв инвестицийӗсене явӑҫтарас программӑна хатӗрлекен автор ушкӑнне ертсе пынӑ.

Патшалӑх ӗҫӗ-хӗлӗ

1991 ҫултанпа — Чӑваш АССР Патшалӑх комитечӗн экономика енӗпе ӗҫлекен председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, 1992 ҫултан пуҫласа 1994 ҫулччен — Чӑваш ССР (Чӑваш Республикин) министрӗсен Канашӗн председателӗ.

1994 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 1996 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен — Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн Председателӗн ҫумӗ.

1996 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗччен — Раҫҫей Федерацийӗн Президент Администрацийӗн ертӳҫӗ ҫумӗ (Н. Д. Егоровӑн тата А. Б. Чубайсӑн) — Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн шалти тата тулашри политикин ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ.

1996 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен — Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канаш аппарачӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ. 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче аппарат ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ пулнӑ. 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа — Санкт-Петербургри сӑрт-ту университечӗн ятарлӑ программӑсен центрӗн ертӳҫи.

1997 ҫулта «Формирование системы управления на макроуровне государственными программами и крупными инвестиционными проектами в сфере природопользования» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ. 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра 10 монографи авторӗ.

Ҫемье

Ашшӗ — Викторов Николай Ипатьевич — 1976-1988 ҫулсенче Чӑваш АССР министрсен Канашӗн председателӗн ҫумӗ.

Шӑллӗ — Викторов Юрий Николаевич — тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (2004), Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Иккӗмӗш арӑмӗ — Гаврилова Людмила Михайловна, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ — Мускав Кремлӗн Музейӗсен «Хӗҫ-пӑшал палати» ӑслӑлӑх-управлени пайӗн заведующийӗ, Pro Merito Melitensi Хӗрес тата Коронӑн кавалери майри – Ҫв. Иоанн Иерусалимский госпитальерӗсен Орденӗн уйрӑм награди (Ордена XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче йӗркеленӗ, ӑна «Мальта Орденӗ умӗнчи Тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» тесе куҫараҫҫӗ).

Хуньӑшӗ — РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Гаврилов Михаил Яковлевич.

Виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ.

Хисепӗсем

  • «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ орден (2008)
  • Хисеп орденӗ
  • Туслӑх орденӗ
  • Раҫҫей Федераци Президенчӗн тав хучӗ (1996 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ) — 1996 ҫулта Раҫҫей Федераци Президенчӗн суйлав кампанине йӗркелес тата ирттерес ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн[2]
  • «Парламентаризм аталанӑвӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» Федераци Канашӗн хисеп палли

Ӗҫӗсем

  • Пасар экономикин проблемисем тата вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли механизм. Ч., 1991 (ыттисемпе пӗрле);
  • Ҫутҫанталӑкпа усӑ курас сферӑри патшалӑх проекчӗсен макрошайӗнчи управлени тытӑмне йӗркелесси. М., 1997;
  • Парламентаризм кун-ҫулӗнче Федераци Канашӗ (1996-2000) хӑварнӑ йӗр. М., 2001 (ыттисемпе пӗрле).

Каҫӑсем

  • Бойко, И. И. Викторов Валерьян Николаевич / И. И. Бойко // Чувашская энциклопедия. – Шупашкар, 2006. – Т. 1: А-Е.-С. 317
  • Бойко, И. И. Викторов Валерьян Николаевич / И. И. Бойко // Чӑваш. гуманит. вестн. – 2011. – № 6. – С. 237-241
  • Васильев, Л. Федераци Канашӗн аппаратӗнче пирӗн ентеш / Л. Васильев // Канаш. Чувашия. – 2014. – 26 февр. -С. 1: фот.
  • Викторов Валерьян Николаевич // Кто есть кто в России и в ближнем зарубежье. – М., 1993. – С. 132-133
  • Викторов Валерьян Николаевич // Современная политическая история России (1985-1998 годы). – М., 1999. – Т. 2: Лица России. – С. 147.
  • Викторов Валерьян Николаевич // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук: 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 29-30