Матвеев Антон Матвеевич

Матвеев Антон Матвеевич (1903 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни1971 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ, Брянск) — совет саманинчи чӑваш патшалӑх ӗҫченӗ, Раҫҫейри Граждан вӑрҫине хутшӑннӑскер. Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн председателӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1903 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи Минкӗш ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикин Куславкка муниципаллӑ округне кӗрет) ҫуралнӑ[1]. Чӑваш.

1922—1926 ҫулсенче — комсомол ӗҫӗнче[2].

1933 ҫулта Хусанти финанспа экономика институтӗнчен (халӗ — Хусан патшалӑх финанспа экономика институчӗ(выр.)чăв.) вӗренсе тухнӑ[1].

1933—1934 ҫулсенче Тутар АССРӗн Аксу районӗн машинӑпа трактор станцийӗн палитпайӗн ертӳҫи, 1934—1938 ҫулсенче Тутар АССРӗн КПСС Октябрьски район комитечӗн иккӗмӗш, унтан пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ[1].

1938 ҫулта Чӑваш АССРне таврӑннӑ. Чӑваш АССР финанс наркомӗн ҫумӗ (1938—?), КПСС Советски район комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ (1940), Чӑваш АССР облаҫ комитечӗн виҫҫӗмӗш секретарӗ (1940, юпа —1941, утӑ) пулнӑ[1].

1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 1947 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗччен Чӑваш АССР Халӑх Комиссарӗсен (Министрсен) Канашӗн председателӗ[1].

1947 ҫултан Брянск хулинче пурӑннӑ, 1947—1964 ҫулсенче тӗрлӗ ертсе пыракан должноҫсенче ӗҫленӗ: ВКП (б) Брянск обкомӗн секретарӗ, Сӳс завочӗн директорӗ, район финанс пайӗн пуҫлӑхӗ, Брянск хула управленийӗн инспекторӗ, патшалӑх банкӗн кантурӗн экономисчӗ[1].

СССР Аслӑ Канашӗн(выр.)чăв. 2-мӗш суйлавӗн депутачӗ[1].

1971 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Брянск хулинче вилнӗ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Ф. Ф. Фёдоров. Матвеев Антон Матвеевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2027 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
  2. ^ Матвеев Антон Матвеевич (выр.). Справочник по истории Коммунистической партии и Советского Союза 1898 - 1991. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Богданова, Н. Минкӗш ялӗн мухтавлӑ ывӑлӗ : [Куславкка районӗнче ҫуралса ӳснӗ патшалӑх тата парти деятелӗ Антон Матвеевич Матвеев ҫинчен] / Н. Богданова // Знамя = Ялав (Куславкка районӗ). — 2018. — 7 декабрь (№ 48). — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Район мухтавӗ — унӑн ҫыннисем / Н. Богданова хатӗрленӗ // Ялав (Куславкка районӗ). — 2007. — 4 ҫу. — С. 2;
  • Ксенофонтов, Г. Н. Матвеев Антон Матвеевич / Г. Н. Ксенофонтов // Энциклопедия Козловского района. — Чебоксары, 2014. — С. 266-267;
  • Назовем их поименно / подгот. В. Трофимова // Чӑваш ен. — 1996. — 22-29 июня (№ 25). — С. 12;
  • Федоров, Ф. Ф. Матвеев Антон Матвеевич / Ф. Ф. Федоров // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 265;
  • Федоров, Ф. Ф. Матвеев Антон Матвеевич / Ф. Ф. Федоров // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 56.

Темӑпа ҫыхӑннисем