Аксу районĕ

Тавралăхĕ

Района 1965 çулта туса хунă. Лаптăкĕ 1436,2 км2 танлашать. Районпа юнашар Çĕнĕ Шешмин, Нурлат, Чистай, Алексеевски тата Çарăмсан районĕсем вырнаçнă.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

Районта пурĕ 33,3 пин çын пурăнать. Халăхсене илсен кунта чăвашсем (44,3%), вырăссем (16,6%), тутарсем (38,5%) тата ыттисем пурăнаççĕ.

Ял тăрăхĕсем

Кун-çулĕ

Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнче тĕп районсенчен пĕри шутланнă, кунта халăх питĕ йышлăн пурăннă. Аксу патĕнчен аякрах мар, 30 çухрăмпа Пӳлĕр хули вырнаçнă пулнă. Археологсем ку вăхăтĕнчи нумай палăка районта шыраса тупнă: 11 хулаш, 67 авалхи ял вырăнĕ, 1 çăва, 5 вилĕ юпи, 1 клад. Ку вăхăтра çынсем ял хуçалăх ертсе пынă, тата кĕтӳ тытнă.

Ылтăн Урта тапхăрĕнче хăйсен аталанăвне хăш-пĕр хулашсем çеç ӳстерме пултарнă. Монголсем тапăнса килнĕ хыççăн çăлăнса юлнă халăх çурçĕрелле е ытти çĕрсене куçса кайнă. Хăрушсăрлăх енĕпе кунта ку вăхăтра япăх пулмнипе халăх шучĕ нумаях пулман. Кунти çĕрсен пахалăхĕ Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнчен паллă пулнă пулин те çынсем кунта куçса килме хăрана.

Хусан ханлăхĕ пĕтнĕ хыççăн Раççей патшалăхĕ ку çĕрсен хăрушсăрлахне пысăклатмашкăн нумай ĕç туса иртернĕ. XVII ӗмӗр çурринче вара кунта халăхсем куçса киме пуçланă. Малтан тутарсемпе чăвашсем, кайран вырăссемпе мордвасем, тата ытти халăхсем. Нумайрахăшĕ кунтах юлнă.

Чăваш ялĕсем

Вуламалли

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем