Меречен Петĕрĕ
Меречен Петĕрĕ (чăн ячĕ Гаврилов Пётр Михайлович), — чăваш сăвăçи. 1925 çулта Тутарстанăн Аксу районĕнчи Меречен ялĕнче çуралнă.
3 степеньлĕ Мухтав, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕсемпе, медальсемпе чысланă.
Пурнăçĕ
1925 çулта Тутарстанăн Аксу районĕнчи Меречен ялĕнче çуралнă.
Аксу педагогика училищинче вĕреннĕ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă. Вăрçă хыççăн Чăваш педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ, ачасене шкулта вĕрентнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Сăввисем хаçатсенче, журналсанче, темиçе авторăн сăвă пуххисенче пичетленнĕ. 2003 çулта «Сăвăсем» кĕнеки тухнă.
2007 çулта Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра Мереченĕн черетлĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унта Тутарстанĕпе паллă ертӳçе А.К.Самаренкина халалланă «Çутă çăлтăр» поэма кĕнĕ.
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- «ТĂШМАН ПИРЕ АН ХĂРАТАЙТĂР» 2012 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче архивланӑ. Мереченпе ирттернĕ калаçу (интервью), Сувар хаçатра.