Еллиев Ефрем Васильевич
Еллиев Ефрем Васильевич (1907 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ, Сĕнчел, Чистай уесĕ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1942 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ, Мускав облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи чăваш ҫыравçи, драматургĕ, вĕрентекен. СССР Çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1962 çулта вилнĕ хыççăн йышăннă)[1][2].
Пурнăҫĕ
Е. В. Еллиев 1907 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Чистай уесĕнчи Сĕнчел ялĕнче (халĕ Тутарстанăн Аксу районĕ) çуралнă[1][2].
1926 çулта Чистай чăваш педагогика техникумĕнче вĕренсе тухнă[1]. 1926–1927 çулсенче тăван ялĕнчи тата Анат Палантăри шкулсенче, 1928–1932 çулсенче Егоркин тата Саврăшпуҫ (Тутарстан) шкулĕсенче вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ. 1932 çулта Сĕнчел педагогика техникумне (1935 çултанпа Аксу педагогика училищи) ĕçе чĕнсе илнĕ, унта чăваш чĕлхипе литературин вĕрентӳçи-методисчĕ пулса тăрăшнă. М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, кайран Хусан педагогика институчĕн вырăс чĕлхипе литературин факультетĕнче куҫан мар меслетпе пĕлӳ пухнă, 1941 çулта институтран вĕренсе тухнă[1][2][3].
1941 çулта Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан хӑй ирӗкӗпе салтака тухса кайнă[1][2]. 1942 çулхи чӳк уйăхĕнче Калинин фронтĕнче пуç хунă[1][2].
Ывăлĕ — Еллиев Юрий Ефремович (1937–2017), хими ăслăлăхĕсен докторĕ[1][4].
Пултарулăх ĕçĕсем
1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнчех «Сунтал» журналта тата «Трактор» альманахра пичетленме пуçланă[1][2]. Унăн калавĕсемпе очеркĕсем («Ҫарамсан тăрăх», «Хапха», «Чĕн тилхепе», «Арăм», «Ременные вожжи») психологизм, философилле пĕтĕмлетӳ, чăваш тĕнчин наци уйрăмлăхĕсемпе палăраççĕ[1][2][3]. Çыравçă иносказани, символ, аллегори, эзоп меслечĕсемпе усă курнă[1]. «Хапха», «Чĕн тилхепе», «Арăм» калавĕсем хальхи кунчченех вуланаççĕ. «Пирĕн телей çавăн пек» пьесине Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалӑх çамрăксен театрĕ лартнă.
Аставăм
- Ефрем Еллиев ячĕпе Аксу хулинче урама ят панă — вăл Аксу лицейĕ (малтан Аксу педагогика училищи) патĕнчи урам[5][6].
- 2014 çулта Аксу лицейĕн çурчӗ ҫине çыравçăна халалланă мемориал хăми уçнă[7].
- Пĕрремĕш шкул çуртĕнче (Аксури 1-мĕш шкул) те мемориал хăми пур[8].
- Тăван ялĕнче — Сĕнчел шкулĕнче — çулсерен «Еллиев вулавĕсем» ирттереççĕ. Вĕсенче шкул ачисем çыравçăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ тĕлĕшпе тĕпчев ĕçĕсем хӳтĕлеççĕ, унăн хайлавĕсене вулаççĕ[9]. Сĕнчел шкулĕнче çыравçă ятне шкул дружини çӳрет[9].
- Аксу хулинчи приют территорийĕнче çыравçă пурăннă тата ĕçленĕ çурт упранса юлнă[8].
- Чăваш Республикинче тата Тутарстанра Е. В. Еллиевăн çуралнă кунне (кăрлачăн 23-мĕшĕ) асăнса ăслăлăхпа практика конференцийĕсем, вулавсем, музей урокĕсем иртереççĕ[10][11].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 Еллиев Ефрем Васильевич (выр.). Чăваш энциклопедийĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Еллиев Ефрем Васильевич (выр.). Чăваш Республикин наци библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Ефрем Еллиев (выр.). Чăваш Республикин электронлă библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Еллиев Юрий Ефремович. www.names52.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Музейный урок О чувашском писателе Е.В. Еллиеве (выр.). Культура.РФ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Память, которая живет в названиях улиц (выр.). Аксубаево новости. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Мемориальная доска в Аксубаевском лицее в честь чувашского писателя Е.В. Еллиева (выр.). Виртуальный музей Великой Отечественной войны Республики Татарстан. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 В Аксубаеве отметили 110-летие Ефрема Еллиева (выр.). Аксубаево новости. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Еллиевские чтения в Аксубаевском районе (выр.). Аксубаево новости. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Памятные даты. 105 лет со дня рождения Еллиева Ефрема Васильевича (выр.). gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Памятные даты. 100 лет со дня рождения Ефрема Еллиева (выр.). gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
Вуламалли
- Еллиев Ефрем Васильевич // Чăваш энциклопедийĕ. — Шупашкар, 2006. — Т. 1 : А—Е. — С. 554.
- Еллиев Ефрем Васильевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 126–127.
- Никифорова, В. В. Выражение «чувашского мира» в творчестве Ефрема Еллиева / В. В. Никифорова // Полилингвиальность и транскультурные практики. — 2025. — Т. 22. — № 3. — С. 635–644.
- Яковлев, Ю. В. Еллиев Ефрем Васильевич / Ю. В. Яковлев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары: Чăваш кĕнеке издательстви, 2006. — Т. 1 : А—Е. — С. 555.