Агрыз
Агры́з (тут. Әгерҗе, Əgerce) — Тутарстанăн Агрыз районĕн тĕпĕ, район тытăмĕнчи хула. Лаптăкĕ — 8,6 çм².
Пĕрлехи хыпарсем
Хула Тутарстанăн çурçĕр-тухăçĕнче, Удмурти чикки çумĕнче, Сарапул сăртлăхĕ умĕнче, Агрызка юханшывĕ çинче, вырнаçнă. Хусантан тухăçалла 304 çм.
1646 çултанпа палăрнă. XX ӗмӗрĕн пуçламăшĕнче Вятка кĕпернине кĕнĕ Сарапул уесĕнчи Агрыз вулăсăн центрĕ пулнă, шкул, 2 мечет ĕçленĕ. 1920 çулчен вулăс центрĕ пулнă. 1921 çултанпа центр ТАССР Агрыз кантонĕн центрĕ, 1924 çултанпа Алапӳ кантонĕн ĕçтăвкомне пăхăнса тăнă. 1926 çулта хула йышĕнчен кăларнă, 1927 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Агрыз районĕн администрации центрĕ пулса тăрать. 1928 çулта ĕçтеш паççулкисен категорине кĕртнĕ, 1938 çулхи çурлан 28-мĕшĕнче район пăхăнăвĕнчи хула шайне кĕртнĕ. 1963 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче ТАССР администраци-территориллĕ пайланăвне улăштарнă май Алапӳ хула канашне кĕнĕ, 1963 çулхи пушăн -мĕшĕнче — каллех район центрĕ.
Хусан, Екатеринбург, Ижевск, Акбаш çине каякан чукун çул йĕрĕсен пысăк транспорт çыхăвĕ. Чукун çулăн ăста лаççисем, çурт-йĕр тăвăм материалĕсен савучĕ, сĕт-çу комбиначĕ, çакăр савучĕ, типографи, апат-çимĕç комбиначĕ. 4 вăтам, ачасен мусăк шкулĕ, 2 профессиллĕ училищĕ, тăван ен тĕпчев музейĕ, район тĕп пульници, чукун çул пульници. Мечет.
Халăх йышĕ
Каçăсем
- Тутарстанăн Агрыз районĕн официаллă сайчĕ 2008 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ.