Пуш, 4
Уявсем
— Пӗтӗм тӗнчери инженери кунӗ[1].
— Пӗтӗм тӗнчери мӑнтӑрланнипе кӗрешмелли кун (2020 ҫултан).
Беларуç — Милици кунӗ.
Пулăмсем
- 1152 — Фридрих I Барбаросса Сӑваплӑ Рим империн императорӗ пулса тӑнӑ.
- 1726 — Петербургра, Ӑслӑлӑх академи ҫумĕнче Раççейре пĕрремĕш гимнази ĕçлеме тытăннӑ.
- 1769 — Шарль Мессье астроном Орион тĕтрелĕхĕ объекта уҫнӑ.
- 1837 — «Смерть поэта» сăвă хайланăшăн Михаил Лермонтова аресленĕ.
- 1877 — Мăн театрта пĕрремĕш хут «Лебединое озеро» балета кăтартнă.
- 1890 — Эдинбургра Фёрт-оф-Форт урлӑ кӗпере (капăрл.) уҫнӑ.
- 1919 — Мускавра Коминтерн йĕркелеме йышăннă.
- 1988 — Луврта Бэй Юймин проекчӗпе кантӑкран тунӑ пирамида ӑсталанӑ.
- 2012 — Владимир Путина Раççей президенчĕ пулма виççĕмĕш хут суйланă.
Ҫуралнӑ
- 1863 — Юркин Иван Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухаканӗ.
- 1918 — Ерлаков Анатолий Сергеевич, патшалӑх тата парти ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институчӗн ректорӗ.
- 1922 — Саканин Иван Степанович, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ.
- 1949 — Багапш Сергей Васильевич, Абхази патшалăхĕн политика ĕçченĕ.
Вилнĕ
- 1970 — Петӗр Хусанкай, сăвăç, литература тишкерӳçи, публицист, тăлмач.
- 2004 — Власихина Вера Петровна, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ санитарка.
Ӑнлантарусем
- ^ Какой сегодня праздник: 4 марта. РИА (4 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.