Пуш, 7
Уявсем
Пулса иртнĕ
- 1799 — Египет похочӗ: 4 кун хупăрланă хыççăн Наполеон Яффăна (капăрл.) ярса илнӗ.
- 1876 — Александр Белл телефона патентланӑ.
- 1906 — Аслă Финлянди кнеçлĕхĕ арçынсемпе хĕрарăмсене суйлама тата суйланма пĕр тан правасемпе тивӗҫтернӗ.
- 1914 — Вильгельм Вид кнеç Албани престолне йышӑннӑ.
- 1936 — вермахт салтакĕсем велосипедсемпе Рейн демилитаризаци зонине ярăнса кӗнӗ.
- 1967 — СССР икĕ кану кунлă 5-кунлă ĕçлев эрни ҫине куҫнӑ.
- 1981 — Ленинградри рок-клубра «Зоопарк» концерчӗ иртнӗ.
- 1987 — «До и после полуночи» телекăларăм тухма пуҫланӑ.
- 2006 — Индири Варанаси хулинче икĕ сирпĕнӳ пулса иртнӗ. Пĕри храмра, тепри — чукун çул станициĕнче. 6 çын вилнĕ, 60 çын ытла аманнă.
- 2006 — Аддис-Абебăра сирпĕнӳ пулнă. Пĕри хăна çуртĕнче пулнă, тепри пасарта. Тăватă çын вăйлă аманнă.
- 2006 — Тулăпа Липецк облаҫӗсен чикки патĕнче автобус грузовикпа çапăннă. Икĕ çын вилнĕ.
Çуралнă
- 1896 — Спиридонов Григорий Спиридонович, пĕрремĕш профессионаллă чăваш скульпторĕ.
- 1918 — Орлов Василий Прохорович, чăваш сăвăçи, çыравçи.
- 1924 — Марков Борис Семёнович, чăваш артисчĕ, режиссёр.
- 1956 — Кэрол Гузи, Пулитцер премине тӑватӑ хут тивӗҫнӗ американ фотожурналисчӗ.
Вилнĕ
- 1960 — Романов Никита Романович, паллă чăваш этнографĕ, историкĕ.