Орлов Василий Прохорович

Орлов Василий Прохорович (1918 ҫулхи акан 7-мӗшӗ, Уксăмлă, Нурлат районĕ2005 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ) — чӑваш ҫыравҫи[1]. Раҫҫей ҪП пайташӗ (1996 ҫултанпа), Тăван Ҫӗршывăн Аслă вăрҫине хутшӑннӑскер.

Пурнăҫӗ

Василий Орлов 1918 ҫулхи акан 7-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Чистай уесӗнчи (халӗ Тутарстанăн Нурлат районӗ) Аслă Уксăмлă ялӗнче ҫуралнă.

Вăл Чӗмпӗрти патшалăх педагогика институтӗнчен(выр.)чăв. вӗренсе тухнă. Тутарстанпа (Нурлат районӗ) Чăваш Енӗн (Шӑмӑршӑ районӗ) шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ, Чуллӑ Ҫыр хулинчи КамГЭСэнергостройра тăрăшнă[2].

2005 ҫулхи юпа уйăхӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ[1].

Пултарулăх ӗҫӗсем

Хăйӗн патриотла, лирика тата сатира сăввисемпе калавӗсене вăл Тутарстанри тата Чăваш Республикинчи хаҫатсемпе журналсенче пичетленӗ.

Пичетленнӗ кӗнекесем[1]:

  • «Икӗ ҫăл»;
  • «Ҫăлакан ангел»;
  • «Тытăнчăк шухăш».

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Орлов Василий Прохорович (писатель) (07.03.1918 – 20.10.2005) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
  2. ^ Литературная карта Чувашии. litkarta.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.

Вуламалли

Чӑвашла

  • Василий Прохорович Орлов : [некролог] // Сувар (Тутарстан). — 2005. — 28 юпа.
  • Елтов, В. Ӑмӑрткайӑк вӗҫевӗ : [Василий Прохорович Орлов ҫыравҫӑ ҫинчен] / В. Елтов // Сувар (Тутарстан). — 2008. — 7 пуш (№ 10). — С. 8. — (Калем).
  • Илюшкина, Е. Ҫутӑ ҫӑлтӑр пек ҫунасшӗнччӗ / Е. Илюшкина // Хыпар. — 2006. — 7 нарӑс.
  • Козлов, В. Ӑна нуша кулачӑ ҫитернӗ : [Василий Прохорович Орлов ҫыравҫӑ ҫинчен] / В. Козлов // Сувар (Тутарстан). — 2008. — 7 пуш (№ 10). — С. 8. — (Калем).
  • Козлов, В. Ырӑ ӗҫе манмастчӗ / В. Козлов // Сувар (Тутарстан). — 2013. — 8 пуш (№ 10). — С. 8

Вырӑсла

  • Афанасьев, П. Орлов Василий Прохорович / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 297.
  • Орлов Василий Прохорович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем. — Чебоксары, 2006. — C. 517.
  • Сорокин, Н. М. Орлов Василий Прохорович / Н. М. Сорокин, Е. А. Турхан // Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. А. Турхан. — Чебоксары, 2015. — С. 116—117.

Каçăсем