Ака, 7
Пуш — Ака — Çу | ||||||
Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | |
7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 |
14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 |
21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 |
28 | 29 | 30 | ||||
Эрне кунĕсен ячĕсене 2025 ҫул валли кăтартнă |
Уявсем
ПНО — Пӗтӗм тӗнчери Руандӑри геноцида асӑмра тытмалли кун[ru].
ПНО — Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунӗ.
Раҫҫей Федерацийӗ — Вилнӗ подводниксене асра тытмалли кун[1].
Раҫҫей Федерацийӗ — Рунет ҫуралнин кунӗ.
Армени — Ача амӑшӗн, илем тата юрату кунӗ[2].
Мозамбик — Хӗрарӑмсен кунӗ.
Руанда — Геноцид пирки астӑвӑм ячӗпе хурлӑхлӑ наци кунӗ.
АПШ, Нью-Йорк штачӗ — Вераццано кунӗ[3].
Кăркăсстан — Апрельти революцине халалланӑ кун.
- Тасаран таса Турамӑшӗн Ырхыпар уявӗ;
Пулӑмсем
- 1348 — Прагăра Карл университетне, Хĕвел тухăç Европăра пĕрремĕш уçаççĕ
- 1541 — Франциск Ксаверий Хĕвел тухăçа миссионер ĕçĕпе тухса каять
- 1795 — Францире тăршшĕн тĕп виçи вырăнне метра йышăннă
- 1824 — Филармони пĕрлĕхĕн петербург залĕнче Н. Б. Голицын Бетховенăн «Мăнаçлă мессин» тĕнчери премьерине ирттернĕ
- 1946 — РСФСР йышĕнче Кенигсберг облаçне йĕркеленĕ
- 1989 — Норвег тинĕсĕнче советсен К-278 «Комсомолец» атомлă шывай кимми шыва путать
- 1994 — Рунетăн çуралнă кунĕ: .ru зонинче пĕрремĕш домена регистрланă
- 2003 — Ирак вăрçи: Багдада американ çарĕсем йышăнаççĕ
- 2007 — Чарльз Симони, пиллĕккĕмĕш космос турисчĕ, космоса вĕçсе кайнă.
Çуралнă
- 1905 — Аттай Марк Сергеевич, сăвăç.
- 1930 — Григорьев Николай Григорьевич (критик), литература критикĕ.
Вилнĕ
- 2002 — Ахтупай Валентин Степанович, чăваш сăвăçĕ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ăна «Комсомолец» шывай кимми 1989 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче путнӑ кунхине паллӑ тӑваҫҫӗ.
- ^ ЗАКОН РЕСПУБЛИКИ АРМЕНИЯ "О ПРАЗДНИКАХ И ПАМЯТНЫХ ДНЯХ РЕСПУБЛИКИ АРМЕНИЯ" (выр.). Пӑхнӑ кун: 14 Нарӑс уйӑхӗн 2022.
- ^ 1524 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Итали штурманӗ Джованни Вераццано Нью-Йорк кӳлмекне тупнине палӑртнӑ май.