Багдад

Багдад (арап. بغداد) — Иракăн тĕп хули, Багдад мухафазин административлă тĕпĕ.

Çутçанталăк никĕсĕ

Багдад Иракăн варринчех, Тигр хĕрринче, Дияла юхса кĕнĕ çĕртрен инçех мар вырнаçнă. Çанталăк климачĕ хулара тата тулашĕнче субтропиклă тата вăтаçĕртинĕслĕ. Кăрлачри сывлăшăн вăтам температури +10 градус, утăра — +34 градус. Çулти вăтам нӳрĕклĕх — 160–180 мм. Нӳрĕк раштав-кăрлачра чылай ӳкет. Çу тапхăрĕ: çу-юпа: ун чух Багдадра чи шăрăх типĕ çанталăк тăрать (чи вĕри сывлăш, утăра +43 градус пулнă), çумăр сайра çăвать. Хĕл сезонĕ раштав-пушра; сывлăш +18 градусран ăшăрах тăмасть.

Çу-çĕртме уйăхĕсенче çурçĕр-анăç çилĕ вĕрет, Багдадра тата таврашĕнче часах тусанпа хăйăр тăвăлĕ алхасать.

Халăх йышĕ, чӗлхе, тĕн

АПШ Ирака хирĕç вăрçă (2003) пуçличчен Багдадра 5.1 млн ытла çын пурăннă. Халĕ çын хирĕçӳре вилнипе, урăх хулана е ют çĕре тухса кайнипе халăх йышĕ самаях ӳкĕннĕ, анчах та тĕрĕс хыпар пама май çук.

Этнос енчен хула халăхĕ шутĕнче ытларах арапсем (75 %), çаплах куртсем, турккăсем, ассирисем, эрменсем, еврейсем тата урăххисем те. Патшалăх чĕлхи — арап чĕлхи, курт чĕлхи те анлă саралнă, унăн статусĕ официаллă шутланать. Тĕне тытса пыракан çынсем хушшинче Багдадра шиит тата суннит йӳнлĕ мăсăльмансем (90 % ытла), христианлăхпа иудаисăма йĕркипе пурăнакан та чылай.

Хулан кун-çулĕ

Хула çĕр вырăнĕнче, историксем палăртнипе, пирĕн эрăччен XIX—XVIII ĕмĕрсенче пурăну вырăнĕсем пулнă. Багдада хăйне 762 çулта Тигр шывĕн анăç çыранĕнче никĕс хунă.

Этеп кăнарлăхĕ

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Густерин П. В. . — М.: Восток—Запад. — ISBN 978-5-478-00729-4.

Категорисем