Григорьев Николай Григорьевич (критик)
Григорьев Николай Григорьевич, — литература критикĕ. 1930 çулхи ака уйăхĕн 7 Чăваш Енĕн Ҫӗрпӳ районӗнчи Кăкар ялĕнче çуралнă.
1981 çултанпа СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ.
Пурнăçĕ
Йӗкӗрвар вăтам шкулĕнче, Чăваш педагогика институчĕнче вĕреннĕ.
Чăваш кĕнеке издательствинче редактор, «Тăван Атăл» журналăн яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ.
Ӗçĕсем
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Юратнă сăнарсем» (1980);
- «Ӗмĕтпе ĕç» (1985);
- Пурăнатпăр-ха! Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай. 2012
- тата ыттисем.