Тӑван Атӑл (журнал)
Тăван Атăл, — чăваш çыравçисен илемлĕ литература журналĕ.
Журнала Хыпар издательство çурчĕ кăларать. Уйăхра пĕрре тухса тăрать.
Тĕп редактор — Т. Г. Вашуркина.
Кунçулĕ
1931 çулта «Трактăр» ятпа çуралнă. 1965 çулччен илемлĕ литература альманахĕ шайĕнче тухнă. 1940-1944 çулсенче (пурĕ 17 кĕнеке) «Илемлĕ литература» ячĕпе пичетленнĕ. 1944 çулта 18 кĕнекине пичетленĕ чухне ятне хальхи çине улăштарнă. 1965 çулхи иккĕмĕш номерĕ хыççăн тапхăрпа тухакан журнал шутланать.
Журнала тĕрлĕ тапхăрта Чăваш Енри паллă çыравçăсем — В.Краснов-Асли, Л.Агаков, А.Алка, П.Хуcанкай, Я.Ухсай, Г.Ефимов, Ю.Скворцов, Х.Уяр, А.Емельянов, А.Галкин, В.Давыдов-Анатри, М.Волкова, М.Ухсай, А.Кăлкан, Г.Орлов, Ю.Сементер, М.Сэниель, Н.Теветкел, Л.Таллеров, П.Эйзин тата ыттисем — хăйсен ĕçĕсене шанса панă.
Журнал редакторĕсем
Çав. пекех
- Атăл юрри, альманах, 1919 - халиччен, Чĕмпĕр.
- «Шурӑмпуҫ» журнал, 1919-1921, Чĕмпĕр.
- «Утăм» журнал, 1928-1929, Хусан.
- «Хӗрлӗ Урал» журнал, 1934-1936, Ӗпхӳ.
- «Вӑтам Атӑл» журнал , 1931-1935, Самар.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Журналăн çĕнĕ номерĕ пирки пĕлтерни 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хĕветĕр Агивер асилĕвĕсем( ӗҫлемен каҫӑ)
| Ку пичет кăларăмĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |