Малов Аркадий Васильевич

Аркадий Васильевич Малов (1928 ҫулхи акан 26-мӗшӗ, Элĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1995 ҫулхи акан 25-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш сӑвӑҫи, прозаикӗ, литература куҫаруҫи[1][2]. 1974 ҫултанпа СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ[2].

Пурнӑҫӗ

Чӑваш АССР-ӗнчи Элӗк районне кӗрекен Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралнӑ.

Вӑтам пӗлӗве Хутарти вӑтам шкулта илнӗ. 1950 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. Совет Ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ (1950–1953 ҫулсенче)[2][3].

Аркадий Маловӑн ӗҫӗ-хӗлӗ журналистикӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Социалистический труд» хаҫат редакцийӗнче редактор пулса ӗҫленӗ[3], «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗнче (1955–1962 ҫулсенче)[2][3], «Ялав» журналӑн яваплӑ секретарӗ (1963–1970 ҫулсенче)[2][3], «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗ (1970–1971 тата 1978–1989 ҫулсенче) пулса вӑй хунӑ[2][3][1].

Пултарулӑхӗ

Пӗрремӗш сӑввине 1949 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ[3]. Сӑвӑ кӗнекисен авторӗ: «Сывлӑм», «Пирӗн вӑхӑт», «Шуҫӑм ҫути». Хӑйӗн сӑвӑлла хайлавӗсенче тӑван тавралӑх, ҫынсен хушшинчи ҫыхӑнусем ҫинчен ҫырнӑ[2].

Аркадий Малов чӑваш ҫыравҫисен — Л. Я. Агаковӑн, А. Д. Калканӑн, И. С. Тукташӑн, П. П. Хусанкайӑн тата ыттисен — пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ литература критика статйисен авторӗ пек паллӑ[2][3].

Куҫаруҫӑ пулнӑ май вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен хайлавӗсене куҫарнӑ. Вӑл Р. Бёрнсӑн, А. Барбюсӑн, Т. Г. Шевченко, Л. Н. Толстойӑн хайлавӗсене, М. А. Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романне (2–4-мӗш кӗнекисене) вулакансем патне чӑвашла ҫитернӗ[2][3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Малов А. В. биографийӗ. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Малов Аркадий Васильевич // Чӑваш энциклопедийӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Чӑваш ен еткерлӗхӗ: Малов Аркадий Васильевич. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Дедушкин, Н. Сăвăç, куçаруçă, критик / Н. Дедушкин // Тăван Атăл. – 1988. – № 4. – С. 59–60.
  • Афанасьев, П. Малов Аркадий Васильевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Шупашкар, 2006. – С. 253–254.
  • Тимуков, А. Н. Малов Аркадий Васильевич / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Шупашкар, 2001. – С. 259.
  • Ялгир, П. Малов Аркадий Васильевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Шупашкар, 2005. – С. 65.

Каçăсем