Алентей Василий Степанович

Алентей Василий Степанович (паспортра: Алендеев; 1919 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ, Кĕтеснер, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, РСФСР[d]1989 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи чăваш ҫыравçи, публицисчӗ, критикӗ. Чăваш АССР халăх çыравçи (1983)[1], СССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1958)[1]. Тăван Çӗршыв вăрçин 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ орденӗсене тивӗçлӗ пулнă[2].

Пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ

1919 çулхи юпан 16-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи Кӗтеснер ялӗнче (халӗ Чăваш Республикин Вăрмар районӗ) çӗр ӗçченӗн кил-йышӗнче çуралнă[1][3]. Мӑнҫырмари вăтам шкултан вӗренсе тухнă хыççăн 1937 çулта Вăрмар район хаçачӗн редакцийӗнче ӗçлеме пуçланă[4].

1939 çулхи кӗркунне Хӗрлӗ Çара хӗсмете тăнă, Эстони чиккинче пограничник пулнă[4]. 1941 çултанпа Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче — Ленинград фронтӗнче çапăçнă[2]. 1943 çулта йывăр аманнă хыççăн (урине татнă) эвакогоспитальте сыватнă та демобилизациленӗ[4]. Йывăр аманăва пула 1943 çулта тăван ялне таврăннă[2].

1944 çулта Шупашкарти пӗр çуллăх парти шкулне вӗренсе тухнă, хыççăн Вăрмарти ФЗО шкулӗнче директор çумӗ пулса ӗçленӗ, кайран район хаçачӗн редакторӗ вырăнӗнче вăй хунă[3][4]. 1947 çулхи нарăс уйăхӗнче «Ялав» журналта пӗрремӗш сăввисем пичетленнӗ[4]. 1951 çулта Чулхулари икӗ çуллăх парти шкулне вӗренсе пӗтернӗ[1]. 1951–1961 çулсенче Чăваш кӗнеке издательствин тата «Тăван Атăл» альманахăн редакторӗ пулса ӗçленӗ[3]. 1961 çултанпа профессиллӗ çыравçă ӗçне куçнă[4].

Чăваш АССР Аслă Канашӗн депутачӗ пулнă, Чăваш АССР Ҫуравҫӑсен пӗрлӗхӗн председателӗнче ӗçленӗ[3]. Василий Алентей 1989 çулхи пушăн 15-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ[1].

Пултарулăхӗ

Алентей сăвăсем те çырнă, анчах та прозăра унăн ăсталăхӗ ытларах палăрнă[1]. Унăн тӗп жанрӗсем — калав, повеç, роман, очерк. Хайлавӗсенчи тӗп темăсем — ял пурнăçӗ, салтаксен фронт кун-çулӗ[1].

30 çул тивӗçлӗ ӗç хушшинче 30 ытла кӗнеке çырса кăларнă[3][1]. Вăл — куçаруçă тата çутçанталăка хӳтӗлес ыйтусемпе публицистика статйисен авторӗ[1].

Чăвашла кăларнă кӗнекисем:

  • «Пирӗн кил» (1953);
  • «Тăван хирсем» (1955);
  • «Тепре куриччен» (1957);
  • «Ушкăн-ушкăн пӗлӗт иртет» (1961);
  • «Вӗлле хурчӗ — ылтăн хурт» (1964, 2006);
  • «Юратрăм эп, хирсем, сире» (1966);
  • «Курăксене тайса çил вӗрет» (1969);
  • «Салтак чӗри»;
  • «Виçӗ салтак»;
  • «Виçӗ ывăлпа виçӗ хӗр»;
  • «Сар çÿçеллӗ сарă тутăр»;
  • «Сӳнми çăлтăр»;
  • «Çӗмӗрт çеçкере»;
  • «Татах килсе кур»;
  • «Тăрисем çӳлте юрлаççӗ»;
  • «Тăрна сасси илтӗнет»;
  • «Тăшман ункинче»;
  • «Хветуççа»;
  • «Хӗрлӗ кӗпе»;
  • «Хирте вӗршӗнсем вӗçеççӗ»[1][3].

Вырăсла кăларнă кӗнекисем:

  • «Цивиль-река» (Çавал юханшывӗ, 1965);
  • «Запах хмеля» (Хăмла шăрши, 1978);
  • «Ветер клонит травы» (Курăксене тайса çил вӗрет, 1983);
  • «Красивая ты, рябина»;
  • «Шел солдат»[1][3]

Çавăн пекех вăл ют çӗршыв çыравçисен хайлавӗсене чăвашла куçарнă: В. Лацисăн «Çӗнӗ çырана» романне, А. Авдеенкон «Тиса çийӗн» повеçне, Б. Билль-Белоцерковскин «Америка çинчен калавсем» ярӑмне, С. Маршак сăввисене тата ыттисене[4].

Хисепӗсем

  • Чăваш АССР халăх çыравçи (1983)[1][4];
  • Халăхсен туслăхӗн орденӗ[1];
  • Тăван Çӗршыв вăрçин I степеньлӗ орденӗ[2];
  • Тăван Çӗршыв вăрçин II степеньлӗ орденӗ[2];
  • РСФСР Аслă Канаш Президиумӗн Хисеп грамоти[1];
  • Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумӗн Хисеп грамоти[1].

Астӑвӑм

  • Шупашкарта Алентей ячӗпе урам хисепленет, Павлов мичман урамӗнчи 30-мӗш ҫурт сине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Тӑван ялӗнче Кӗтеснерте асӑну хӑми ҫакнӑ, Алентей паркне уҫнӑ[5][6][7][8].
  • К. В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче тата Вӑрмарти халӑх историпе таврапӗлӳ музейӗнче Алентее халалланӑ экспозицисем йӗркеленӗ[9][10].
  • Ҫулсерен тивӗҫлисене Василий Алентей ячӗллӗ литература премине параҫҫӗ[11][12].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15 Алендей, Василий Степанович. Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Алендей Василий Степанович. Бессмертный полк. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Алендеев Василий Степанович. Урмарский район Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Алендей Василий Степанович. pchd21.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  5. ^ Улица Василия Алендея. 2ГИС. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  6. ^ Памятная доска Василию Алендею. 2ГИС. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  7. ^ Открытие мемориальной доски в память народному писателю. Официальный портал органов власти Чувашской Республики (Урмарский район) (10 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  8. ^ В Кудеснерах открыли парк имени Василия Алендея. Советская Чувашия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  9. ^ В Литературном музее прошел вечер памяти народного писателя Василия Алендея. Официальный сайт города Чебоксары. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  10. ^ Литературный вечер «Портрет наш земляк». Урмарская межпоселенческая центральная библиотека (12 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  11. ^ Литературная премия им. Василия Алендея. Литературная карта Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  12. ^ В честь знатного земляка В.С.Алендея - конкурс. Официальный портал органов власти Чувашской Республики (Урмарский район) (6 ҫурлан 2005). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Адюкова И. В. Алендей 80 çулта / И. Адюкова // Eлчӗк ен. — 1999. — 16 юпа.
  • Алендей В. Асамлă хăват / В. Алендей // Ялав. — 1976. — № 11. — С. 28–29.
  • Волков И. В. Алендей пултарулăхӗнчи паллă йӗрсем / И. Волков // Хӗрлӗ ялав (Вăрмар р-нӗ). — 2000. — 15 утă.
  • Волков И. Пултаруллăхӗ нумай енлӗччӗ / И. Волков // Хыпар. — 1998. — 18 пуш.
  • Волков И. Пурăннă пулсан… / И. Волков // Хӗрлӗ ялав (Вăрмар р-нӗ). — 1999. — 23 юпа.
  • Григорьев Н. ӗç илемӗ / Н. Григорьев // Ялав. — 1980. — № 4. — С. 30–31.
  • Григорьев Н. Кунçул уттинчен юлмасăр / Н. Григорьев // Тăван Атăл. — 1979. — № 10. — С. 73–76.
  • Григорьев Н. Салтак паттăрлăхӗ / Н. Григорьев // Григорьев Н. Пархатарлă сăнар, сăнарлă чӗлхе. — Шупашкар, 1990. — С. 117–133.
  • Григорьев Н. Туслăхра — вăй / Н. Григорьев // Тăван Атăл. — 1981. — № 3. — С. 76–79.
  • Григорьев Н. Ялти ӗç илемӗ / Н. Григорьев // Григорьев Н. Пархатарлă сăнар, сăнарлă чӗлхе. — Шупашкар, 1990. — С. 134–147.
  • Давыдов-Анатри В. Халăх писателӗ / В. Давыдов-Анатри // Тăван Атăл. — 1989. — № 10. — С. 61–65.
  • Долгов-Кавалсем В. Яшлăх сăн-сăпачӗ / В. Долгов-Кавалсем // Хыпар. — 1997. — 12 чӳк.
  • Иванов Ип. Салтак чӗри / Ип. Иванов // Иванов Ип. Халăх чунӗ. — Шупашкар, 1972. — С. 100–104.
  • Изоркин А. Яшлăхри йӗртен пăрăнмасăр / А. Изоркин // Ялав. — 1973. — № 4. — С. 77–78.

Каçăсем