Агаков Леонид Яковлевич
| Леонид Яковлевич Агаков | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ | 1910 ҫулхи акан 18-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ | 1977 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ (67 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Гражданлӑх |
|
| Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | чăваш прозăçи, драматургĕ, сатирикĕ, театр тишкерӳçи |
| Жанр | проза, публицистика |
| Хайлавсен чӗлхи | чăваш |
| Наградӑсем |
|
Леонид Яковлевич Агаков (1910 ҫулхи акан 18-мӗшӗ, Çуткасси, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1977 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чӑваш ҫыравҫи, прозӑҫи, драматургӗ, сатирикӗ, очеркисчӗ. 50 ытла кӗнеке авторӗ. Чӑваш АССР халӑх ҫыравҫи (1974), Чӑваш Комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (1967).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1910 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче (ака, 18) Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Ҫуткасси ялӗнче (халӗ — Чӑваш Республикин Етӗрне муниципаллӑ округӗ) ял учителӗн ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӑваш.
1916 ҫулта 6 ҫулта тӑван ялӗнчи шкулта вӗренме пуҫланӑ. 1922 ҫ. Етӗрнери II сыпӑклӑ шкула куҫнӑ, кайран вӑл педагогика техникумӗ пулса тӑнӑ. 1928 ҫулта техникумран вӗренсе тухнӑскере «Канаш» хаҫата редактор пулса ӗҫлеме янӑ.
1930 ҫултанпа Агаков Чӑваш патшалӑх издательствинче илемлӗ тата ача-пӑча литературин редакторӗнче ӗҫленӗ, чӑваш хаҫачӗсемпе ҫыхӑну тытнӑ. Ҫав ҫулсенче унӑн «Юлашки юмах», «Вӗтлӗхри отряд», «Инкесем» калавсен пуххисем, ҫавӑн пекех «Хãват», «Ултав» тата ытти пьесӑсем тухнӑ.
1932 ҫ. ҫамрӑк автор А. В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн патшалӑх институчӗн драма факультетне (ГИТИС) вӗренме кӗнӗ. Кунта вӑл куҫарусемпе кӑсӑкланнӑ: Гоголь, Островский, Гольдони, Чехов, Горький, Вирт, Биль-Белоцерковский тата ытти классиксен пьесисене куҫарнӑ.
1935 ҫул тӗлне Агаков Чӑваш АССР Писательсен союзӗн драма секцине ертсе пынӑ, театр училищинче вӗрентнӗ тата Чӑваш АССР Совнаркомӗн ӳнер ӗҫӗсен управленийӗ ҫумӗнчи театрсене тӗрӗслесе тӑнӑ.
1937 ҫ. Шупашкартан Пушкӑрт АССРӗнчи Пишпӳлек ялне тухса кайнӑ, унта колхоз театрне ертсе пынӑ. Ҫулталӑк иртсен Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ. Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн «Ҫунатлӑ хӗрупраҫ», «Артистка», «Разведчик», «Джунгали», «Пулеметчик-поэт» калавсем, ҫавӑн пекех «Пӗрре ҫуркунне» повесть тухнӑ.
1939 ҫулта таврӑнсан вӑл Чӑваш АССР Совнарком ҫумӗнчи Тӗп репертуар комитечӗн уполномоченнӑйӗ пулнӑ, СССР Писательсен союзне йышӑннӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан 1941 ҫулта фронта мобилизациленӗ. Стрелоксен дивизинче рота командирӗ пулнӑ, каярах — дивизи хаҫачӗн секретарӗ. Фронтра «Тӑван юншӑн», «Мучи», «Фронтри ачисем» тата ытти хайлавсене ҫырнӑ. 1943 ҫулта ВКП (б) ретне кӗнӗ.
Аманнӑ, 1944 ҫулта киле таврӑннӑ, Чӑваш кӗнеке издательствине тӗп редактор пулса ертсе пынӑ.
1950 ҫулта Чӑваш АССРӗн Писательсен союзӗн Правлени председателӗ тата Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ (1955 ҫулччен) пулса тӑнӑ. 1954—1957 ҫулсенче «Коммунизм ялавě» хаҫатӑн литература уйрӑмне ертсе пынӑ, кайран — «Капкӑн» журнала.
1957—1963 ҫулсенче профессионал ҫыравҫӑ пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах «Тӑван Атӑл» альманахӑн штатра тӑман редакторӗ пулса ӗҫленӗ, 1963 ҫулта унӑн редакторӗ пулса тӑнӑ.
1977 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Шупашкар хулин мемориал ҫӑвинче пытарнӑ.
Ҫемье
- Ашшӗ — Агаков Яков Ананьевич, Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑскер, чӑваш чӗлхипе литературине тата музыкине вӗрентнӗ[1][2].
- Шӑллӗ — Агаков Владислав Яковлевич, Литература институтне вӗренсе пӗтернӗ, классика музыкипе кӑсӑкланнӑ, вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенче фронтра пуҫ хунӑ[3][4].
- Йӑмӑкӗ — Агакова Олимпиада Яковлевна (1918—1999), юрӑҫ (лирикӑллӑ сопрано), педагог, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1950).
- Мӑшӑрӗ — Лазарева (Агакова) Александра Назаровна (1917—1978), чӑваш ҫыравҫи.
- Хӗрӗ — Агакова Алиса Леонидовна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки[5].
Литература пултарулăхĕ
Литература ӗҫне Леонид Агаков 1928 çулта «Тумхахлă çул» калавпа пуҫланӑ. Ун хыççăн çăмрăк çыравçă «Вӗтлӗхри отряд» (1931), «Юлашки юмах» (1931) новеллăсем тата «Хăват» (1932), «Ултав» (1934) пьесăсем хайланă.
1940 çулта çырнă «Пĕрре, çуркунне...» повĕçре ял çĕр ĕçтешĕсен психологине, халăх йăлине, выçă çулсенчи йывăрлăхсене кăтартать. Кулаксен сăнарĕсене гротеск, сатира енĕпе ӳнерленĕ. «Фронтри ачасем» (1943), «Тăван юншăн» (1943), «Çапăçу хирĕнче» (1944) новеллăсен пухăмĕнче çыравçă фашистсемпе çапăçакан маттур çынсене кăтартнă.
Вăрçă вĕçленсен Агаков паттăрлă тата авантюра повеçĕсене хайланă: «Партизан Мурат» (1947, 1965), «Ылтăн вăчăра» (1948), «Пĕр хулара» (1952), «Салтак ачисем» (1965), «Юманлăхра çапла пулнă» (1964).
Автор романтика мелĕпе чылай ĕçленĕ, унăн паттăрĕсем харсăр. 1971 çулта пичетрен «Шанчăк» романĕ тухать. 1974 çулта Агаков «Чи хакли» роман кăларать.
Çыравçă камит жанрĕнче те тăрăшса ĕçленĕ (10 ытла пĕр актлă камит), чылай сатира калавĕ «Кулас килет» (1955), «Качака такисем» (1958), «Лайăх эмел» (1969), «Вăрттăн упăшка» (1977) кӗнекесенче кун ҫути курнӑ.
Пурĕпе пичетленнĕ 55 кĕнеке йышĕнчен 10 вырăс, украин тата беларус чĕлхисемпе пичетленсе тухнă.
Кӗнекисем
- Агаков, Л. Я. Бруствер ҫинчи чечексем : повесть тата калавсем / Л. Я. Агаков. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 272 с.
- Агаков, Л. Я. Вӑрҫӑ ачисем : повесть / Л. Я. Агаков. — Шупашкар, 1948. — 160 с.
- Агаков, Л. Я. Вӑрҫӑ кӗрленӗ чух… : повеҫсем / Леонид Агаков. — Шупашкар, 1973. — 456 с.
- Агаков, Л. Я. Вӑрттӑн упӑшка : кулӑшла калавсем / Л. Агаков. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1977. — 247 с.
- Агаков, Л. Я. Вӗтлӗхри отряд / Л. Я. Агаков. — Мускав : СССРти халӑхсен тӗп издательстви, 1931. — 32 с.
- Агаков, Л. Я. «Волонтёр» коммунӑн пурнӑҫӗ : [очерксем] / Л. Агаков. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеки уйрӑмӗтипография школы ФЗУ, 1930. — 16 с.
- Агаков, Л. Я. Вырӑс каччи : повесть / Леонид Агаков. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1980. — 181 с.
- Агаков, Л. Я. Епле тӳсетӗн-ха кулмасӑр? : калавсем / Леонид Агаков. — Шупашкар : Чӑваш АССР гос-во изд-ви, 1960. — 38 с. : портр.
- Агаков, Л. Я. Инкесем : тӑватӑ калав / Леонит Акаккӑв. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке уйрӑмӗ, 1931. — 43 с.
- Агаков, Л. Я. Качака такисем : кулӑшла калавсем / Л. Агаков ; [худож. Л. Осинский]. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1959. — 195 с.
- Агаков, Л. Я. Кулас килет : калавсемпе фельетонсем / Л. Агаков. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1955. — 206 с.
- Агаков, Л. Я. Лайӑх ҫынсем ҫинчен : очерксем / Леонид Агаков ; [худож. Э. Юрьев]. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1961. — 88 с.
- Агаков, Л. Я. Лайӑх эмел : сатирӑпа юмор / Л. Я. Агаков. — Шупашкар : Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 248 с. : ил.
- Агаков, Л. Я. Манӑн пӗчӗк туссем : (ача-пӑча калавӗсем) / Л. Агаков. – Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
- Агаков, Л. Манӑн туссем : калавсем / Леонид Агаков ; [ред. Г. И. Краснов]. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1941. — 72 с.
- Агаков, Л. Я. Медаль : [калав] / Л. Агаков. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1945. — 23 с.
- Агаков, Л. Я. Партизан Мурат : приключениллӗ повеҫ / Л. Я. Агаков. — Шупашкар : Чӑвашиздат, 1966. — 236 с.
- Агаков, Л. Я. Пӗр хулара : [повесть тата калавсем] / Л. Агаков ; Ф. Осипов ӳнерҫи. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1952. — 232 с. : ил.
- Агаков, Л. Я. Пӗр хулара ; Ылтӑн вӑчӑра : калавсем / Л. Агаков. — Шупашкар : Чӑваш АССР гос-во изд-ви, 1958. — 384 с. : ил, портр. — Загл. обл.: Ылтӑн вӑчӑра.
- Агаков, Л. Я. Пӗрре, ҫуркунне… : повесть / Л. Агаков ; [ред. С. Шавлы]. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1941. — 243 с.
- Агаков, Л. Я. Салтак ачисем : повеҫпе калав / Л. Я. Агаков. — Шупашкар, 2002. — 254 с.
- Агаков, Л. Я. Салтак чунӗ : калавсем / Л. Я. Агаков ; ред. С. В. Эльгер. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1947. — 108 с.
- Агаков, Л. Я. Салтаксем : повеҫсемпе калавсем / Л. Я. Агаков ; [ред. М. П. Сениэь ; худож. Вл. Л. Агаков]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 384 с.
- Агаков, Л. Я. Сиенлӗ чап : пӗчӗк камитсемпе мыскарасем / Л. Я. Агаков ; [худож. В. Е. Емельянов] ; ред. Г. Ф. Трофимов. — Шупашкар : Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 167 с.: ил.
- Агаков, Л. Я. Ҫапӑҫу хирӗнче : калавсем / Л. Я. Агаков. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1944. — 139 с.
- Агаков, Л. Я. Тӑван юншӑн : (Партизан Мурат) : повесть / Л. Я. Агаков. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1943. — 144 с.
- Агаков, Л. Я. Ултав : ача-пӑча театрӗ валли ҫырнӑ пилӗк картинлӑ пьеса / Леонид Агаков ; редакторӗ В. Хворова/ — Шупашкар : Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1934. — 40 с.
- Агаков, Л. Я. Фронтри ачасем : ачасем валли калавсем / Л. Я. Агаков. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1943. — 87 с.
- Агаков, Л. Я. Хаклӑ кӗрӳ : сатирӑпа юмор / Л. Агаков. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1962. — 215 с.
- Агаков, Л. Я. Хастарлӑх : [очерксем] / Л. Агаков. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1958. — 140 с.
- Агаков, Л. Я. Хӑват. [Чӗрӗ чӗресем] : 8 картинӑллӑ пьеса / Л. Агаков ; хыҫсӑмах авт. Н. Ваҫанкка. — Шупашкар : Чӑваш патшалӑх издательстви, 1932. — 107 с.
- Агаков, Л. Я. Чи хакли : роман / Леонид Агаков. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1974. — 382 с.
- Агаков, Л. Я. Шанчӑк : [роман, повесть] / Л. Агаков. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1971. — 416 с.
- Агаков, Л. Я. Ылтӑн вӑчӑра : повеҫ, калавсем / Леонид Агаков. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1966. — 264 с.
- Агаков, Л. Я. Ылттӑн вӑчӑра : повесть / Л. Я. Агаков. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1948. — 154 с.
- Агаков, Л. Я. Этем телейӗ : повеҫсемпе калавсем / Леонид Агаков. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1959. — 472 с. : ил.
- Агаков, Л. Я. Юлашки юмах : (ача-пӑча калавӗсем) / Л. Агаков. — Мускав : СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1931. — 39 с.
- Агаков, Л. Я. Юманлӑхра ҫапла пулнӑ : приключениллӗ повесть / Леонид Агаков. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2004. — 319 с.
- Агаков, Л. Я. Юманлӑхра ҫапла пулнӑ : повесть / Л. Я. Агаков. — Шупашкар, 1993. — 285 с.
- Агаков, Л. Я. Золотая цепочка : повесть : [для детей] / Леонид Агаков ; [ил. В. Макарова] ; авториз. пер. с чув. Алексея Далёкого. — Чебоксары : Чувашгосиздат, 1951. — 172 с. : ил.
- Агаков, Л. Я. Золотая цепочка : повесть : [перевод с чувашского] / Леонид Агаков ; [ил. Л. Осинского]. — Изд. перераб. — Чебоксары : Чувашгосиздат, 1956. — 155 с. : ил.
- Агаков, Л. Я. Золотая цепочка : повести: [для детей: пер. с чувашского] / Л. Я. Агаков. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 1976. — 383 с.
- Агаков, Л. Я. Однажды весной : повесть / Леонид Агаков. — Чебоксары, 1950. — 140 с.
Хисепӗсем
- Чӑваш АССР халӑх ҫыравҫи (1974);
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1968);
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (19.01.1944);
- «Ҫапӑҫури тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (25.05.1943);
- Чӑваш Комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (1967).
Астӑвӑм
- Л. Агаков ятне Шупашкар хулинчи урама панӑ;
- Л. Агаков ячӗпе Шупашкар хулин пӗр вулавӑшӗ хисепленет;
- Шупашкарти К. Маркс урамӗнчи вӑл 952-1977 ҫҫ. пурӑннӑ 31-мӗш ҫурт ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ О. Агакова (23.07.1918) - Электронный биобиблиографический указатель литературы. Центральная библиотека города Ядрина. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Олимпиада Яковлевна Агакова. Хыпар (30 ҫӗртмен 2018).
- ^ Т. Стрельцова. Талант остается с людьми , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнчи копийӗ // Чебоксарские новости. — 2008. — 29 июля. — С. 8.
- ^ Агакова, 2018, с. 6.
- ^ 8 апреля юбилей нашего земляка, писателя-фронтовика Леонида Яковлевича Агакова (выр.). Ядринский муниципальный округ Чувашской Республики (18 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
Вуламалли
- «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
- Дедушкин Н. С. Писатель–салтак. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд–ви, 1974.– 72 с.
- Агаков, Л. Писатель шкулĕ – пурнăç / Л. Ашаков // Литература вучахĕ : статьясен пуххи. – Шупашкар, 1986. – С. 22–30.
- Власова, Р. “Вилнисене те, пурăнакансене те чыслама пĕлместпĕр” / Р. Власова // Хыпар. – 2000. – 20 ака.
- Дедушкин, Н. Нумай енлĕ талант // Дедушкин, Н. Пурнăç илемĕпе хавхаланса / Н. Дедушкин. – Шупашкар, 1988. – С. 79–93.
- Дедушкин, Н. Халaх хисепe // Дедушкин, Н. Кунcул уттипе / Н. Дедушкин. – Шупашкар, 1975. – С. 194–198.
- Eфимов, Г. Аса илнисем / Г. Eфимов // Тaван Атaл. – 2003. – № 3. – С. 46–48.
- Eфимов, Г. Писатель – салтак / Г. Eфимов // Тaван Атaл. – 1995. – № 4. – С. 63–64.
- Малов, А. Сукмаклa сасa / А. Малов // Ялав. – 1990. – № 4. – С.28–29.
- Прокопьев, И. “Тата витeмлeрех каласа кaтартас килет...” / И. Прокопьев // Ялав. – 1996. – № 2. – С. 110–112.
- Сементер, Ю. Нимeн те шухaшласа кaларман...” / Ю. Сементер // Чaваш ен. – 1995. – 29 ака–6 cу (№ 18). – С. 13.
- Станьял, В. Паттaрлaх cутипе / В. Станьял // Тăван Атăл. – 1990. – № 4. – С. 65–67.
- Агакова, И. Герой моего рода : внуки о дедах / И. Агакова // Грани. – 2000. – 6 июня.
- Вихров, Г. Памяти Леонида Агакова / Г. Вихров // Республика. – 2000. – 21 апр.
- Дедушкин, Н. Оружием и пером / Н. Дедушкин // Совет. Чувашия. – 1990. – 18 апр.
- Долгов, В. Горячее сердце писателя / В. Долгов // Лауреаты премии комсомола Чувашии им. М. Сеспеля : сб. ст. – Чебоксары, 1979. – С. 23–30. – то же // Совет. Чувашия. – 1992. – 9 янв.
- Мытиков, Г. Талантливый писатель / Г. Мытиков // Знамя труда (Ядрин. р–н). – 2000. – 19 апр.
Каçăсем
«Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕсем |
|
|---|---|
Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертÿçисем |
|
|---|---|
- Акан 18-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1910 ҫулта ҫуралнисем
- Етӗрне уесӗнче ҫуралнисем
- Авӑнӑн 16-мӗшӗнче вилнисем
- 1977 ҫулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерӗсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Комсомолӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗсем
- Тăван Атăл журналăн тĕп редакторĕсем
- Раççей çыравçисем
- СССР çыравçисем
- Чăваш Енĕн çыравçисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш халăх çыравçисем
- Чăваш драматургĕсем
- Чăваш прозăçисем
- Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕсем