Дедушкин Николай Степанович

Дедушкин Николай Степанович (1915 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ, Элшел (ял), Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1995 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи чăваш литература тĕпчевçи, тишкерӳçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1964), СССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1964).

Биографийӗ

Н. С. Дедушкин 1915 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чӗмпӗр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Тутарстанăн Пăва районĕ) Элшел ялĕнче çуралнă[1].

1933 çулта Хусанти чăваш педагогика техникумӗнчен вĕренсе тухнă та Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче (И. Я. Яковлевăн тăван ялĕ) çамрăксен шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме тытăннă[1][2]. 1936–1940 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Институт хыççăн ăна чăваш литературине вĕрентме хăварнă, çавăн пекех шкул валли чăваш чĕлхипе литератури учебникĕсене редакциленĕ[1][3].

1940 çулхи авăн уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара илнĕ[1]. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, 1945 çулта Яппун милитарисчĕсемпе 2-мĕш Инçет Тухăç фрончĕ йышĕнче çапăçнă[3]. Çарта 1961 çулччен хĕсметре тăнă, полковник хисепне çити ӳснĕ. Çарта аслă инструктор, политуправлени инструкторĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ[1][3]. 1956 çулта Совет çарĕн политика йышĕн Аслă академи курсĕсене вĕренсе пӗтернӗ.

1960 çулта хĕсметрен таврӑнсан Ленинградра (халĕ Санкт-Петербург) 86-мĕш вăтам шкулта директор пулса ĕçленĕ[3]. 1964 çулта «Чувашская литература периода Великой Отечественной войны» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ, СССР Çыравçисен пĕрлешĕвне йышăннă[1][2].

1967–1978 çулсенче Чăваш АССР Çыравçисен пĕрлешĕвĕн правленине ертсе пынă[2][3]. Çав вăхăтрах СССР ÇП правленин пайташĕ тата секретарĕ пулнă, Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланнă. 1971–1994 çулсенче И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче доцент пулса ĕçленĕ[2][3].

1995 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

Дедушкин литература тишкерӳ ĕçĕсене студент чухнех пичетлеме тытăннă. Унăн пĕрремĕш статйисем 1935 çулта тухнă[1]. Вăл 100 ытла статья çырнă, вĕсенче К. В. Ивановăн, Т. С. Тайӑрăн, Н. И. Шелепин, Н. Янкасăн тата ытти çыравçăсен пултарулăхне тишкернĕ[1].

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи чăваш литературине тĕпчес ĕçе нумай вӑхӑт уйӑрнă. Вăрçă çулĕсенче фронт хаçачĕсенче И. Эренбург, К. Симонов, О. Гончар ĕçĕсем çинчен статьясем пичетленĕ[1].

Кĕнекисем

  • «Чувашская литература в период Великой Отечественной войны» (Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи чăваш литератури, 1962);
  • «Пăшалпа та, перопа та» (1970)[2];
  • «Самана уттипе» (1975)[2];
  • «Аслă Çĕнтерӳ çулĕпе» (1985)[2];
  • «Пурнăç илемĕпе хавхаланса» (1988).

Хисепӗсем

Николай Дедушкин çарти тата литература ĕçĕсемшĕн нумай хисепе тивĕçнĕ:

  • Икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ;
  • I степеньлĕ Тăван Çĕршыв вăрçин орденĕ;
  • II степеньлĕ Тăван Çĕршыв вăрçин орденĕ;
  • Хисеп Палли орденĕ (1975)[3];
  • Халăхсен туслăхĕн орденĕ (1984)[3];
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн», «Çапăçура палӑрнӑшӑн» медальсем[1];
  • 1971 çулта Тĕнче тăнăçлăх канашĕн кĕмĕл медальне тивĕçнĕ[3].

Астӑвӑм

  • 2015 çулта, Н. С. Дедушкин çуралнӑранпа 100 çул ҫитнӗ тӗле, Элшел ялĕнче асăну хăмине уçнă[2].
  • И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетĕнче унăн пурнăçне тата ĕçне халалланă фотовыставка иртнĕ[3][4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Литературное творчество периода Великой Отечественной войны. Respublika21. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Дедушкин, Николай Степанович (литературовед). Наследие Чувашии.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 2015.04.04 И оружием, и пером! Cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  4. ^ В Чебоксарах открылась фотовыставка, приуроченная к 100-летию со дня рождения выдающегося литературного критика Николая Дедушкина. Cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.