Яковлев Иван Яковлевич
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Яковлев Иван Яковлевич (1848 ҫулхи акан 13-мӗшӗ [25-мӗшӗ][1] е 1848 ҫулхи акан 18-мӗшӗ [30-мӗшӗ][2], Кăнна Кушки, Пӑва уесӗ[3][4] — 1930 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ[3][4], Мускав[3][4]) — чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, православи миссионерӗ, педагог, халӑх шкулӗсене йӗркелекенӗ, Хусан вӗренӳ округӗнчи чӑваш шкулӗсен инспекторӗ (ертӳҫи) (1875—1903) тата хӑй йӗркеленӗ Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗн (1868—1919) инспекторӗ, ҫӗнӗ (хальхи) чӑваш алфавита (1870-мӗш ҫулсем) йӗркелекенӗ, чӑвашсем валли чӑваш тата вырӑс чӗлхисен вӗренӳ кӗнекисене хатӗрлекенӗ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, фольклорист. Чӑн статски канашҫӑ(выр.)чăв. (1904).
Биографийӗ
Ӑҫта ҫурални, пӗлӳ илни
Иван Яковлевич Яковлев 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи (халӗ — Тутар Республикин Теччӗ районӗ) Кӑнна Кушки чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ. Амӑшӗ — Настасья Васильевна Макарова, ача ҫуралсан икӗ е виҫӗ кунтан вилнӗ. Ашшӗне илес пулсан, И. Я. Яковлев «ҫемьере ҫуралман ача» шутланнӑ[5][6]. Ҫавӑнпа та ашшӗ пирки официаллӑ сведенисем ҫук. Ирех амӑшӗсӗр юлнӑскере тӑван ялӗнчи чӑваш удел хресченӗ Пахом Кириллов усрава илнӗ. Ячӗпе хушаматне хӑйӗн хреснашшӗн Иван Яковлев ятӗнчен илнӗ[7].
Амӑшӗн, унсӑр пуҫне, тата та ачасем пулнӑ — Иванӑн тӑван аппӑшӗпе пиччӗшӗ Кулине тата Иван[6].
Сакӑр ҫул тултарсан 1856 ҫулта удел ведомстви хушнипе Иван Яковлева Пӑва уесӗнчи Кивӗ Пӑрӑнтӑк ялӗнчи удел училищине вӗренме янӑ. Ку ялта арҫын ача Мушкеевсен вырӑс хресчен ҫемйинче пурӑннӑ. 1860 ҫулта училищерен вӗренсе тухсан чи лайӑх вӗренекен ятне тивӗҫнӗскере Чӗмпӗрти уес училищине илнӗ. Ҫак ҫулӑн вӗҫӗнче вӗренекенсен ушкӑнӗнчи ытти ачасемпе пӗрле Иван Яковлева Чӗмпӗрти арҫынсен гимназийӗ ҫумӗнче тин ҫеҫ уҫӑлнӑ ҫӗр виҫевӗпе таксатор класне куҫарнӑ, унта вӑл 1863 ҫулччен пӗлӳ пухнӑ. Вӗренсе пӗтерсен ӑна Чӗмпӗрти удел кантурне службӑна янӑ, тӑватӑ ҫула яхӑн вӑл ялсенче ҫӗр виҫекен пулса ӗҫленӗ[7].
Чӗмпӗр, Хусан тата Самар кӗпӗрнисем тӑрӑх час-часах ҫӳренӗ май Иван Яковлев вырӑс, тутар, чӑваш, мордва халӑхӗсен культурипе, пурнӑҫӗпе тата йӑли-йӗркипе паллашнӑ. XIX ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчи либераллӑ шухӑшсен витӗмӗпе вӑл чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне ҫутта кӑларса, хутла вӗрентсе тата вырӑс культурипе паллаштарса ҫӑмӑллатма май пур текен шухӑш патне пырса тухать. Майӗпен Иван Яковлев пуҫӗнче чӑваш культурине чӗртсе тӑратма май паракан плансем йӗркеленеҫҫӗ. Апла пулин те ҫакна пурнӑҫлама хушма пӗлӳ кирлине туять вӑл[8].
1864 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 1866 ҫулхи раштав уйӑхӗччен удел ведомствинче службӑра тӑнӑ. 1866 ҫул вӗҫӗнче Яковлев удел ведомствинчи ӗҫрен аран-аран хӑтӑлнӑ (саккун тӑрӑх патшалӑх шучӗпе вӗреннӗ тӑлӑх ачан 10 ҫула кая мар ӗҫлемелле пулнӑ) та 1867 ҫулхи кӗркунне Чӗмпӗрти арҫын гимназийӗн V класне вӗренме кӗнӗ. Унта вӗреннӗ чухне Яковлев Чӗмпӗре хӑй патне тӑван ялӗнчи А. В. Рекеева йыхравласа илнӗ, унтан ытти чӑваш арҫын ачисене те чӗнсе илсе репетитор пек ӗҫлесе тупӑш илнӗ укҫа-тенкӗпе вӗсене вӗрентме тытӑннӑ. Ҫапла майпа йӗркеленӗ уйрӑм ҫын шкулӗ малалла та сарӑлса пынӑ, ку тӗлӗшпе ӑна Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи халӑх училищисен инспекторӗ И. Н. Ульянов самай пулӑшнӑ. 1868 ҫулхи авӑнӑн 1(13)-мӗшӗнче вӑл Чӗмпӗрти арҫын классика гимназийӗн V класне вӗренме кӗнӗ. 1868 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче (чӳкӗн 9-мӗшӗнче) Чӗмпӗр чӑваш шкулне никӗсленӗ[8].
1870 ҫулта Иван Яковлев ылтӑн медальпе гимназирен вӗренсе тухса Хусан университетне вӗренме кӗнӗ. Вӑл студент пулнӑ чухне Чӑваш шкулне тытса тӑрас ӗҫӗ хӑйӗн ҫине И. Н. Ульянов илнӗ, Яковлев унта тачӑ ҫыхӑну тытнӑ, унран вӗренӳ кӗнекисем, тӗрлӗ литература, хӑшпӗр чухне тата — пулӑшу та илнӗ[8].
Ҫутӗҫ ӗҫӗ
Университетра Яковлев Н. И. Ильминский профессор ӑсчах-ориенталистпа паллашнӑ, унпа «ют халӑхсен» (наци) ыйтӑвӗпе консультаци илет. 1871 ҫул вӗҫнелле Ильминский пулӑшнипе Иван Яковлев вырӑс графикине тӗпе хурса ҫӗнӗ чӑваш алфавичӗн пӗрремӗш вариантне хатӗрлет, ку енӗпе вӑл Н. И. Золотницкийӗн ӗҫӗпе тавлашса ӗҫлет[9][10][11][12]. XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчен усӑ курнӑ кивӗ чӑваш ҫырулӑхӗ И. Я. Яковлева тивӗҫтермен.
Яковлев алфавичӗ малалла лайӑхланса пынӑ. 1872 ҫулта унпа усӑ курса букварь кӑларнӑ. Яковлев букварӗн малтанхи икӗ кӑларӑмне, хӑй те укҫӑ-тенкӗ енчен йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ пулин те, хӑйӗн укҫи-тенкипе кӑларнӑ. Ун чухнехи консерваторсем букваре ытла та хирӗҫ йышӑннӑ: «Ӗҫе пикеннӗ ҫамрӑкӑн кӑмӑл-сипечӗ ҫирӗпленсех ҫитменни ют халӑх ӗҫӗнче тӗрӗс мар ҫул ҫине тӑнин сӑлтавӗ пулнӑ. Яковлев господин вӗрентӳ ӗҫӗнче чӑваш чӗлхине кӗнекене кӗртме шухӑшласа хунӑ…» («Церковно-общественный вестник», Хусан епархийӗн журналӗ, 1884,9 №)[13].
1875 ҫулта Иван Яковлев Хусан университечӗн историпе филологи факультетӗнчен ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ та ӑна Хусан вӗренӳ округӗнчи чӑваш шкулӗсен инспекторне вырнаҫтарнӑ, Чӗмпӗр хулинче пурӑннӑ май вӑл пӑхса тӑмалли шкулсен йышне Хусан, Чӗмпӗр, Самар, Сарӑту, Аҫтӑрхан тата Вятка кӗпернисен вӗренӳ заведенийӗсем кӗнӗ[14].
Ҫак вӑхӑтран Иван Яковлевич Яковлев хӑйӗн пурнӑҫне Чӗмпӗр чӑваш шкулӗпе ҫыхӑннӑ хӗрӳллӗ педагогикӑпа воспитани ӗҫне халалланӑ, ҫакӑ унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗн ӗҫӗ пулса тӑнӑ. Раҫҫейри прогрессивлӑ обществӑлла ӗҫпе ӗҫлекен ҫынсемпе ӗҫтешӗсем ҫине таянса вӑл шкула ертсе пынӑ, наци вӗрентӗвӗн педагогика мелӗсене хатӗрленӗ, чӑваш халӑхӗ хушшинче ҫӗнӗ шкулсем уҫнӑ, вӗренӳ кӗнекисем пухса кӑларнӑ, илемлӗ литература ҫырнӑ, вӗренӳ, илемлӗ, ял хуҫалӑх, медицина тата ытти литературӑна чӑвашла куҫарассине йӗркеленӗ. Ҫак ӗҫ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи наци шкулӗсем валли учительсем хатӗрлемелли никӗс пулса тӑнӑ[14].
Иван Яковлев С. Платонов(выр.)чăв., В. Радлов, А. Кони(выр.)чăв., В. Имшенецкий(выр.)чăв. академиксемпе, М. Балакирев, С. Смоленский музыка ӗҫченӗсемпе, Н. Кошелев(выр.)чăв. художник-академикпа тата ытти нумай ҫынпа ҫыру ҫӳретнӗ. Вӑл ҫыру ҫӳретнӗ корреспондентсен шутӗнче нимӗҫсен паллӑ издателӗ, Лейпцигри «Universal Bibliothek» никӗслевҫи А. Реклам, Франци ӑсчахӗсем Л. Сиклер, А. Пинар, Венгри ӑсчахӗсем Г. Балинт, Д. Месарош(выр.)чăв., «Revue Oriental» редакторӗ Бернат Мункачи академик тата ыттисем пулнӑ. 50 ҫул хушшинче Яковлев 2 пине яхӑн ҫыру ҫырнӑ. Вӗсен тӗп теми — тӑван халӑха ҫутта кӑларасси тата наци туйӑмне ҫӗклесси, вырӑс культурипе тачӑрах паллаштарасси. 50 ҫул хушшинче Яковлев йӗркеленӗ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ пин-пин учительпе учительницӑна вӗрентсе кӑларнӑ, юлашки ҫулсенче воспитанниксен шучӗ 350 ҫын (хӗрсемпе каччӑсем) таран ҫитнӗ. Вӑл ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекен, чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑларакан, вӗсене ял халӑхӗ хушшинче вун-вун пин экземплярпа саракан центр пулса тӑнӑ[15].
Шкултан вӗренсе тухнисенчен чылайӑшӗ тӗрлӗ аслӑ пӗлӳ паракан заведенисене ӑнӑҫлӑ пӗтерсе хӑйсен пурнӑҫ ҫулне «ӑслӑлӑхра, ӳнерте, ал ӗҫӗнче, ял хуҫалӑхӗнче тата ытти енпе» пысӑк ҫитӗнӳсем туса палӑртнӑ, — мӑнаҫланса ҫырнӑ И. Яковлев.
Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ ӗҫсене И. Яковлев ҫавӑн пекех вырӑспа ытти халӑхсемшӗн те тунӑ тесе шутланӑ. Вӑл нихӑҫан та хӑйӗн халӑхӗн интересӗсене ыттисен интересӗсемпе хирӗҫ тӑратман, халӑхсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнмаллишӗн тӑнӑ. Унтан та ытларах, вырӑс халӑхӗпе ҫывӑхлансан кӑна, Раҫҫей-Аннепе пӗрлешсен ҫеҫ чӑвашсем хӑйсене халӑх пек упраса хӑварма пултараҫҫӗ тесе шутланӑ. «Ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпӗ йӗркеленнӗ шкулӑн пӗр тӗллевӗ, — тесе ҫырнӑ И. Яковлев, — шкул программи, пурнӑҫ, йӑла-йӗрке никӗсӗ ҫинче вырӑспа чӑвашсене ҫывӑхлатма пулӑшасса пулнӑ. Ҫакна пурнӑҫлама ҫакӑн пек мерӑсем пулӑшмалла пулнӑ: 1) чӑваш халӑх массисем йышӑнакан христиан культурине хутшӑнни (И. Яковлев куҫару йӗркелесе Библин пӗр пайне чӑвашла куҫарнӑ: Ҫӗнӗ Халала тата Кивӗ Халалӑн уйрӑм кӗнекисене[16]. Хальхи вӑхӑтра Библие пӗтӗмпех чӑвашла куҫарнӑ та пичетлесе кӑларнӑ); 2) чӑваш литература чӗлхипе ҫырулӑхне, ҫитменнине вӑл вырӑс халӑхӗн алфавичӗпе ҫыхӑнса тӑмалла; 3) вырӑс халӑхне чӑвашсен пурнӑҫӗпе йӑли-йӗркипе паллаштармалла, унсӑр пуҫне чӑваш халӑхне те Раҫҫей-Аннен авалхи историйӗпе тата хальхи вӑхӑчӗпе паллаштармалла.
Иван Яковлевӑн ҫутӗҫ ӗҫӗсем:
- 1871—1873 — ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелени, чӑваш шкулӗсем валли букварьпе учебник кӑларни;
- 1875 ҫулхи, ҫӗртмен 17(29)-мӗшӗ — Хусан университетӗнчен вӗренсе тухни ҫинчен свидетельство илни;
- 1875 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ (авӑнӑн 9-мӗшӗ) — Хусан вӗренӳ округӗнчи чӑваш шкулӗсен инспекторне лартни;
- 1877 — Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ тӗп шкул статуса илни;
- 1877 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ (юпан 8-мӗшӗ) — Е. А. Бобровниковӑпа мӑшӑрланни;
- 1878 — тӗп шкул ҫумӗнче хӗрарӑм класне уҫни;
- 1890 — Чӗмпӗрти тӗп шкул учительсене вӗрентекен шкул пуса тӑни;
- 1901 — Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗ ҫумӗнче хӗрарӑмсен педагогика курсне уҫни.
Совет саманин Раҫҫейӗнчи тата СССР-ти пурнӑҫӗ
1917 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗнчен учительсен семинарине туса хунӑ. 1919 ҫулхи кӗркунне И. Я. Яковлев чире пула пенсие тухнӑ, анчах вӑл ҫавах та шкул пурнӑҫне малалла витӗм кӳнӗ, мӗншӗн тесен вӑл унӑн территорийӗнче пурӑннӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Е. А. Яковлева учительсен семинарийӗн хӗрарӑмсен пайӗн наставници пулса юлнӑ[17]. Иван Яковлевичӑн ывӑлне, А. И. Яковлева, Мускавран Чӑваш халӑх вӗрентӗвӗн институчӗн вӗренӳ пайне ертсе пыма чӗнсе илнӗ (1920—1923 ҫулсенче шкул ячӗ ҫакнашкал пулнӑ)[18].
1921 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче И. Я. Яковлев «Чӑваш халӑхне панӑ халал» текеннине алӑ пусса ҫирӗплетнӗ[19]. 1922 ҫулта вӑл Мускава пурӑнма куҫнӑ. 1928 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӗмпӗрти чӑваш шкулне никӗсленӗренпе 60 ҫул тата Иван Яковлевич ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине уявланӑ.
1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мускавра 83-мӗш ҫула кайсан ҫӗре кӗнӗ. Ваганьково масарӗнче пытарнӑ (4-мӗш участок)[20].
Раҫҫей империйӗн чинӗсемпе наградисем
- 3 степеньлӗ Сӑваплӑ Станислав орденӗ (26.12.1878);
- 2 степеньлӗ Сӑваплӑ Станислав орденӗ (27.12.1887);
- 3 степеньлӗ Сӑваплӑ Анна орденӗ (15.05.1889);
- 2 степеньлӗ Сӑваплӑ Анна орденӗ (26.12.1892);
- III Александра асӑнса кӑларнӑ кӗмӗл медаль (25.04.1896);
- «1897 ҫулхи I пӗтӗмӗшле халӑх ҫыравӗнче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» Тӗксӗм бронза медалӗ (30. 01. 1897);
- 3 степеньлӗ Сӑваплӑ Владимир орденӗ (9. 03. 1900);
- Чӑн статски канашҫин чинӗ (1904);
- 1812 ҫулхи Тӑван Ҫӗршывӑн вӑрҫине асра тытмалли медаль (1912);
- «Романовсен йӑхӗ патшара ларнӑранпа 300 ҫул ҫитнине асӑнни» медаль (1913).
Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн историйӗ
XIX ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнинче 305 чӑваш ялӗ пулнӑ, вӗсенче 100 пин ытла ҫын пурӑннӑ, анчах чӑвашла вӗрентекен пӗр шкул та пулман. Ҫакӑн пек пӗрремӗш шкул И. Яковлев гимназистӑн укҫи-тенкипе уҫӑлнӑ, вӑл уйрӑм ҫын хваттерӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи халӑх училищисен инспекторӗ И. Н. Ульянов пулӑшнипе 1871 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче шкул официаллӑ статуса тивӗҫнӗ, ун валли укҫа-тенкӗпе пӳлӗм уйӑрма пуҫланӑ. Университетран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн И. Я. Яковлев ӑна малалла аталантарма пуҫланӑ. Сӗве хӗрринче шкул валли икӗ хутлӑ чул ҫурт туяннӑ, ун йышне ҫумӗнче хуралтӑсемпе ҫӗр лаптӑкӗ кӗнӗ. Тӗп юсав ирттернӗ хыҫҫӑн 1877 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче шкулта хӗрарӑмсен уйрӑмне уҫнӑ, унӑн заведующийӗ И. Я. Яковлев арӑмӗ — Екатерина Алексеевна, Н. И. Ильминскийӗн усрав хӗрӗ — пулса тӑнӑ. Чи малтанах, 1885 ҫулччен, унта Яковлев инспекторӑн хваттерӗ вырнаҫнӑ пулнӑ[21].
И. Я. Яковлев хистенипе шкулӑн 1878 ҫулта туса лартнӑ ӑсталӑх лаҫҫисенчен ҫурт чиркӗвне йӗркеленӗ. 1885 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Сӑваплӑ Чун Апостолсем ҫине анни ячӗллӗ храма сӑвапланӑ. Каярах, 1897—1898 ҫулсенче, ҫуртӑн иккӗмӗш хутне туса лартнӑ, алтарь вырнаҫтарнӑ. Ҫуртра шкул вулавӑшӗ тата хӗрарӑмсен уйрӑмӗн класӗсем вырнаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫурта Ульяновск епархине панӑ, унта Сӑваплӑ Чун Апостолсем ҫине анни ячӗллӗ храм вырнаҫать[22].
Ӑсталӑх лаҫҫисем валли икӗ хутлӑ ҫӗнӗ чул ҫурт туса лартнӑ, унта столярсемпе токарьсене, переплет тата алӑ ӗҫне вӗрентнӗ. Класри тата шкулӑн сӗтел-пуканне пӗтӗмпех ӑсталӑх лаҫҫинче туса хатӗрленӗ, унсӑр пуҫне ӑсталӑх лаҫҫисем хуларан киленкен сакассене те пурнӑҫланӑ, ҫав шутра кадет корпусӗ, гимнази, лютеран кирхи валли тата, ҫавӑн пекех сутма та ӑсталанӑ. Ӑсталӑх лаҫҫисем шкула ҫулталӑкне 3,5 пин тенкӗ таран тупӑш панӑ, 1917 ҫул тӗлне шкул пӗтӗмӗшле 100 пин тенкӗ таран пухнӑ.
1906 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ ҫумӗнче арҫынсен икӗ класлӑ прихут училищине уҫнӑ, 1910 ҫулта вӑл Чӗмпӗрти меценат Н. Я. Шатров парнеленӗ уйрӑм виҫӗ хутлӑ ҫурта куҫнӑ[21].
Шкулӑн чи пысӑк ҫурчӗ 1885 ҫулта туса лартнӑ виҫӗ хутлӑ ҫурт пулнӑ, унӑн виҫҫӗмӗш хутӗнче И. Я. Яковлевӑн хваттерӗ тата унӑн арӑмӗ Екатерина Алексеевна ертсе пыракан хӗрарӑмсен уйрӑмӗ вырнаҫнӑ пулнӑ. Яковлевсен ҫемйин хваттерӗ (унта вӗсем 1922 ҫулччен пурӑннӑ) 6 пӳлӗмрен тӑнӑ — кабинетран, столовӑйӗнчен, хӑна пӳлӗмӗнчен, Иван Яковлевичпа Екатерина Александровнӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗсенчен тата ачасен пӳлӗмӗнчен тӑнӑ.
1917 ҫул тӗлне чӑваш учителӗсен семинарийӗ учительсен шкулӗнчен, арҫынсен тата хӗрарӑмсен пуҫламӑш училищисенчен, хӗрарӑмсен педагогика курсӗсенчен, 1-мӗш разрядлӑ ял хуҫалӑх шкулӗнчен тӑракан комплекс пулнӑ. Шкула 11 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи тӗне кӗнӗ тата тӗне кӗмен чӑвашсене, ҫавӑн пекех вырӑс тата тӗне кӗнӗ тутарсене йышӑннӑ. 1918 ҫул тӗлне чӑваш халӑх шкулӗ 1200 яхӑн ҫынна хатӗрлесе кӑларнӑ.
1919 ҫулта РСФСР вӗрентӳ реформипе килӗшӳллӗн, Чӗмпӗрти чӑваш семинарине хупса унӑн никӗсӗ ҫинче учительсен институтне уҫасси пирки йышӑну тунӑ, вӑл унччен чӑвашсене вӗрентнине шута илмен. Чӑваш семинарийӗнчен институт ҫумӗнчи виҫӗ ҫул тӑсӑлакан чӑваш курсӗсем ҫеҫ юлнӑ. Семинарин пӗтӗм пурлӑхне института панӑ пулнӑ. Иван Яковлевич ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл пӗтӗм вӑйпа пурнӑҫ тӑршшӗпе йӗркеленӗ ӗҫе упраса хӑварма тӑрӑшнӑ. 1919 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗнче РКП (б) Чӗмпӗр кӗпӗрнин комитечӗн тата кӗпӗрнен ӗҫтӑвкомӗн органӗ шутланакан «Заря» хаҫатра «Яковлев тата чӑвашсем» ятлӑ заметка пичетленсе тухнӑ, унта «Яковлев ӗҫӗ чӑваш халӑхӗшӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, апла пулин те асӑннӑ революциллӗ саманара Яковлевран, паллах, хӑтӑлма тивет. Вӑл хӑй те, ҫавӑн пекех унӑн шухӑшӗсем те, пирӗн саманашӑн, пирӗн вӑхӑтшӑн, кивелнӗ» тесе ҫырнӑ пулнӑ[21].
Чӳкӗн 25-мӗшӗнче Чӗмпӗр губоно коллегийӗ ҫапла йышӑннӑ: «Яковлев семинари пӳлӗмӗсенче пурӑнни семинари ӗҫӗ-хӗлне сиен кӳнӗрен, Наркомпрос сӗннипе пенсие сыхласа хӑварса Яковлева отставкӑна ямалла».
1920 ҫулхи ҫуркунне кӑна Чӗмпӗр хулинче Яковлевсен ҫемйине палланӑ В. И. Ленин хутшӑннипе И. Я. Яковлевпа унӑн арӑмне пенси йӗркеленӗ, 1920 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче вара унчченхи чӑваш семинарийӗн ҫурчӗсенче Чӑваш халӑх вӗрентӗвӗн институчӗ, каярахпа — Чӗмпӗрти чӑваш педагогика техникумӗ уҫӑлнӑ. 1928 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче техникум И. Я. Яковлев ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫланӑ. 1937 ҫултанпа техникум И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика училищи пулса тӑнӑ, Чӗмпӗрте вӑл 1956 ҫулччен ӗҫленӗ[22][21].
И. Я. Яковлев ҫемйи
И. Я. Яковлев ҫапла каланӑ[6]:
Ҫемье пурнӑҫӗнче эпӗ арӑм енчен те, ачасем тӗлӗшпе те телейлӗ пултӑм.
Мӑшӑрӗ
1870 ҫулта, Хусан университечӗн студенчӗ пулнӑ май, Иван Яковлевич Н. И. Ильминскипе тата унӑн ҫемйипе паллашнӑ, унта Ильминскийӗн вилнӗ тусӗн тата ӗҫтешӗн А. А. Бобровниковӑн ачисем, Екатеринӑпа (1861—1936) Николай (1854—1921) ӳснӗ. 7 ҫултан Хусанти хӗрарӑмсен гимназийӗнчен вӗренсе тухнӑ 16 ҫулти Екатеринӑпа 29 ҫулти чӑваш шкулӗсен инспекторӗн Иван Яковлевӑн туйӗ иртнӗ.
1878 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ ҫумӗнче хӗрарӑмсен уйрӑмне уҫнӑ, каярахпа Яковлева ӑна ертсе пыма пуҫланӑ, унта хӑйӗн упӑшкипе преподаватель тата воспитатель пулса ӗҫленӗ.
Ачисем
1878 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче Яковлевсен ҫемйинче пӗрремӗш ача ҫуралнӑ, ӑна аслашшӗ ячӗпе Алексей ят панӑ. Каярахпа Наталья, Лидия, Николай тата Александр ҫуралнӑ. Натальяпа Александр ача чухнех вилнӗ.
- Яковлев Алексей Иванович (1878—1951) — историк, СССР ӐА член-корреспонденчӗ, Сталин премийӗн лауреачӗ;
- Яковлева Лидия Ивановна (качча кайсан Некрасова) (1881—1942) — филолог, искусствовед, этнограф, акӑлчан тата нимӗҫ чӗлхисенчен куҫаракан;
- Яковлев Николай Иванович (1883—1949) — сӑрт-ту инженерӗ, вӑрҫӑ конструкторӗ, музыка тӗпчевҫи.
Мӑнуксем
- Некрасова Екатерина Алексеевна (1905—1989) — искусствоведени докторӗ, вырӑс тата Европа ӳнер историйӗн специалисчӗ, тӑлмач;
- Некрасова Лидия Алексеевна (?–1911);
- Некрасов Алексей Алексеевич (1909—1932)
- Яковлев Иван Алексеевич (1912—2000) — физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор;
- Некрасова Анна Алексеевна (1913—2003) — Тӗп ача-пӑча театрӗн режиссёрӗ, Театр ӳнерӗн патшалӑх институчӗн профессорӗ;
- Некрасов Дмитрий Алексеевич (1914—1971);
- Яковлева Ольга Алексеевна — истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ;
- Маару Наталья Алексеевна (хӗр чухне Яковлева).
Ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, кӗнеке кӑларакан
Хусан университетӗнче вӗреннӗ ҫулсенче Н. И. Ильминский ӑсчах-ориенталистпа паллашни И. Я. Яковлевшӑн ҫӗнӗ чӑваш азбукине, букварьсене тата чӑваш валли кӗнекесем кӑларас шухӑша ҫирӗплетнӗ, вырӑс чӗлхине пӗлменнине пула чӑвашсемшӗн пӗлӳпе литература патне ҫул хупӑ пулнӑ.
Чӑваш чӗлхин фонетикине тӗпчени 47 саспаллирен тӑракан ҫӗнӗ чӑваш азбукине хатӗрлеме май панӑ. Ҫӗнӗ азбукӑпа ҫӗнӗ букварь тунӑ, вӗсен йышне халӑха вӗрентсе каланӑ ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем кӗртнӗ. Анчах 47 саспаллине астуса юлма кӑткӑс пулни палӑрнӑ. Ҫак сӑлтава пула И. Я. Яковлев азбукӑна ҫӗнӗрен хатӗрленӗ, 1873 ҫулта 25 саспалли ҫеҫ хӑварнӑ.
Чи малтанах И. Я. Яковлев чӑвашла Евангелие куҫарма пуҫӑннӑ, пӗтӗмӗшле илсен ку ӗҫе 1911 ҫул тӗлне кӑна вӗҫленӗ. Библине куҫарас ӗҫпе вӑл 1922 ҫулччен ӗҫленӗ, ун чухне вӑл пичетлемен ӗҫсене Британири Библи обществин архивне панӑ.
Тӗн литературисӗр пуҫне вӑл ҫавӑн пекех «Сказки и предания чуваш» литература пуххине тата икӗ томлӑ «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» кӑларнӑ, вырӑс классикӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ: А. С. Пушкинӑн «Полтава», М. Ю. Лермонтовӑн «Калашников купса ҫинчен хывнӑ юрӑсене», Толстой калавӗсене тата ыттисенне.
Хӑйӗн ӗмӗрӗнче Яковлев чӑвашла 100 ытла кӗнеке тата брошюра кӑларнӑ. Ытларах чухне ӑна чӑваш букварӗсенчи ача-пӑча калавӗсен авторӗ тесе палӑртаҫҫӗ. И. Я. Яковлев аса илӳсем сахал мар хӑварнӑ, вӗсене вӑл каласа пыни тӑрӑх 1918—1922 ҫулсенче А. В. Жиркевич ҫырса илнӗ.
И. Я. Яковлев ӗҫӗсен хӑш-пӗр кӑларӑмӗсем:
- Букварь для чуваш. Казань, 1872 (многократно издавался, в разных вариантах, вплоть до 1919 года);
- О школьном образовании чуваш. «Городской и сельский учитель», 1897, в. 5;
- Краткий очерк Симбирской учительской школы. — Симбирск, 1908;
- Детские рассказы. — Чебоксары, 1968;
- Письма. — Чебоксары, 1985. — 366 с.;
- Верьте в Россию и любите её. — Чебоксары.: Чувашский госуниверситет, 2002. — 308 с.
Яковлев ӗҫне-хӗлне хакласси
1918 ҫулхи акан 20-мӗшӗнче Совет Раҫҫейӗн Совнарком Председателӗ В. И. Ленин Чӗмпӗрти Совдепа телеграмма янӑ[23][6]:5:
Оригиналлӑ текст (выр.)Сообщите по телеграфу обстоятельства и условия избрания председателей чувашской женской и мужской учительских семинарий. Меня интересует судьба инспектора Ивана Яковлевича Яковлева, 50 лет работавшего над национальным подъёмом чуваш и претерпевшего ряд гонений от царизма. Думаю, что Яковлева надо не отрывать от дела его жизни.
Чӑваш хӗрарӑмӗсен тата арҫынсен учительсен семинарийӗсен председателӗсене мӗнле тата мӗне тӗпе хурса суйланине телеграфпа пӗлтерӗр. Мана чӑвашсен наци туйӑмне ҫӗклес енӗпе 50 ҫул ӗҫленӗ тата патша влаҫӗнчен чылай тӳснӗ Иван Яковлевич Яковлев инспекторӑн шӑпи кӑсӑклантарать. Яковлева унӑн пурнӑҫ ӗҫӗнчен уйӑрмалла мар тесе шутлатӑп.
РСФСР ҫутӗҫӗн пӗрремӗш наркомӗ, СССР ӐА академикӗ А. В. Луначарский вӑл 80 ҫул тултарнӑ тата шкул 60 ҫул тултарнӑ ятпа ҫапла сӑмах каланӑ[24]:
Оригиналлӑ текст (выр.)Иван Яковлевич Яковлев, сам будучи чувашским кретьянином-бедняком, носил в себе горячую любовь к своему народу. Он проявил богатырские жизненные силы.
Иван Яковлевич Яковлев хӑй те чӑваш чухӑн хресчен пулнӑскер хӑй ӑшӗнче хӑйӗн халӑхне юратса пурӑннӑ. Вӑл паттӑрла пурнӑҫ вӑйне кӑтартнӑ.
Критикленине илес пулсан, унӑн ӗҫӗ-хӗлне И. Н. Юркин питӗ япӑх хакланӑ[25]. Анчах урӑх йышши критика та пулнӑ. «Аслӑ Сталин патне янӑ чӑваш халӑхӗн ҫырӑвӗ» сӑвӑра[26] И. Я. Яковлев ӗҫӗсене япӑх хак панӑ, ӑна 1907 ҫулхи хӗлле Чемей ялӗнче пӑлхава ҫӗкленнӗ чӑваш хресченӗсене пусарнӑшӑн ятланӑ.
«Чӑвашра каллах вут хыпнӑ,
Пӗтӗмпех пӑхӑнтарас!»
Тесе час премйер Столыпин
Телеграммӑ ҫаптарать.
Юлашки хут чыхӑнтарчӗҫ
Ирӗке чӗрӗ юнпа.
Ялсем тӑрӑх лартса тухрӗҫ
Синкерле хура юпа.
Яккӑвлӗв, чӑваш янралӗ,
Вӑл, Столыпин евчиле,
Ял-ял тӑрӑх юрттарайнӑ —
Чее, йӗтӗм тилӗле.
Манифест вӑл ӑнлантарнӑ —
Ӳкӗтпе те туяпа.
Ӑна эпир йышӑнмасӑр
Хӑваланӑ каяла.
И. Г. Максимов И. Я. Яковлев ӗҫӗ-хӗлне хакланӑ чухне Н. И. Ильминскийӗн тепӗр ӗҫтешӗн, В. Т. Тимофеевӑн(выр.)чăв. ӗҫӗ-хӗлне пач урӑхла хаклани пирки палӑртать. Вӑл та И. Я. Яковлев чӑвашсемшӗн тунӑ пекех тутарсемшӗн питӗ пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ.
Оригиналлӑ текст (выр.)По-разному оценивается теперь деятельность этих двух людей, В. Т. Тимофеева и И. Я. Яковлева, делавших, одно и тоже, на их родине: первый для просвещения татар-кряшен, а второй — чувашей. В Чувашской АССР в 1968 году торжественно и всенародно праздновалось 100-летие Симбирской чувашской учительской школы и 120-летие её основателя И. Я. Яковлева. В Чебоксарах на центральной площади установлен памятник просветителю чувашей И. Я. Яковлеву, его имя присвоено библиотеке и открыт музей его имени. В современной же татарской литературе к именам Н. И. Ильминского и В. Т. Тимофеева, ещё 100 лет тому назад обучавших часть татар (кряшен) письменности с русскими буквами и способом письма, которая теперь стала всеобщей для татар, и тем самым облегчавшим путь к сближению с европейской культурой, приклеены ярлыки «миссионер» и «поп», позаимствованные из пропагандистского арсенала былых татарских националистов, а Казанская центральная крещёно-татарская школа третируется, как место подготовки антимусульманских миссионеров.
Ҫак икӗ ҫыннӑн, В. Т. Тимофеевпа И. Я. Яковлевӑн, пӗрешкел ӗҫӗ-хӗлне тӗрлӗрен хаклаҫҫӗ халӗ вӗсен тӑван ҫӗршывӗнче: пӗрремӗш тутар-кряшенсемшӗн тӑрмашнӑ, иккӗмӗшӗ — чӑвашсене ҫутта кӑларма. 1968 ҫулта Чӑваш АССРӗнче Чӗмпӗрти чӑваш учительсен шкулӗ 100 ҫул тултарнине тата ӑна никӗслекенӗ И. Я. Яковлев 120 ҫул тултарнине чаплӑн та пӗтӗм халӑхпа уявланӑ. Шупашкарти тӗп тӳремре чӑвашсене ҫутта кӑларакан И. Я. Яковлева асӑнса палӑк лартнӑ, унӑн ячӗпе вулавӑш хисепленет тата унӑн ячӗллӗ музей уҫнӑ. Хальхи тутар литературинче вара 100 ҫул каярах кӑна тутарсен (кряшен) пайне вырӑс саспаллисемпе тата ҫыру мелӗпе (хальхи вӑхӑтра мӗнпур тутарсем усӑ кураҫҫӗ, ҫапла май Европа культурипе ҫывӑхланма май тупӑннӑ) вӗрентнӗ Н. И. Ильминскийпе В. Т. Тимофеев ячӗсем ҫумне тахҫанхи тутар националисчӗсен пропаганда арсеналӗнчен илнӗ «миссионер» тата «пуп» ярлыксем ҫыпӑҫтарнӑ, Хусанти тӗп крешӗнпе тутар шкулне вара мӑсӑльмансемпе кӗрешекен миссионерсене хатӗрлекен вырӑн пек палӑртаҫҫӗ.Максимов И. Г. Отзвуки отживших идей в татарской газете[27].
Астӑвӑм
- 1958 ҫулта РСФСР Министрсен Канашӗн Постановленийӗпе Чӑваш патшалӑх педагогика институтне Иван Яковлевич Яковлев ятне панӑ[28].
- 1996 ҫулта Шупашкарта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи И. Я. Яковлев институтне (каярахпа И. Н. Ульянов — И. Я. Яковлев ячӗллӗ НИИ пулса тӑнӑ[29]; хальхи вӑхӑтра Чӑваш университечӗн структуринче вӑл курӑнмасть[30]) йӗркеленӗ.
- Чӑваш Республикин территорийӗнчи чи ватӑ шкулсенчен пӗрине — Элӗкрине — Иван Яковлев ятне панӑ[31].
- И. Я. Яковлев уҫнӑ Бичурин шкулӗ унӑн ячӗпе хисепленет[32].
- Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Иван Яковлев ҫуралнӑ кун, Чӑваш Республикинче Чӑваш чӗлхи кунне уявлаҫҫӗ (ӑна Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи «Чӑваш чӗлхи кунне йӗркелесси ҫинчен» Постановленийӗпе йӗркеленӗ)[33][34].
- 2003 ҫулта Ульяновск хула думин йышӑнӑвӗпе И. Я. Яковлева «Ульяновск хулин хисеплӗ гражданинӗ» ят панӑ, «Ульяновск хули» муниципаллӑ виҫен вӑл чи пысӑк награда шутланать[35][36].
- 2008 ҫулта Тутар Республикин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Кӑнна-Кушки вӑтам шкулӗ чӑвашсене ҫутта кӑлараканӗн ячӗпе хисепленме пуҫланӑ. 2010 ҫулта «И.Я. Яковлев ячӗллӗ Кӑнна Кушки вӑтам шкулӗ» МБОУ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул пулса тӑнӑ.
Музейсем
- Тутарстанӑн Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинчи Иван Яковлев музейӗ
- И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи Илья Николаевич Ульяновпа Иван Яковлевич Яковлев музейӗ
- Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи Иван Яковлевич Яковлев музейӗ (1968)
- «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ. И. Я. Яковлев хваттерӗ» музей*
Палӑксем
- Шупашкар хулинчи И. Я. Яковлев палӑкӗ тата бюсчӗ;
- Кӑнна Кушки салинчи И. Я. Яковлев палӑкӗ;
- Ульяновскри И. Я. Яковлев палӑкӗ.
Урамсем
- Шупашкарти Иван Яковлев проспекчӗ;
- Вӑрнарти Иван Яковлев урамӗ;
- Йӗпреҫри Иван Яковлев урамӗ;
- Вӑрмарти Иван Яковлев урамӗ;
Скверсем
- Шупашкарти И. Я. Яковлев ячӗллӗ сквер;
- Чӗмпӗрти И. Я. Яковлев ячӗллӗ сквер[37].
Сӑнсен пуххи
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 ЯКОВЛЕВ // Большая российская энциклопедия (выр.) — М.: Большая российская энциклопедия, 2004.
- ^ 1, 2 Краткая литературная энциклопедия — Мускав: Советская энциклопедия, 1975. — Т. 8.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Краткая литературная энциклопедия (выр.) — М.: Советская энциклопедия, 1962.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Яковлев Иван Яковлевич // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
- ^ Ульяновский государственный областной архив, ф. 165, оп. 2, д. 387, лл. 34-35.
- ^ 1, 2, 3, 4 Яковлев И. Я. Воспоминания. Чебоксары, 1982.
- ^ 1, 2 Биография Ивана Яковлевича Яковлева. Алатырский муниципальный округ Чувашской Республики (22 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Иван Яковлевич Яковлев — биография чувашского просветителя (выр.). visitvolga.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Чуваш кнеге= [Букварь]. — Казань : Унив. тип., 1867 (Переиздание: 1871). — 19 с.
- ^ Золотницкий, Н. И. По поводу статьи о «Чуваш кнеге». — Казань : Унив. тип., 1867.
- ^ Золотницкий, Н.И.К вопросу о способах образования чуваш. Казань, 1866;
- ^ Яковлев И. Я. <Отзыв на книгу Золотницкого о чувашском календаре> / «Симбирские губернские новости». 13 апреля 1867 г.
- ^ Н. П. Петров. Зарождение и развитие новой чувашской письменности // ред.: Л. П. Сергеев, А. Е. Горшков 100 лет новой чувашской письменности = Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗн 100 ҫулӗ : сборник статей. — Чебоксары, 1972. — . // Электронная Национальная библиотека Чувашской Республики.
- ^ 1, 2 И.Я. Яковлев-великий чувашский просветитель (выр.). biblia.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ О жизни и деятельности Ивана Яковлевича Яковлева. Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Перевод Священного Писания на чувашский язык // Религиозная организация „Российское Библейское общество“
- ^ Краснов Н. Г. Яковлева Екатерина Алексеевна // Электронлӑ Чӑваш энциклопедийӗ.
- ^ Яковлев, Иван Яковлевич (просветитель; 25.04.1848-23.10.1930). Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Духовное завещание чувашскому народу (2021-06-24). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Артамонов М. Д. Ваганьково. — М.: Московский рабочий, 1991. — С. 179.
- ^ 1, 2, 3, 4 Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Моргаушского района Чувашской Республики » История Симбирской чувашской школы (выр.). gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Калашникова, Елена. Бойтесь вина и соблазнов. Как сложилась жизнь создателя чувашского алфавита. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Ленин В. И. Полн. собр. соч. Т.50, с.61.
- ^ «Известия ВЦИК», 16/X, 1928 г.
- ^ Юркин И. Н. Чăваш тăшманĕ // Тăван Атăл. — 1993. — № 2.
- ^ Письмо чувашского народа Великому Сталину. — Чебоксары: Чувашиздат, 1937. — 56 с.
- ^ Максимов И. Г. Отзвуки отживших идей в татарской газете // Кряшенская духовная миссия
- ^ История ЧГПУ // Чувашского государственного педагогического университета И. Я. Яковлева
- ^ .Филиппова Л. «Счастье и успех придут ко всякому мирно и с любовью совершаемому делу» // «Советская Чувашия», 08.05.2008
- ^ Наименования структурных подразделений (органов управления) ФГБОУ ВО «Чувашский государственный университет имени И. Н. Ульянова» , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнчи копийӗ // Чувашский государственный университет им. И. Н. Ульянова
- ^ История школы // МОУ «Аликовская СОШ им. И. Я. Яковлева»
- ^ И. Я. Яковлев — покровитель нашей школы // Сайт Бичуринской основной общеобразовательной школы Мариинско-Посадского района Чувашской Республики
- ^ Постановление Президиума Верховного Совета Чувашской Республики «Об учреждении дня чувашского языка». www.gap.archives21.ru. Государственная книжная палата Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Чăваш Республики. Аслă Совет Президиумĕ. Чăваш чĕлхин кунне туса хурасси çинчен йышăннă Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн постановленийĕ = Чувашская Республика. Президиум Верховного Совета. Постановление Верховного Совета Чувашской Республики об учреждении Дня чувашского языка. www.lib.cap.ru. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Яковлев Иван Яковлевич. ugd.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Постановление Ульяновской Городской Думы от 4 июня 2003 года № 88 «О Присвоении звания „Почетный гражданин города Ульяновска“ И. Я. Яковлеву» // Официальный сайт Ульяновской Городской Думы, ugd.ru. — 2003. — 4 ҫӗртмен.
- ^ Сквер имени И. Я. Яковлева («Колючий садик»): 3D-панорама сквера им. Яковлева, Ульяновск. gorodv3d.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
Вуламалли
- Дело его жизни. Сборник научных статей / Редактор И. П. Кириллов. — Фонд им. Яковлева, 2008.
- Итоги юбилейной научной сессии, посвящённой столетию со дня рождения И. Я. Яковлева, «Записки Чувашского н.-и. института языка, литературы и истории», 1949. в. 3;
- Краснов Н. Г. Иван Яковлевич Яковлев. Жизнь. Деятельность. Педагогические идеи. Очерки. — 1976.
- Этнопедагогический манифест И. Я. Яковлева. — 2003. — ISBN ISBN 5-86765-253-X.
- Волков Г. Н. Жизнь, смерть и бессмертие патриарха. — 2004. — ISBN ISBN 5-86765-268-8.
- Симбирская чувашская школа. Квартира И. Я. Яковлева. Путеводитель. — Корпорация технологий продвижения, 2003. — 24 с.
- Александров Г. А. Иван Яковлевич Яковлев в 1917—1920 годы. — Издательство Чувашского университета, 1992.
Каҫӑсем
- Биография , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗнчи копийӗ
- Иван Яковлев «Родоводра». Йӑх-несӗн йывӑҫҫи
- Журнал Московской Патриархии 5-1998 (выр.)
- Российское Библейское Общество (выр.)