Радлов Василий Васильевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Василий Васильевич Радлов
Friedrich Wilhelm Radloff
Radlof V.V..jpg
Ăслăх сфери: тюркологи, фольклористика, археологи
Ĕç вырăнĕ: Антропологи тата этнографи музейĕ
Ăсчах степенĕ: Шаблон:PhD
Альма-матер: Берлин университечĕ
Ăслăх ертӳçи: Вильгельм Шотт
Паллă вĕренекенсем: Н. Ф. Катанов, П. М. Мелиоранский

Василий Васильевич Радлов — философи тухтăрĕ, Раççей Ăслăлăх академийĕн чăн членĕ. Вăл 1837 çулта çуралнă, 1918 çулта çĕре кĕнĕ.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Берлинта офицер кил йышĕнче çуралса ӳснĕ. Йенăран философи тухтăрĕн ятне илнĕ хыççăн алтай çемйине кĕрекен чĕлхесене тĕпчес тĕллевпе пуçĕпех Раççее (1858 ç.) куçса килнĕ.

Чăваш чĕлхипе кăсăкланасси чĕлхеçĕ 1871 - 1884 çç. Хусанта пурăннă вăхăтпа çыхăннă. Шăпах та ку тапхăрта тĕпчевçĕн чăваш авалхи кун-çулне уçса паракан ĕçĕсем пичетленсе тухнă.

Кĕнекисем