1802 çулхи авăнăн 3-мĕшĕқнче Майнц хулара çуралнă.
Малтанлăха Вильгельм Шотт ăнăçри ази чĕлхисене Берлин университетĕнче вĕреннĕ. 1833 çулта пуçласа китай чĕлхи çинчен докладсем вулатччĕ. 1838 çултанпа Майнц университетĕнче ятарлă профессорта ĕçлеме пуçланă. Турккăлла, персилле, китайла, манчурла, монголла, тибетле, финнла, венгрла, чакатайла, яппунла вĕрентнĕ.
Ăсчах 1889 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Берлинре вилнĕ.
"De Lingua tschuwaschorum" (Чăваш чĕлхи), 1842, кĕнеке авторĕ. Ку вăл — пĕрремĕш наука грамматикин (фонетикăпа морфологи) кĕске очеркĕ. Тĕпчевçĕ чăваш чĕлхинчи ротацизмпа ытти тĕрĕк чĕлхисенчи зетацизма (терминĕсене асăнмасăр) пуçласа асăрханă.