Кӑрлач, 21
Уявсем
— Пӗтӗм тӗнчери гриппа ОРЗ профилактикин кунӗ.
— Пӗтӗм тӗнчери аспирант кунӗ.
— Ыталашу кунӗ.
Раҫҫей Федерацийӗ — Инженери ҫарӗсен кунӗ[1].
Доминикана Республики — Сӑваплӑ Альтаграсия кунӗ.
Польша — Асанне кунӗ.
Пулăмсем
- 1506 — Рим паппи Юлий II хушнипе швейцарсен гвардине туса хунă
- 1775 — Мускавра Шурлăх лапамĕнче Емельян Пăкача айăпласа вĕлернĕ.
- 1793 — Наци конвенчĕ астулран хăтарнă Людовик XVI Франци патшине айăпласа вĕлерет
- 1854 — Ламбей утравĕ çумĕнче темиçе пин пассажир тиенĕ «пĕрремĕш Титаник» — клиппер Tayleur шыва путнă
- 1906 — «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухнă.
- 1948 — Квебек парламенчĕн çурчĕ çинче (капăрл.) пĕрремĕш Квебек ялавĕ çĕкленет
- 1968 — Гренландире тăваттă термойĕтре бомбисене борт çине илнĕ B-52 бомбардировщик çĕре персе анать
- 1968 — Кхесане хупăрлани, Вьетнам вăрçин чи паллă тата çапăçăвĕсенчен пĕри.
- 1977 — Сасăран хăвăрт самолёт «Конкорд» хăйĕн пĕрремĕш коммерци рейсне Лондон — Бахрейн машрутпа тухать.
Çуралнă
- 1920 — Трофимов Николай Николаевич, Совет Союзĕн актёрĕ.
- 1942 — Васильев Анистрад Григорьевич, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент.
- 1962 — Смолина Людмина Валериановна, чăваш сăвăçи.
Вилнĕ
- 2006 — Ибрагим Ругова, Косово президенчĕ.
- 2008 — Мари Смит Джонс (Marie Smith Jones), Аляскăри эяк чĕлхине юлашки калаçакан.
Ӑнлантарусем
- ^ День инженерных войск России, РИА Новости (2018-01-21). 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.