Кӑрлач, 20
Уявсем
Пулăмсем
- 1265 — Симон де Монфор пĕрремĕш анкăл парламентне пухать
- 1699 — Людовик XIV Францин ăслăлăх академин уставне çирĕплетет
- 1752 — Луиджи Ванвителли Европăри чи пысăк çурта, Казерта керменне (капăрл.) тума тытăнать
- 1892 — пĕрремĕш баскетбол матчĕ (Спрингфилд, Массачусетс, АПШ)
- 1961 — Джон Кеннеди АПШ 35-мĕш президенчĕ пулса тăрать.
- 1980 — Джимми Картер Мускаври Олимп вăййисене бойкот тума йышăнать
- 1990 — Бакуна совет çарĕсене кĕртнĕ
- 2006 — Венгрин хĕвелтухăç енче Ан-24 самолёт персе аннă. 44 çын вилнĕ. Самолет Приштинăран Кошицене вĕçнĕ пулнă.
Çуралнă
- 1902 — Назым Хикмет Ран, турккă сăвăçи, çыравçи, драматургĕ.
- 1919 — Федотов Михаил Романович, чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- 1958 — Артемьева Тамара Васильевна, чăваш ăсчахĕ.
- 1965 — Слипенчук Михаил Викторович, Раççей усламçи.
Вилнĕ
- 1957 — Тукташ Илья Семёнович, чăваш сăвăçи, çыравçи, халăх пултарулăхне пухакан.