Кӑрлач, 9
Уявсем
Серби Республики — Республика кунӗ.
Панама — асапланнисен наци кунӗ[1].
Пулса иртнĕ
- 1713 — Ҫурҫӗр вӑрҫи: шведсем Данири Альтона хулана ҫунтарса янӑ.
- 1792 — Яссы мирлӗ килӗшӗве алӑ пуснӑ, ҫапла май 1787–1791 ҫулхи вырӑссемпе турккӑсем хушшинчи вӑрҫӑ вӗҫленнӗ.
- 1799 — Аслӑ Британи премьер-министрӗ Уильям Питт Кӗҫӗнни тӗнчере чи малтан тупӑш налукне хута кӗртнӗ.
- 1905 — Юнлă вырсарникун.
- 1907 — Вильнюсра литовсен пӗрремӗш ӳнер куравӗ уҫӑлнӑ.
- 1951 — Нью-Йоркра ООН штаб-квартирин ҫуртне официаллӑ уҫнӑ.
- 1992 — Серби Республики никама пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнӑ.
- 2007 — Иракра Багдад хулинче Ан-26 самолёт персе аннă. 34 çын вилнĕ, пĕри самай вăйлă аманнă.
Çуралнă
- 1554 — XV Григорий (пурнӑҫра Алессандро Людовизи), 234-мӗш Рим папи (1621—1623).
- 1851 — Луис Колома, испан ҫыравҫи.
- 1913 — Ричард Никсон, АПШ 37-мӗш президенчӗ (1969—1974).
- 1921 — Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ.
- 1948 — Васильев Александр Георгиевич, чăваш кĕвĕçи.
- 1967 — Мурашко Михаил Альбертович, Раҫҫейӗн патшалӑх ӗҫченӗ, сывлӑх управ министрӗ (2020 ҫултан).
Вилнĕ
- 1757 — Бернар Ле Бовье де Фонтенель, хрантсус ҫыравҫи тата ӑсчахӗ.
- 1878 — II Виктор Эммануил, Сардини патшалӑхӗн патши.
- 1905 — Луиза Мишель, хрантсус феминистки, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ тата халӑх хастарӗ.
- 1944 — Антанас Сметона, Литва президенчӗ (1919—1920 тата 1926—1940).
- 1976 — Вирта Николай Евгеньевич, совет саманинчи вырӑс ҫыравҫи, драматургӗ.