Мурашко Михаил Альбертович

Мурашко Михаил Альбертович (ҫур. 1967 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ, Екатеринбург) — Раҫҫейри патшалӑх ӗҫченӗ, 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн сывлӑх сыхлав министрӗ шутланать[1][2].

Медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. И. М. Сеченов ячӗллӗ Мускаври Пӗрремӗш патшалӑх медицина университечӗн профессорӗ. «Акушерство тата гинекологи» тата «сывлӑх сыхлавне йӗркелесси» специальноҫсемпе унӑн аслӑ категори пур[2].

Раҫҫей Федерацийӗн 2-мӗш класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи[2].

Кун-ҫулӗ

Михаил Мурашко 1967 ҫулта Свердловскра ҫуралнӑ. 1984 ҫулта физикӑна, математикӑна тата химие тарӑннӑн тӗпчекен хула шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ[3]. Урал патшалӑх медицина институтне (УГМИ) вӗренме кӗнӗ, анчах та иккӗмӗш курс хыҫҫӑн (вӑл вӑхӑтра ҫар кафедрисӗр вузсенче вӗренекенсен салтака каярах кайма майсем пулман) ӑна Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсене рядовой пек хӗсмете илнӗ, ҫапла май 1986–1988 ҫулсенче вӑл СССР ШӖМӗн Шалти ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ[4][5]. Саппаса тухсан хӑй маларах суйласа илнӗ института таврӑннӑ.

1992 ҫулта Мурашко УГМИ вӗренсе пӗтернӗ те 1996 ҫулччен Сыктывкарти Коми Республикин Республика больницинче врач-интерн тата врач-акушер-гинеколог пулса ӗҫленӗ. 1996 ҫулта ӑна умлӑ хыҫлӑ «Коми Республики пепкелӗх центрӗ» учрежденийӗн тӗп тухтӑрӑн консультаципе диагностика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, каярах тӗп тухтӑрӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Кандидат диссертацине «Особенности течения и исходы родов у женщин с некоторыми видами урогенитальной инфекции» темӑпа хӳтӗленӗ. 1996 ҫултан пуҫласа 1999 ҫулччен Республикӑри медицина пӗрлешӗвӗн тӗп врачӗ пулнӑ. 2000 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен Республикӑри пепкелӗх центрӗн тӗп врачӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ[2].

2005 ҫулта Мускав облаҫӗн акушерствӑпа гинекологи ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче «Современные аспекты оказания акушерской помощи в регионе с низкой плотностью населения» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ[2].

2006 ҫулта Мурашко Коми Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн вырӑнне йышӑнса патшалӑх ӗҫне пурнӑҫлама пуҫланӑ. 2011 тата 2012 ҫулсенче ҫак вӑхӑтрах Сыктывкарта вырнаҫнӑ Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерствин Кироври патшалӑх медицина академийӗн республикӑри филиалӗнче акушерствӑпа гинекологи кафедрине ертсе пынӑ[2].

2011 ҫулта Мурашкона пӗр пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ май свидетель пек хутшӑнтарнӑ, ку ӗҫ 2009 ҫулта Коми Республикинчи сиплев учрежденийӗсем валли компьютер томографӗсене пысӑк хаксемпе туяннипе ҫыхӑннӑ пулнӑ[6][7].

2012 ҫулта Мурашкона Сывлӑх сыхлав сферинче тӗрӗслев ирттерекен федераллӑ службӑн ертӳҫӗ ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. 2013 ҫултанпа вӑхӑтлӑха ведомство ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан шайӗнче пулнӑ, 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа вара Росздравнадзора официаллӑ майпа ертсе пыма пуҫланӑ.

2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Владимир Путин Раҫҫей президенчӗ кӑларнӑ хушӑвӗпе Мурашкона Михаил Мишустинӑн правительствинче Раҫҫей Федерацийӗн сывлӑха сыхлав министрне лартнӑ.

2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Патшалӑх думи Мурашкона Михаил Мишустин правительствинче Раҫҫей Федерацийӗн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ вырӑнне малалла йышӑнма ҫирӗплетнӗ[8], ҫав кунах РФ президенчӗ хушӑва алӑ пуснӑ[9].

Медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. И. М. Сеченов ячӗллӗ Мускаври пӗрремӗш патшалӑх медицина университечӗн профессорӗ[2].

«Национальное здравоохранение» рецензилемелли ҫӗнӗ медицина журналӗн тӗп редакторӗ[10].

Ҫемйи

Михаил Мурашко авланнӑ, унӑн икӗ ача пур[11].

Наградӑсемпе премисем

  • II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2018);
  • Палӑрнин орден ҫӑлтӑрӗн командорӗ (2021, Венгри)[12];
  • II степеньлӗ «Чыс тата мухтав» орденӗ (2024, Абхази) — сывлӑха сыхлас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, халӑх сывлӑхне сыхлас тӗлӗшпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑшӑн, Абхази Республикин гражданӗсене пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ парассине йӗркеленӗшӗн[13];
  • «Еврази экономика союзӗн аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн» медаль (2019 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ, Аслӑ Еврази экономика канашӗ)[14];
  • «Еврази экономика пӗрлешӗвӗ 10 ҫулта» медаль (2024 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ, Аслӑ Еврази экономика канашӗ)[15];
  • «Севастополь Раҫҫее таврӑннӑранпа 10 ҫул ҫитни» медаль (2024 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ) — Севастополь хулин социаллӑ-экономикӑллӑ аталанӑвӗшӗн[16];
  • Раҫҫей Федераци Правительствин тав сӑмахӗ (2018);
  • «Сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ» кӑкӑр палли (2014);
  • Раҫҫей Федерацийӗн Сывлӑх сыхлав министерствин икӗ Хисеп хучӗ (2001, 2006);
  • «Наркотӗрӗслев органӗсене пулӑшнӑшӑн» медаль (2016);
  • «Ҫарти туслӑхшӑн» медаль (2016);
  • «Тӑван ҫӗршыври сывлӑх сыхлавӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2016);
  • «Чечен Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2017);
  • «Раҫҫей СЭБ ФСБ «П» управлени 45 ҫул тултарнӑ ятпа» юбилей медалӗ (2018);
  • «2014 ҫулта Сочи хулинче иртнӗ XXII Хӗллехи олимп вӑййисем тата XI хӗллехи паралимп вӑййисем» астӑвӑм медалӗ (2014);
  • Раҫҫей ШӖМӗн «Полици тӗнче шайӗнче килӗшсе ӗҫлени 100 ҫул тултарни» асӑнуллӑ юбилей медалӗ (2015);
  • «Уголовлӑ тата явап тыттаракан системӑн медицина служби» асӑну палли (2019);
  • Раҫҫейӗн машин тӑвакансен пӗрлӗхӗн хисеп хучӗ (2019);
  • Раҫҫей Федерацийӗн Сывлӑх сыхлав министерствин тав хучӗ;
  • Раҫҫей ФСБ тав хучӗ (2019);
  • Ингушети Республикин Хисеп грамоти (2016);
  • Коми Республикин Хисеп грамоти (2004).

Кӑсӑланӑвӗсем

Михаил Мурашко сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырать. Ӗҫпе пӗр-пӗр вырӑна кайсан вӑл час-часах велосипедпа уҫӑлса ҫӳренинчен пуҫлать: 2023 ҫулта ӑна Ӗпхӳре велосипедпа асӑрханӑ, 2024 ҫулта — Хабаровскра. Министр хӑй палӑртнӑ тӑрӑх командировкӑсенче вӑл уҫӑлма тухма ирхи улттӑран пуҫласа ҫиччӗччен вӑхӑт уйӑрать.

Мурашко театрсене ҫӳрет, анчах ӗҫ графикӗ ытла та ирӗклӗ мар пулнӑран пур спектакле те вӗҫне ҫити пӑхса ӗлкӗреймест. Сӑмахран, Сергей Полунинӑн «Мастер и Маргарита» драма балечӗпе ҫапла пулса тухнӑ. Мурашко ку ӗҫе питӗ хӑйне евӗрлӗ, «питӗ аван», анчах питӗ вӑрӑм тесе хакланӑ[17].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Путин назначил Михаила Мурашко министром здравоохранения // РИА Новости
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Энциклопедия ТАСС, 2024. Мурашко, Михаил Альбертович. Министр здравоохранения РФ
  3. ^ Биография Михаила Мурашко: что известно о новом министре здравоохранения России. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
  4. ^ Биография Михаила Мурашко (выр.). Новости РИА. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
  5. ^ А. Ванденко. Михаил Мурашко: хватит испытывать систему на прочность! ТАСС (15 чӳкӗн 2021). — «практически всех моих сокурсников призвали… попал в войска МВД… забирали после второго курса… рядовым…» Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи акан 7-мӗшӗ.
  6. ^ |, Анастасия МАШКАЛЕВА. Новый министр здравоохранения России был свидетелем по уголовному «делу о томографах» в Коми (2020-01-22). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  7. ^ Свидетель по делу о закупке томографов в Коми стал министром здравоохранения России
  8. ^ Госдума утвердила Мурашко министром здравоохранения. РИА "Новости" (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  9. ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  10. ^ Журнал «Национальное здравоохранение»
  11. ^ Михаил Мурашко стал новым министром здравоохранения России вместо Вероники Скворцовой.
  12. ^ A Magyar Érdemrend középkeresztje a csillaggal
  13. ^ Аслан Бжания наградил Михаила Мурашко орденом «Ахьдз-Апша» II степени. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
  14. ^ Решение Высшего Евразийского экономического совета от 29 мая 2019 года № 3 «О награждении медалью «За вклад в развитие Евразийского экономического союза» (выр.). rospatent.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
  15. ^ Решение Высшего Евразийского экономического совета от 26 декабря 2024 года № 20 «О награждении медалью «10 лет Евразийскому экономическому союзу». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  16. ^ Михаил Мурашко (выр.). www.mk.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  17. ^ Михаил Мурашко: биография, достижения и проблемы министра здравоохранения России (выр.). Новости Mail:картина дня в России и мире. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем