Чернышенко Дмитрий Николаевич

Дмитрий Николаевич Чернышенко (1968 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ, Сарӑту, РСФСР, СССР) — Раҫҫейри патшалӑх ӗҫченӗ, 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федераци правительствин цифра экономикипе инноваци, ҫыхӑну, МИХ, ҫавӑн пекех культура, туризм тата спорт ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен председателӗн ҫумӗ[1][2]. 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа Атӑлҫи федераллӑ округра куратор шутланать[3].

2007—2014 ҫулсенче — Сочире иртнӗ 2014 ҫулхи XXII хӗллехи Олимп вӑййисен тата XI хӗллехи паралимп вӑййисен йӗркелӳ комитечӗн президенчӗ. 2014 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа — Континентри хоккей лигин президенчӗ, правлени председателӗ. «Газпром-медиа Холдинг» правленийӗн тӗп директорӗ тата председателӗ. 2018 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнчен пуҫласа ҫавӑн пекех «ГПМ Развлекательное ТВ» субхолдинга ертсе пырать[4][5].

2019 ҫулта Чернышенко иккӗмӗш хут Variety500 йышне кӗнӗ, ӑна Америкӑри Variety кӑларӑм хатӗрлет, вӑл тӗнчери чи сумлӑ 500 медиа ҫынран тӑрать[6].

Кун-ҫулӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

undefined
undefined

Дмитрий Чернышенко 1968 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче Сарӑтура ҫуралнӑ. Майкопра тата Сочире ӳснӗ[5][7].

Мускаври «Станкин» патшалӑх технологи университетне вӗренсе пӗтерсе «автоматизациленӗ проектламалли системӑсем» (САПР) специальноҫе алла илнӗ, инженер-системотехник квалификациллӗ пулса тӑнӑ. «Станкинта» вӗреннӗ чухне МММ реклама роликӗ валли графика ӳкернӗ, уншӑн хӑйӗн пӗрремӗш 1500 долларлӑ гонорарне илнӗ[8][5].

1989—1991 ҫулсенче Чернышенко Copris&M («Коприс-энд-м ко») пӗрлехи телекоммуникаци компанинче программист пулса ӗҫленӗ.

1989 ҫулта «Станкин» МГТУра пӗрле вӗреннисемпе «Информатика Маркетинг Сервис» (ИМС) компание — СССР-ти компьютер графикин пӗрремӗш студисенчен пӗрине — никӗсленӗ. 1991–1992 ҫулсенче ИМС компанин тӗп директорӗн ҫумӗ вырӑнне йышӑннӑ.

1992–1994 ҫулсенче — СФТ реклама агентствин директорӗ (ИМС пӗчӗк предприяти СФТ реклама агентстви таран ӳснӗ («СФТ-Реклама»).

1993 ҫулта Чернышенко Media Arts реклама агентствин соучредителӗ пулса тӑнӑ, кӗҫех вӑл Media Arts Group реклама холдингӗн статусне илнӗ. 1994 ҫулта пултарулӑх директорӗн вырӑнне йышӑннӑ, 1996 ҫулта — Media Arts Group вице-президенчӗн вырӑнне[8].

1998—2002 ҫулсенче Чернышенко «ДТВ-МА» телекӑларӑм студийӗн тӗп директорӗ пулнӑ, ку студи Media Arts Group компанин реклама рокӗсене ӳкернӗ D’Arсy TV («Д’Арси ТелеВижн») туяннӑ хыҫҫӑн йӗркеленнӗ. «ДТВ-МА» клиенчӗсем хушшинче тӗнче шайӗнчи брендсемпе реклама агентствисем пулнӑ. Студи Раҫҫейри тата тӗнчери фестивалӗсенчи 30 ытла наградине тивӗҫнӗ[9].

2002 ҫулта Чернышенко Media Arts Group аслӑ вице-президенчӗ пулса тӑнӑ, холдингри спорт маркетингӗн сферинче ӗҫлеме йӗркеленӗ Sportima компание ертсе пыма пуҫланӑ[8].

2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Чернышенко Сочире Олимп тата Паралимп вӑййисене ирттерме ирӗк илмелли кампание ертсе пыма пуҫланӑ, «Сочи-2014» заявка комитечӗн тӗп директорӗ пулса тӑнӑ[10].

2007—2014 ҫулсенче Чернышенко Сочи хулинче иртнӗ XXII Олимп хӗллехи вӑйӑсен йӗркелӳ комитечӗн тата 2014 ҫулхи хӗллехи XI Паралимп вӑййисен президенчӗ шутланнӑ[11][5].

2007 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнчен Чернышенко — Раҫҫей Федерацийӗн физкультурӑпа спорта аталантарас, аслӑ ҫитӗнӳсен спортне аталантарас, XXII хӗллехи олимп вӑййисене хатӗрлесе ирттерес тата 2014 ҫулхи XI хӗллехи паралимп вӑййисене Сочи хулинче ирттерес енӗпе ӗҫлекен Канашӗн президиум пайташӗ[12]. Пӗрремӗш ҫул хушшинче (2007 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа 2008 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗччен) канаш секретарӗн ӗҫне пурнӑҫланӑ[5].

2007 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа — «Олимпстрой» ГК сӑнав канашӗн председатель ҫумӗ[13].

2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен Чернышенко Геннадий Тимченко предпринимателӗн активӗсене тытса тӑракан Volga Group инвестици компанине ертсе пынӑ[14].

2014 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнчен Чернышенко — Континентри хоккей лигин президенчӗ тата правлени председателӗ[15].

2014 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа — Раҫҫей хоккейӗн федераци канашӗн пайташӗ.

2015 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнчен Чернышенко — «Газпром-Медиа Холдингӑн» тӗп директорӗ тата правлени председателӗ[16][5].

2016 ҫултанпа — Наци реклама альянсӗн директорсен канашӗн председателӗ[17]. «Раҫҫей чукун ҫулӗсем» УАО директорсен канашӗн пайташӗ[18].

2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен Чернышенкона цифра экономикипе инновацисен, ҫыхӑнупа МИХсен, ҫавӑн пекех культурӑпа туризм тата спорт ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Раҫҫей Федерацийӗн правительство председателӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ[19]. «Цифрӑллӑ экономика», «Культура» наци программисене, ҫавӑн пекех «Демографи» наци проекчӗн «Спорт — пурнӑҫ норми» федераллӑ проекта пурнӑҫланине тӗрӗслесе тарать. Ҫавӑн пекех вӑл МИХ тата инноваци ӗҫ-хӗлӗн сферинчи патшалӑх политики ыйтӑвӗсене, ҫыхӑну сферинчи патшалӑх хаксене (тарифсене) йӗркеленине тата IT тата ҫыхӑну енӗпе патшалӑх программисене пурнӑҫа кӗртессине сӑнаса тӑрать. Унсӑр пуҫне Чернышенко уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ спорт мероприятийӗсене ирттерессишӗн тата тӗн организацисемпе ҫыхӑну йӗркелессишӗн яваплӑ[1].

2024 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗнче Михаил Мишустин Патшалӑх Думине правительствӑн ҫӗнӗ йышне пӑхса тухма сӗннӗ, Чернышенко кандидатури унта вице-премьер валли тӑнӑ[20]. Ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче Патшалӑх Думи ӑна ҫак вырӑна йышӑнма ҫирӗплетнӗ[21]. Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче РФ президенчӗ вырӑна йышӑнни ҫинчен хушӑва алӑ пуснӑ[22][5].

Чернышенко ҫак сферӑсенчи ӗҫсемшӗн яваплӑ: пӗтӗмӗшле тата вӑтам професси пӗлӗвӗ, ҫамрӑксен политики. Ҫавӑн пекех вӑл унчченхи пекех ҫак сферӑсемшӗн яваплӑ: инноваци ӗҫӗ-хӗлӗ, искусствӑллӑ интеллект енӗпе ӑслӑлӑх тӗпчевӗсене пулӑшасси. Чернышенко ҫак наци проекчӗсене хатӗрлес, пурнӑҫа кӗртес тата тӗрӗслесе тӑрас енӗпе тимлет: «Ӑслӑлӑхпа университетсем», «Вӗренӳ», «Туризм тата хӑналӑх индустрийи». Министерствӑсемпе ведомствӑсен ӗҫне йӗркелет:

2024 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче Чернышенкӑна Раҫҫей Федерацийӗн «Интернет аталанӑвӗн институчӗ» АНО сӑнав канашӗнче элчӗ пулма ҫирӗплетнӗ[24].

2025 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче РФ правительстви Чернышенкӑна «Физкультурӑпа спорта аталантарасси» патшалӑх программине пурнӑҫлакан комиссийӗн председателӗ вырӑнӗнче ҫирӗплетнӗ[25].

2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФ президенчӗн Хушӑвӗпе ӑна Раҫҫей ӑслӑлӑхсен академийӗн(выр.)чăв. попечительсен канашне кӗртнӗ[26].

Чернышенко акӑлчанла пӗлет[27].

Ҫемье

Дмитрий Чернышенко авланнӑ, икӗ хӗр пур. Сӑрт-ту йӗлтӗрӗпе тата ҫапӑҫу ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланать[5].

Санкцисем

Украинӑра хирӗҫӳ пуҫланнӑ хыҫҫӑн Чернышенкӑна Европӗрлӗх, Аслӑ Британи, АПШ, Швейцари, Ҫӗнӗ Зеланди хӑйсен санкци списокне кӗртнӗ.

Хисепсемпе ҫитӗнӳсем

undefined
  • II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2014 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ) — Сочире 2014 ҫулхи XXII хӗллехи олимп тата XI хӗллехи паралимп вӑййисене хатӗрлес тата ирттерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата Раҫҫей Федерацийӗн пӗрлештернӗ командисем хӑйсене ӑнӑҫлӑ кӑтартнине тивӗҫтернӗшӗн[28].
  • Хисеп орденӗ (2007 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ) — 2014 ҫулта Сочи хулинче XXII хӗллехи олимп тата XI хӗллехи паралимп вӑййисене ирттерме ирӗк паракан заявка ҫӗнтерессишӗн хастар ӗҫленӗшӗн[29].
  • Туслӑх орденӗ (2019 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ)[30].
  • Раҫҫей Федераци президенчӗн тав сӑмахӗ (2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ) — Раҫҫей обществин обществӑпа политика пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн[31].
  • «Раҫҫейӗн спорт ҫӑлтӑрӗсем» наци премийӗн лауреачӗ (2008 ҫул)[32].
конфессирен тивӗҫнисем:
  • Пархатарлӑ Александр Невский кнеҫӗн II степеньлӗ Сӑваплӑ кнеҫ орденӗ (2021 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ) — Сӑваплӑ Александр Невский кнеҫ ҫуралнӑранпа 800 ҫул ҫитнине палӑртнӑ май юбилей уявӗсене ирттерме пулӑшнине шута илнӗ[33].
  • II степеньлӗ преподобнӑй Сергий Радонежский орденӗ (2014 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ) — Вырӑс Православи чиркӗвӗн пулӑшӑвне шута илнӗ[34].
  • III степеньлӗ преподобный Сергий Радонежский орденӗ (2006 ҫулхи кӑрлач, 30)[35].
спортра тивӗҫнисем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Мишустин распределил обязанности между своими заместителями (выр.). РИА Новости (28 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
  2. ^ Правительство России переходит в статус и.о. до назначения нового состава (выр.). TACC. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  3. ^ Михаил Мишустин назначил кураторов федеральных округов. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ «Газпром-медиа» сменил руководство развлекательного субхолдинга // Коммерсантъ. 2018 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Энциклопедия ТАСС, 2024. Чернышенко, Дмитрий Николаевич. Заместитель председателя правительства РФ
  6. ^ viapiuser. Dmitry Chernyshenko (англ.). Variety (28 ҫурлан 2018). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
  7. ^ Дмитрий Соколов. Как сбывались мечты главы «Газпром-Медиа» Дмитрия Чернышенко Собеседник № 37, 2015 год.
  8. ^ 1, 2, 3 Ведомости. «Все знали, что я из Сочи», - Дмитрий Чернышенко, гендиректор оргкомитета зимних Олимпийских игр Сочи-2014. www.vedomosti.ru (25 юпан 2007). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  9. ^ Визитка компании DTV-MA - Sostav.ru. www.sostav.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
  10. ^ Ярослав КОРОБАТОВ | Сайт «Комсомольской правды». Дмитрий Чернышенко, глава Заявочного комитета «Сочи-2014»: $12 миллиардов инвестиций окупятся через 5 лет (выр.). KP.RU - сайт «Комсомольской правды» (10 авӑнӑн 2007). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  11. ^ В России: Москва: Организационный комитет XXII Олимпийских зимних игр и XI Паралимпийских зимних игр 2014 года в г. Сочи (Москва) // ИА Спортком. sportcom.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  12. ^ Указ Президента Российской Федерации от 05.09.2008 г. № 1311 (выр.). Президент России. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  13. ^ Распоряжение Правительства Российской Федерации от 12 ноября 2007 года № 1604-р // tgost.ru. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ.
  14. ^ Кирилл Мельников, Анна Афанасьева. Геннадий Тимченко подтянул олимпийский резерв. Volga Group возглавил Дмитрий Чернышенко. Коммерсантъ (6 юпан 2014).
  15. ^ Совет Директоров КХЛ избрал Дмитрия Чернышенко новым Президентом лиги
  16. ^ Дмитрий Чернышенко назначен на должность Председателя Правления ОАО «Газпром-Медиа Холдинг»
  17. ^ Эксперты ТПП РФ: одна из основных задач рекламного рынка – продвижение положительного образа предпринимателя в информационном пространстве. tpprf.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  18. ^ Совет директоров ОАО «РЖД»
  19. ^ Дмитрий Николаевич Чернышенко - Правительство России. government.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  20. ^ О чем говорит новая конфигурация российского правительства. РБК (11 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
  21. ^ Госдума утвердила Чернышенко заместителем председателя правительства. РИА Новости (13 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
  22. ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  23. ^ Михаил Мишустин утвердил распределение обязанностей между вице-премьерами. government.ru (17 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ.
  24. ^ Чернышенко назначили представителем РФ в набсовете Института развития интернета (2024-09-23). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
  25. ^ Распоряжение Правительства Российской Федерации от 11.02.2025 № 292-р ∙ Официальное опубликование правовых актов (выр.). publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
  26. ^ Указ Президента Российской Федерации от 15.05.2025 № 318 "О попечительском совете Российской академии наук". publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
  27. ^ PwC Russia. Video from Sochi 2014 President Dmitry Chernyshenko (27 пушӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
  28. ^ Награждённые государственными наградами Российской Федерации
  29. ^ Фонд поддержки олимпийцев России. www.olympians.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  30. ^ Алексей Прокин. Владимир Путин вручил государственные награды в Кремле (выр.). НТВ. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  31. ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 30 мая 2018 года № 131-рп «О поощрении»
  32. ^ В Сочи прошло вручение премии «Спортивные звезды России» (выр.). Газета.Ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  33. ^ В день памяти благоверного князя Александра Невского Предстоятель Русской Церкви совершил Литургию в Храме Христа Спасителя в Москве. Патриархия.ru (6 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ.
  34. ^ В праздник Успения Божией Матери Предстоятель Русской церкви совершил Литургию в Успенском соборе Московского Кремля. Патриархия.ru (28 ҫурлан 2014). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ.
  35. ^ Биография Дмитрия Чернышенко (20.09.2023). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
  36. ^ IOC President says Thank You to Sochi, olympic.org (2014-02-24). Тӗрӗсленӗ: 2014 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем