Силуанов Антон Германович
Силуанов Антон Германович (ҫур. 1963 ҫулхи акан 12-мӗшӗ, Мускав) — Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ, экономист(выр.)чăв.. 2011 ҫултанпа Раҫҫей Федерацийӗн финанс министрӗ(выр.)чăв., Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх канашӗн пайташӗ (2011 ҫултанпа). 2018—2020 ҫулсенче — Раҫҫей Федерацийӗн правительствин председателӗн ҫумӗ(выр.)чăв., Раҫҫей Федерацийӗн финанс министрӗ. Раҫҫей Федерацин 1-мӗш класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи(выр.)чăв. (2008). Экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ(выр.)чăв. (2012).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1963 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра Герман Михайловичпа Янина Николаевна Силуановсен профессиллӗ финансистсен ҫемйинче ҫуралнӑ.
1985 ҫулта Силуанов Мускав финанс институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1985 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 1987 ҫулхи пуш уйӑхӗччен — «Гипрорыба» компанире экономист, РСФСР Финанс министерствин аслӑ экономисчӗ.
1987 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ.
1989 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 1992 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен — РСФСР Финанс министерствинче экономист, 1 категориллӗ экономист, ертсе пыракан экономист, пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ, консультант.
1992 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче — Раҫҫей Федерацийӗн Экономикӑпа финанс министерствин пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ.
1992 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 1997 ҫулхи юпа уйӑхӗччен Силуанов — бюджет управленийӗн пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ, бюджет департаменчӗн ертӳҫин ҫумӗ — пай пуҫлӑхӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Финанс министерствин бюджет департаменчӗн ертӳҫин ҫумӗ, унта вӑл ашшӗ протекципе килнӗ[1].
1994 ҫулта Силуанов «Рынок хутшӑнӑвӗсем патне куҫнӑ саманари патшалӑхӑн бюджет политики: Раҫҫей Федерацийӗн тӗслӗхӗ ҫинче» (специальность — 08.00.10.10. «Финанссем, укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшӗ тата кредит») экономика ӑслӑлӑхӗн кандидачӗн диссертацине хӳтӗленӗ[2].
1997 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2003 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен — Раҫҫей Федерацийӗн Финанс министерствин макроэкономика политикипе банк ӗҫ-хӗлӗн департаменчӗн ертӳҫи.
2001 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа — Раҫҫей Федерацийӗн Финанс министерствин коллеги пайташӗ.
2003 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен — Раҫҫей Федерацийӗн финанс министрӗн ҫумӗ.
2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 2005 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗччен — Раҫҫей Федерацийӗн Финанс министерствин бюджетсен хушшинчи хутшӑнусен департаменчӗн директорӗ.
2005 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа — Раҫҫей Федерацийӗн финанс министрӗн ҫумӗ.
2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа — Раҫҫей Федерацийӗн финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан.
2011 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнчен Силуанова Раҫҫей Федерацийӗн финанс министрӗ вырӑнне ҫирӗплетсе[3] Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх канашӗн йышне кӗртнӗ[4].
2012 ҫулта Силуанов «Раҫҫейри федерализм аталанӑвӗнчи бюджетсен хутшӑнӑвӗ» темӑпа диссертаци хӳтӗлесе (специальноҫӗ — 08.00.10 «Финанссем, укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшӗ тата кредит») экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗн ӑсчах степеньне тивӗҫнӗ. Официаллӑ оппонентсем — А. А. Аганбегян экономика ӑслӑхӗсен докторӗ, профессор, С. Г. Синельников-Мурылёв экономика ӑслӑхӗсен докторӗ тата Л. Н. Лыкова экономика ӑслӑхӗсен докторӗ, профессор. Ертсе пыракан организаци — Аслӑ экономика шкулӗ[5].
2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен — РФ Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн(выр.)чăв. финанспа экономика факультечӗн деканӗ.
2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Силуанова РФ Правительстви Раҫҫей Перекет банкӗн сӑнав канашӗн пайташӗн должноҫне сӗннӗ[6].
2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин аслӑ канашӗнчен (2012 ҫултанпа унӑн пайташӗ шутланнӑ) тухнӑ.
2017 ҫулхи ака уйӑхӗнче Силуанова ВТБ банкӑн сӑнав канашӗн председательне лартнӑ[7].
2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн указӗпе Раҫҫей Федерацийӗн правительствин председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — Раҫҫей Федерацийӗн финанс министрӗ пулма ҫирӗплетнӗ[8].
2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Дмитрий Медведевӑн иккӗмӗш правительствине отставкӑна янӑ хыҫҫӑн финанс министрӗн постне сыхласа хӑварса пӗрремӗш вице-премьер должноҫӗсӗр тӑрса юлнӑ[9].
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Патшалӑх Думи Раҫҫей Федерацийӗн финанс министрӗн должноҫне ҫирӗплетнӗ[10], ҫак кунах РФ Президенчӗ лартни ҫинчен хушӑва алӑ пуснӑ[11].
2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФ Президенчӗн указӗпе Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн Попечительсен канашне кӗртнӗ[12]. 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче Пӗрремӗшсен юхӑмӗн Попечительсен канашӗн председателӗн ҫумӗн должноҫӗнче ҫирӗплетнӗ.
Шухӑшӗсем тата позицийӗсем
2018 ҫулта Силуанов Раҫҫейре пенси ҫулне ӳстересси ҫинчен калакан саккуна йышӑнассишӗн тӑракансенчен пӗри пулнӑ. Ҫак йышӑну кӗтмен ҫӗртен килсе тухнипе тата саккун проектне футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионачӗ хӳттипе ирттернӗрен халӑх кӑмӑлсӑрлӑхне ҫуратнӑ. Силуанов саккуна сӳтсе явассипе футбол чемпионачӗ пӗр вӑхӑта килнине «ӑнсӑртлӑх» тенине халӑх тарӑхӑвне ӳстернӗ[13].
РФ финанс министрӗ Силуанов Мускав — Хусан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул магистральне тумалли проектӑн тӗп критикӗ тата чараканӗ шутланать[14][15].
2019 ҫулхи ака уйӑхӗнче Силуанов харпӑр бизнес йӗркелессине пропагандӑлас тӗллевпе шкул пӗлӗвне кӗртес кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ[16].
2019 ҫулта Силуанов ВТБ пуҫлӑхӗ Костин пӗчӗк тупӑшлӑ Раҫҫей ҫыннисенчен, ҫавӑн пекех пӗчӗк тата вӑтам бизнес предприятийӗсенчен илекен куланай виҫине чакарма сӗннипе татӑклӑн килӗшмен[17].
2020 ҫулта Силуанов Раҫҫейри ӗҫ ҫине хуракан куланай ытла та пысӑк пулнине каланӑ. Саккун тӑрӑх Раҫҫейре ӗҫпе тивӗҫтерекен ӗҫченӗшӗн ӗҫ укҫин 30 % чухлӗ страхлакан тӳлевсем хывмалла. 22 % РФ Пенси фондне, 5,1 % — обязательнӑй медицина страхованийӗ, 2,9 % — социаллӑ страховани. Вӑйпитти ҫынсен тупӑшӗнчен илекен 13 % куланай ӗҫлекенӗн ӗҫ укҫинчен тытӑнса юлӑнать. Ҫакӑн пек пысӑк куланайсене пула Раҫҫейри вӑрттӑн ӗҫ укҫи («конвертри» текен ӗҫ укҫисем) пӗтӗм шалти продуктӑн (ВВП) 13 % таран шутланать. Раҫҫейре ӗҫлев куланайӗсен пӗрлехи ставки тӗнчере чи пысӑккисенчен пӗри шутланать, вӑл вӑтам масштаблӑ предприятин коммерци усламӗн 36,6 проценчӗпе танлашать. Танлаштаруллӑ тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх, Казахстанра ӗҫ ҫине куланайсен ставки 10,1 % кӑна, АПШра — 9,8 %, Канадӑра — 12,7 %, Германире — 21,5 %, Аслӑ Британире — 12 %. Раҫҫей правительствин куланайсен виҫине чакарас килменнине финанс министрӗ Силуанов РФ Пенси фондӗнче «шӑтӑксем» пуласран тата федераци бюджетӗнче шайлашулӑх ҫухаласран шикленнипе ӑнлантарнӑ[18].
Ҫемье
Ашшӗ — Герман Михайлович Силуанов (25.02.1937), 1961 ҫулта Мускаври патшалӑх экономика институчӗн «Финанссем» факультетне вӗренсе пӗтернӗ, унта вӗреннӗ ҫулсенче факультетӑн комсомол организацийӗн секретарӗн ҫумӗ пулнӑ. Герман Институт вӗренсе пӗтерсен Мускавра СССР КГБ тытӑмне ӗҫлеме янӑ виҫӗ выпускникран пӗри пулнӑ. Унта вӑл нумаях ӗҫлемен, Раиса Васильевна Гужкова факультет деканӗн протекцийӗпе СССР Финанс министерствине унӑн упӑшки, Иван Васильевич Гужков, ертсе пынӑ промышленность финанс управленине куҫарнӑ. Финанс министерствинче комсомол хастарӗ, стена хаҫачӗн редколлеги пайташӗ пулнӑ[19]. 1991 ҫул тӗлне РСФСР Финанс министерствинче пай пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ[1], 1996 ҫулта РФ Финанс министерствин кредит тата укҫа-тенкӗ департаменчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ, 1996 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Часах ҫак департамента макроэкономика енӗпе ӗҫлекен урӑх пайпа пӗрлештернӗ, ҫапла вара макроэкономикӑпа банксен ҫӗнӗ департаменчӗ йӗркеленнӗ, ӑна шӑпах Антон Силуанов ертсе пыма пуҫланӑ.
Амӑшӗ — Янина Николаевна Силуанова (20.01.1936), «Финансы и статистика» издательствӑра ӗҫленӗ, кайран РФ Финанс министерствин Патшалӑх университечӗн редакципе издательство пайӗн ӗҫченӗ пулнӑ. Антон Силуановӑн Всеволод шӑллӗ (18.02.1976) пур, вӑл та РФ Финанс министерствинче ӗҫлет[20][21].
Авланнӑ, ҫапах та 2016 ҫулта Силуановӑн мӑшӑрӗ пирки информаци унӑн тупӑшӗсем ҫинчен калакан декларацийӗнчен ҫухалнӑ[22].
Ывӑлӗ Глеб (1999), РФ Правительстви ҫумӗнчи Финанс университетӗнчен, ҫамрӑк политиксен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑскер, байкер[20][21][23].
Ывӑлӗ Алексей. 2023 ҫултанпа — «Аэрофлотӑн» регионсен аталанӑвӗн департаменчӗн ертӳҫи[24].
Кӑсӑклану
Антон Силуанов мотоциклпа тата шыв айӗнчи сунарпа кӑсӑкланать, грампластинкӑсен коллекцине пухать. Нимӗҫ чӗлхине пӗлет[21].
Хӑй каласа панӑ тӑрӑх, социаллӑ тетелсенче, ҫав шутра Facebook тата Instagram тетелсенче вӑрттӑн аккаунтсем пулнӑ, вӗсене псевдонимпа тытса пынӑ: «Хам ҫырмастӑп темелле, туссем унта манӑн сахал - нумайран та вунӑ ҫынран ытла мар. Тетелсенче мана пулӑмсене сӳтсе явнине, ҫынсен комментарийӗсене вуламан интереслӗ».
Хисепӗсем
- «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӑн(выр.)чăв. III степенӗ (2013 ҫулхи акан 15-мӗшӗ) — патшалӑх финанс политикине йӗркелесе пырас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн[25];
- «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӑн IV степенӗ (2011 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ) — ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн[26];
- «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӑн медалӗн(выр.)чăв. I степенӗ (2007 ҫулхи акан 13-мӗшӗ) — экономика тата финанс енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн[27];
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Хисеп грамоти(выр.)чăв. (2010 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ) — электронлӑ информациллӗ ют ҫӗршыв паспорчӗсене вӑхӑтра кӗртнӗшӗн[28];
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Тав хучӗ(выр.)чăв. (2012 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ) — экономика, финанс ӗҫ-хӗлӗ енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн[29];
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Тав хучӗ (2002 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ) — экономика тата финанс енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн[30];
- Раҫҫей Федерацийӗн Финанс министерствин Хисеп грамоти (2001 ҫул);
- Раҫҫей Федерацийӗн финанс министрӗн Тав хучӗ (2002 ҫул);
- «Полярная Звезда» орден(выр.)чăв. (Якути)[31];
- «Дуслык» орден(выр.)чăв. (Тутарстан, 2015 ҫул)[32];
- «Чечен Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль(выр.)чăв. (2008 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ) — Чечен Республикин патшалӑхӑн финанс политикине ирттерес ӗҫре курӑмлӑ ӳсӗм кӳнӗшӗн[33];
- «Финанс университечӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2018) — ӑслӑлӑхпа педагогика ӗҫ-хӗлӗнчи палӑрмалла результатсемшӗн, ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ ӗҫне тата Финуниверситетӑн ытти ӗҫ-хӗл сферрисене аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[34];
- «Финанс университечӗ 100 ҫулта» астӑвӑм (кӗмӗл) медалӗ (2019) — Финанс университетне аталантарас ӗҫре хӑй енчен пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[34];
- «Финанс университечӗ 105 ҫулта» астӑвӑм медалӗ — Финанс университетне аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн (2024)[34].
- «Карел Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль(выр.)чăв. (2020 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ) — Карел Республикипе унӑн ҫыннисем умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата Карел Республики йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлас тӗлӗшпе Патшалӑх комиссийӗн йышӗнче хастар ӗҫленӗшӗн[35].
Пичет ӗҫӗсем
- Раҫҫейри федерализм аталанӑвӗн условийӗсенчи бюджет хутшӑнӑвӗсем. — М.: Дело, 2011. — 295 с.: ил., табл.; ISBN 978-5-7749-0660-4
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Постановление Совета Министров РСФСР от 08.11.1991 № 594. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Силуанов, Алексей Германович. Бюджетная политика государства в условиях перехода крыночным отношениям: На примере Российской Федерации: диссертация … кандидата экономических наук : 08.00.10. — Москва, 1994. — 139 с.
- ^ Медведев назначил Антона Силуанова министром финансов / РИА Новости. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 16 декабря 2011 года № 1630. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
- ^ НЭБ - Национальная электронная библиотека (выр.). rusneb.ru - Национальная электронная библиотека. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ «Ведомости»: Силуанов и Улюкаев войдут в набсоветы Сбербанка и ВТБ. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ.
- ^ Ведомости. Медведев утвердил директиву об избрании Силуанова председателем наблюдательного совета ВТБ (2017-04-06). 2017 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ Kremlin.ru. Рабочая встреча с Председателем Правительства Дмитрием Медведевым (выр.). 2020 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Правительство РФ подало в отставку. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Госдума утвердила Силуанова на должность главы Минфина. РИА "Новости" (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 15.05.2025 № 318 "О попечительском совете Российской академии наук". publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ Протесты ушли на пенсию (2018-07-30). 2025 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Силуанов скептически относится к проекту высокоскоростной магистрали Москва - Казань. ТАСС (25 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Коммерсантъ, 28 января 2019. Минфин тормозит высокоскоростные магистрали. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Силуанов предложил ввести в школах курс по пропаганде создания бизнеса. РИА Новости (20190419T1112+0300Z). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
- ^ Матиас Брюггманн. Ведущий банкир России Андрей Костин: «Все боятся санкций». Handelsblatt (18 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Силуанов назвал «запредельной» налоговую нагрузку на труд. Когда будет возможно снижение страховых взносов и за чей счёт. Росбизнесконсалтинг (20 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.
- ^ Раевский, Владимир Абрамович. На перекрёстке и до него / С. Ю. ИВАНЧЕНКО, Н. И. КРОТОВ. — АНО "Экономическая летопись", 2013. — С. 34, 46-47. — 317 с. — ISBN 978-5-903388-27-1.
- ^ 1, 2 Силуанов, Антон Германович. Министр финансов РФ. ТАСС (2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Силуанов, Антон. Министр финансов РФ. Lenta.ru (1 кӑрлачӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи акан 26-мӗшӗ.
- ^ Из декларации Силуанова исчезла информация о супруге. РБК (15 акан 2016). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.
- ^ 18-летний сын министра финансов Силуанова попал в ДТП на мотоцикле. КП (4 авӑнӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ.
- ^ Песков прокомментировал назначение сына Силуанова в департамент "Аэрофлота". 2023 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 15 апреля 2013 года № 359 «О награждении орденом „За заслуги перед Отечеством“ III степени Силуанова А. Г.» Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи акан 16-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 02.02.2011 г. № 128. 2024 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 13 апреля 2007 года № 476 «О награждении медалью ордена „За заслуги перед Отечеством“ I степени Силуанова А. Г.» Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента РФ от 18.11.2010 n 784-рп "О награждении Почетной грамотой Президента Российской Федерации"(паллӑ мар). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 1 сентября 2012 года № 401-рп «О поощрении работников Министерства финансов Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 06.09.2002 г. № 411-рп. 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Министр финансов Антон Силуанов награждён высшим орденом Якутии «Полярная звезда». Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
- ^ Антон Силуанов награждён орденом «Дуслык». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
- ^ Указ от 24.11.2008 г № 379 О награждении медалью «За заслуги перед Чеченской Республикой» Силуанова А.Г - chechnya-gov.ru. chechnya-gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Силуанов Антон Германович (выр.). www.fa.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
- ^ Указ Главы Республики Карелия от 08.06.2020 № 58 ∙ Официальное опубликование правовых актов (выр.). publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.